Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑпла the word is in our database.
улӑпла (тĕпĕ: улӑпла) more information about the word form can be found here.
Ту тайлӑмӗсем тӗрлӗ тӗслӗ, улӑпла кавир хутламӗсемпе капӑрланнӑ: унта, чӑтлӑхра, — курсан манӑҫми вырӑнсем.

Склоны гор пестрели складками гигантского цветного ковра; там, в чаще, угадывались незабываемые места.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Ӗлкесен ҫирӗплӗхӗпе кӑнттамлӑхӗ, хӑрушӑ теветкеллӗхӗ, океанӑн легендӑсемпе тата поэзи тӗтрипе витӗннӗ, этем ирӗкне пӑхӑнман вӑйӗпе улӑпла механизмсем пӗрлешни, — акӑш-макӑш тӗлӗнтермӗш, хытӑ-ҫирӗп капашсен юмахрилле сивлеклӗхӗ, — ҫаксем пурте халиччен никам курман хатӗрсемпе тулса ларнӑ урӑх планета пурнӑҫне сӑнарлаҫҫӗ тейӗн.

Крепость и угловатость, зловещая решительность очертаний, соединение колоссальной механичности с океанской стихией, окутанной туманом легенд и поэзии, — сказочная угрюмость форм, причудливых и жестких, — все вызывает представление о жизни иной планеты, полной невиданных сооружений!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Эпӗ вӗсене тӑхӑр патшалӑхӑн улӑпла кӗрешӗвӗн май пур таран тулли ӳкерчӗкне сӑнласа кӑтартрӑм, ҫак вӑрҫӑн пысӑкран та пысӑк пулӑмӗсем, планӗ, вӑл мӗнле пыни, хӑвӑртлӑх, хирӗҫ тӑруҫӑсем усӑ куракан техникӑпа мораль хатӗрӗсем пирки каласа патӑм, тӗплӗ ӑнлантартӑм.

Я нарисовал им возможно полную картину гигантской борьбы девяти государств, представив все ее крупнейшие события, ее план, ход, темп, технические и моральные средства, пущенные в ход противниками.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Унта эпӗ тӗнчен паянхи пысӑкран та пысӑк ӗҫӗсем, ӑслайсем, пирӗн кунсен улӑпла кӗрешӗвӗ ҫинчен каласа пама пуҫларӑм, калавӑм ҫак ҫынсене акӑш-макӑш тӗлӗнтерессе малтанах туйса тӑтӑм.

И я начал рассказывать о теперешних великих делах мира, изобретениях и титанической борьбе наших дней, заранее предвкушая, как должен поразить этих людей мой рассказ.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Пӗр-икӗ самант Аян фосфорлӑ симӗс куҫлӑ спрутсем, куҫа курӑнакан мӗлкесем е асаплӑ ыйхӑ евӗр пулӑсем, улӑпла нарвалсемпе шуҫлака какайран тунӑ, минтер пек йӗрӗнтерекен скатсем пирки шухӑшларӗ; анчах ку ӑсри сӑнарлавӑн юлашки хутланӑвӗ пулчӗ; вӑл кӗсменӗсене хучӗ, хунарне тӗртсе лартрӗ те хӗрарӑм портретне кӑларчӗ.

Одно-два мгновения Аян подумал еще о спрутах с зелеными фосфорическими глазами; рыбах, похожих на привидения или кошмарный сон; гигантских нарвалах, скатах, отвратительных, как подушка из скользкого мяса; но это уже была последняя судорога воображения; он положил весла, придвинул фонарь и вынул портрет женщины.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Йӗри-тавра, кӑнтӑрла пӑчӑлӑхӗнче, вӑрман тӗлӗрет; унта курӑнми пурнӑҫӑн уҫӑмсӑр шавӗ чӗтре-чӗтре вылять, ҫын ҫуклӑхӑн, улӑпла вӑйӑн, шӑплӑхӑн тӗлӗнмелле ытараймилӗхӗпе чуна хускатать.

Кругом, в духоте полдня, дремал лес; глухой шум невидимой жизни трепетал в нем, бередя душу странным очарованьем безлюдья, гигантской силы и тишины.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Пур енче те вӗтӗ-вӗтӗ вӗтлӗх е улӑпла мӑк евӗрлӗ курӑк хускаласа выляҫҫӗ, ҫынсемшӗн вӑрттӑн пурнӑҫа пытарса усраҫҫӗ.

Трава, похожая на мелкий кустарник или гигантский мох, шевелилась по всем направлениям, пряча таинственную для людей жизнь.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫӗнтернӗ пролетариатӑн улӑпла мӗлки шурӑ ҫивиттиллӗ Петроград каҫӗн кӑвак сӗмӗнче ҫӗртен пуҫласа пӗлӗте ҫити ҫӗкленнине буржуй питӗ аван курать.

