Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫӑлса (тĕпĕ: уҫӑл) more information about the word form can be found here.
Кулленех вӗренӳ пайӗнче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ майсем уҫӑлса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Ҫеҫкисем чӑмӑртанса тухаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫурӑлман-ха, уҫӑлса каяйман-ха…

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

1995 ҫулта К2 фирма ҫемҫе пушмаклӑ пӗрремӗш роликсене кӑтартнӑ, уҫӑлса ҫӳремешкӗн вӗсем чылай лайӑхрах пулнӑ, ҫавна май пит хӑвӑрт сарӑлнӑ та сутлӑх тӗлӗшӗнчен малти вырӑнсене йышӑннӑ.

В 1995 году фирма K2 (англ. K2) представила первые ролики с мягким ботинком, которые гораздо лучше подходили для прогулочного катания и вскоре заняли доминирующую позицию.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

…Лупас хыҫӗнчи алӑк чӗриклетсе уҫӑлса хупӑнни илтӗнчӗ.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл пӗчӗккисемпе пӗрле улӑхра уҫӑлса ҫӳренӗ иккен.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Пуҫ ыратмасть-и, хӑта? — Ҫимунӑн хӑлхи патне кармашса, пӑшӑлтатрӗ ыйхи уҫӑлса ҫитеймен Хумкка.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сасартӑк ялт туса пӗлӗт уҫӑлса хупӑнать.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ те, пӗри шӑрпӑк ҫутрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ресторана кайни, каҫхине уҫӑлса ҫӳрени е кинона ҫитни юрату хутшӑнӑвне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Поход в ресторан, вечерняя прогулка или совместный поход в кино положительно скажутся на ваших отношениях.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл та, ҫӗр хута чӗрӗм ыйхӑ туманскер, халь кӑштах та пулин уҫӑлса хуйхи-суйхине сиресшӗн.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк алӑк уҫӑлса хупӑннӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уҫӑлса ларма тухнӑ ҫын пек пулса, сак ҫине вырнаҫрӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем вӑхӑт ҫывӑрчӗ вӑл, алӑк уҫӑлса хупӑннӑ сасӑпа вӑранчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Романтикӑллӑ лару-тӑрура уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑта ан шеллӗр.

Не жалейте времени на романтические прогулки.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫуллахи ҫумӑр Хӗрлӗ лапамра уҫӑлса ҫӳрекенсене хӑратман пулсан театр хӳттине килмен те пулӑттӑмӑр.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Эпир санпа спектакль курма пач шутламанччӗ, уҫӑлса ҫӳреме ҫеҫ тухнӑччӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Паян спектакль хыҫҫӑн манпа каҫхи хулара уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт тупатӑр-и?

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен Лорӑпа картишӗнче уҫӑлса тӑрас терӗмӗр.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пичӗ ыйхӑран уҫӑлса ҫитеймен, анчах куҫӗ яланхи пекех ҫуттӑн ялкӑшать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Алӑк уҫӑлса пӳлӗме темле хӑрушла япаларан тарнӑн, Римма чупса кӗчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed