Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уйрӑмах ҫӑмӑл, тем тума та хӑнӑхнӑ тӑшмансем служба йӑрӑмӗ урлӑ уйрӑм ходулясем ҫине тӑрса е вӑрӑм шучӑпа сиксе каҫаҫҫӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ман сӑмахсене илтмӗш пулса, княгиня тавраналла ҫаплах савӑнса, пӑхрӗ, йӑмӑкӗпе Любовь Сергеевнӑна уйрӑм япаласем ҫине кӑтартрӗ: усӑнса тӑракан кукӑр турат, унӑн шыври мӗлки княгиньӑна уйрӑмах килӗшеҫҫӗ-мӗн.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Художоствӑлла пахалӑх» темле ещӗкре, поэтӑн пӗтӗмӗшле сӑнарӗшӗн уйрӑм, унӑн творчествинчен уйрӑм выртнӑ пек!
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗтӗмӗшле калаҫу пулмарӗ, уйрӑм сӑмахсем ҫеҫ пулчӗҫ, анчах пурте темле уйрӑмах телейлӗ пулни палӑрса тӑчӗ.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Кун пирки сире акӑ мӗнле ответлеме ирӗк парӑр, — терӗ европеец (ҫӳҫне кастарманнине малашне эпир ҫапла калӑпӑр), — пирӗн шоссесем ҫинче те, ахаль ҫулсем ҫинче те хӗрарӑм Францири пек пур ҫӗре те хутшӑнмалли ытлашши ирӗклӗ право илмен; хӑш-пӗрисем, уйрӑм хӗрарӑмсем, тӗл пулкалаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем яланах фанфаронствӑпа, кӑлӑхах мухтаннине ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, ку вара вӗсем уйрӑм хӗрарӑмсем кӑна пулнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Унта вара уйрӑм хваттер виҫипе мар, уйрӑм ҫурт виҫипе те мар, пӗтӗм район виҫипе хӑтлӑ та меллӗ пулмалла.
18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эпӗ уйрӑм самантсене — ҫуртсене, урамсене, площадьсене куратӑп, хӑш-пӗр ҫав уйрӑм тӗлсем хайхи самаях кӑсӑк.Я вижу частности — дома, улицы, площади, — и некоторые частности эти решены довольно интересно.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пирӗн ҫарсем тӑшманӑн дивизийӗсене, темиҫе хутчен вӑйлӑн пыра-пыра ҫапса, уйрӑм пайсене вакларӗҫ, пайӑн-пайӑн вакласа тӑкнӑ ҫӗлен пӗр вӑхӑт пурӑннӑ пек пурӑнакан уйрӑм ушкӑнсене пӗтере-пӗтере пычӗҫ.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эпӗ уйрӑм ҫынсене питленӗ вырӑнсене кӑларса чи кирлӗ, тӗп пайне ҫеҫ хӑварсан, комитет ку памфлета пичетлес тӗлӗшпе хӑй ҫине ответлӑх илме пултараймастӑп тейӗ, эпӗ тӗрӗслӗхе пӗр енне хӑварса, пӗтӗм хаярлӑхпа партин уйрӑм тӑшманӗсене пырса ҫапсан, комитет ман произведение калама ҫук мухтаса ырлӗ, анчах эпир сирӗнпе ӑна пичетлеме кирлӗ мар, тесе шутлатпӑр.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Уйрӑм аталану программине пурнӑҫланӑ шайра патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи виҫӗ тата патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн мелӗпе пилӗк технопарк тума палӑртӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Вӗсен кашниннех уйрӑм ӗҫ, уйрӑм участок.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— «Ҫакӑ 1714 ҫулти майӑн 19-мӗшӗнче Адмиралтейство коллегийӗ шаутбенахт Петр Михайлов хайӗн чинне хӑпартма ыйтса панӑ прошенине итленӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек резолюци хунӑ: Петр Михайлов шаутбенахтӑн вице-адмирал чинне илме уйрӑм палӑрса тӑракан нимӗнле тивӗҫех те ҫук пирки, вӑл мӗнле те пулса уйрӑмӑнах палӑрмалла ӗҫсем тӑвиччен унӑн ыйтӑвӗпе килӗшес мар.
Шаутбенахт Петр Михайлов // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Вӗсен хӑйсен уйрӑм йӗрке, уйрӑм апат-ҫимӗҫ пур.
Ирхипе кӑнтӑрлахи апат // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
— Хӗрачасене уйрӑм, арҫын ачасене уйрӑм дежурствӑна хӑварсан, аван пулнӑ пулӗччӗ, — терӗ Саша, — ун пек тумасан, вӗсем дежурствӑра тавлашма пултараҫҫӗ, айӑпа пӗр-пӗрин ҫине йӑвантараҫҫӗ.
13 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ӑна уйрӑм йӗркепе пӑхаҫҫӗ, уйрӑм рационпа апатлантараҫҫӗ.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Председатель пуласлӑх ҫинчен шанчӑклӑн калани, иртни ҫинчен хумханса аса илни, аса илсе, вӑл чи малтан колхоз тыррисемпе лашисем ҫинчен, сӑмах май кӑна ӗҫкунӗсем ҫинчен каласа пани — ҫаксем пурте уйрӑм япаласем пулнӑ, анчах партин опытлӑ работникӗн сисӗм-туйӑмӗ Андрее уйрӑм япаласенчен пӗр-пӗтӗмӗшлине ӑнланса илме пулӑшрӗ: сӑмахран сӑмахах коммунистӑн сӑн-пичӗ туллинрех палӑрса пычӗ.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Ҫапла вӑл, тахҫанах тӗп пулмалли уйрӑм харпӑрлӑх мана хур турӗ, — хӑйне хӑй тиркесерех калаҫать Тумлам, ҫав уйрӑм харпӑрлӑхпа Выселкӑра чи малтан сыв пуллашнӑ ҫынсенчен пӗри.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Эвакуаци йӗркипе пӗтӗмпе тенӗ пекех ӑсатнӑ пулсан та, вӗсем малтанхи вырӑнсенчех тепӗр хут — малтан уйрӑм ҫынсем, унтан ушкӑнсем, кайран пайсемпе главка уйрӑмӗсем йӗркелене пуҫларӗҫ: вӗсенчен чылайӑшӗсене малтанлӑха ҫыхӑну тытма, хӑш-пӗр ыйтусене татса пама ҫеҫ йӗркеленӗччӗ, кайран вара чиперех ӗҫлеме тытӑнчӗҫ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫак вӑхӑтранпа вара Курак Пике хур чӗпписемпе аппаланма пӑрахрӗ: вӑл уйрӑм ҫӳреме тытӑнчӗ, хур чӗпписем те уйрӑм ҫӳреме тытӑнчӗҫ; ҫавӑн чухне ҫеҫ вӑл пурне те ӑнланса илчӗ пулас, урӑх ӗнтӗ унӑн юпасем тӑррине лекес килмерӗ.
Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.
«Петербургӑн пӗтӗмӗшле сӑн-питне уйӑрса илме питӗ йывӑр, — тет вӑл, — мӗншӗн тесен Петербург халӑхӗ тӗрлӗ, хӑйне уйрӑм обществӑсенчен тӑрать: аристократсем, служащисем, чиновниксем, ремесленниксем, акӑлчансем, нимӗҫсем, купецсем — пурте уйрӑм ушкӑнсем ҫине пайланаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.