Буржуй прекрасно видит, что в голубом мерцании белой петроградской ночи от земли к небу поднимается исполинская тень победившего пролетариата.

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Курмастӑр-и эсир шурӑ ҫивиттиллӗ Петроград каҫӗн кӑвак сӗмӗ витӗр такамӑн улӑпла мӗлки ҫӗртен пуҫласа пӗлӗте ҫити ҫӗкленнине?..»

В голубом мерцании белой петроградской ночи не замечаете ли вы, как чья-то исполинская тень поднимается от земли к небу?..»

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Хӑйне канлӗ туйнӑ май, вӑл, паллах, ҫак канлӗх ултавлӑ пулнине, кӗҫех, ҫак минутранах, паян-ыран татса памалли мӗнпур кӑткӑс проблемӑсем хӑй умне ҫӗнӗрен пӗтӗм улӑпла калӑпӑшӗпе тухса тӑрассине ӑнланать.

Отдаваясь ощущению покоя, он, конечно, сознавал, что покой этот мнимый, что вот сейчас, сию минуту, все проблемы дня опять встанут перед ним во весь свой гигантский рост.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Малтанах ҫав ӗҫӗн результачӗсем ӑна ытла та пӗчӗк пек, патша аллинчи улӑпла влаҫӑн тем пысӑкӑш ӳтне вӑрӑмтуна ҫыртса кайнӑ пек ҫеҫ туйӑнатчӗҫ.

иногда казавшейся ничтожной по результатам, комариными укусами на огромном теле царского исполина.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Пирӗн промышленноҫ ҫак тапхӑрта калама ҫук улӑпла вӑй пулса ҫитнинченех пуҫлар акӑ.

Начать хотя бы с того, что наша промышленность выросла за этот период в гигантскую силу.

II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.

Вӑл мана хастар вӑй пачӗ, Паттӑрлатрӗ улӑпла.

Силу буйну, богатырску Он мне очень скоро дал.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӑйӗн улӑпла пӗвне тӳрлетсе, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетрӗ те алӑк патне пырса тӑчӗ.

Он бросился вперед и стал в дверях, мощный, свирепый, скрестив на груди руки и высоко подняв голову.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Мӗкӗрсе, аҫа-ҫиҫӗмле кӗрлесе улӑпла ҫӑмарта кактус уйӗ тӑрӑх тилӗрӳллӗн сикет.

С рёвом и громовым грохотом гигантское яйцо запрыгало по кактусовому полю.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сарлака хушӑк урлӑ хывнӑ чӑнкӑ кӗперпе каҫрӗҫ, — тӗпсӗрлӗхре улӑпла машинӑсен вилӗ шӑмми-шакки сапаланса выртать.

Миновали крутой мост, переброшенный через широкую щель, — на дне её лежали мёртвые суставы гигантских машин.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл ҫӑлтӑрлӑ тӗттӗмлӗхрен тӳреме ӳкет те — улӑпла мӗлкине ывӑта-ывӑта ҫӳрет.

Он падал из звёздной темноты на площадь и ходил по ней, бросая гигантскую тень.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карапсем хупӑ куҫсемпе кулакан Магацитлӑн улӑпла статуйин урисем тӗлнелле тӳперен ӳкеҫҫӗ.

Корабли падали с неба к ногам гигантской статуи Магацитла, улыбающегося с закрытыми глазами.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ыттисен инкекӗшӗн савӑннӑ сӗмпе, хавхаллӑн палӑртаҫҫӗ: улӑпла цирка, вун пӗрмӗш нумӗрлине, ҫӗр айӗнчи ӗҫлевҫӗсем сирпӗтнӗ имӗш, правительство агенчӗсем пур ҫӗрте те хӗҫ-пӑшал управӗсене шыраҫҫӗ-мӗн, Тускуб вара ҫарсене Соацера патнелле куҫарать иккен.

С тревожным злорадством говорили, что, будто бы, гигантский цирк, номер одиннадцатый, взорван подземными рабочими, что агенты правительства ищут повсюду склады оружия, что Тускуб стягивает войска в Соацеру.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗнчен ҫичӗ тӗлӗнтермӗшне тӑваҫҫӗ: лабиринт, Вӑта ҫӗр тинӗсре улӑпла кӗлетке, Гибралтартан хӗвел анӑҫнерех юпасем, Посейдоносра ҫӑлтӑрҫӑсен башни, Тубалӑн ларакан статуйи тата Лӑпкӑ океанри утрав ҫинче Лемурсен хули.

Были построены семь чудес света: лабиринт, колосс в Средиземном море, столбы на запад от Гибралтара, башня звездочётов на Посейдонесе, сидящая статуя Тубала и город Лемуров на острове Тихого океана.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed