Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйрӑлтӑмӑр (тĕпĕ: уйрӑл) more information about the word form can be found here.
Наташӑсен подъезчӗ умӗнче эпир чарӑнса тӑмарӑмӑр, тӳрех уйрӑлтӑмӑр, мӗншӗн тесен радио сывлӑш тревоги ҫинчен пӗлтерчӗ.

У подъезда Наташиного дома мы сразу же попрощались: по радио прозвучал сигнал воздушной тревоги.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир унпа питӗ ӑшшӑн уйрӑлтӑмӑр.

Мы с ним расстались очень тепло.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Часах эпир Славкӑпа уйрӑлтӑмӑр та ыран ҫак вырӑнтах тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр.

Вскоре мы со Славкой расстались и уговорились назавтра встретиться здесь же.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпир часах уйрӑлтӑмӑр.

Мы скоро разошлись.

XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

«Уйрӑлтӑмӑр, тетӗн?

«Отделились, говоришь?

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Упӑшкапа уйрӑлтӑмӑр.

— Я с мужем развелась.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Елизаветӑпа иксӗмӗр, культурӑллӑ ҫынсене тивӗҫлӗ йӗркепех, харкашмасӑрах, уйрӑлтӑмӑр.

Расстались с Елизаветой, как и полагается культурным людям, корректно.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тверской урам кӗтессинче эпир уйрӑлтӑмӑр.

На углу Тверской мы расстались.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Акӑ Прохор Ненашева та тӗл пултӑм — аран-аран уйрӑлтӑмӑр.

Вот и Прохора Ненашева встретил — с трудом разошлись.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хупахран эпир пӗрлех тухрӑмӑр; вӑл вырнаҫнӑ гостиница хулан тепӗр вӗҫӗнче пулнӑ пирки, хапхаран тухсанах, пӗр-пӗринчен уйрӑлтӑмӑр.

Мы вместе вышли из кабачка и у дверей распрощались — наши гостиницы находились в противоположных концах городка.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

— Вара сыв пуллашса уйрӑлтӑмӑр, вӗсем хирпе кайрӗҫ, эпӗ тӳрех кунта килтӗм, ак халь те пулин ҫав курнӑҫу пирки шухӑшласа тӑратӑп-ха.

— Мы распрощались, они пошли полем, а я прямо сюда; но я и сейчас никак не могу прийти в себя после этой встречи.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ну, уйрӑлтӑмӑр пултӑр.

Ну развелся.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах эпир тепре тӗл пуласса шанса уйрӑлтӑмӑр.

Но мы оба расстались в уверенности, что встретимся.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Пуҫӗпех уйрӑлтӑмӑр курӑнать! — кулчӗ Санька.

— Полный разрыв, значит! — фыркнул Санька.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Адмирал Катя килни ҫинчен асне илсен тин уйрӑлтӑмӑр эпир…

Мы расстались наконец, и то лишь потому, что адмирал вспомнил о Кате…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кукамай, эпир сывлӑх сунмасӑрах уйрӑлтӑмӑр!

— Бабушка, мы не простились!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрне-пӗри сывлӑх сунмасӑрах уйрӑлтӑмӑр эпир, вӑл вунпӗр сехетре тухса кайрӗ, хулара ӑна курма ӗлкӗреймерӗм те, анчах ун ҫинчен вӑл ҫырӑвӗнче пӗр сӑмахпа та асӑнмасть, ку кирлех те мар ҫав.

Мы не простились, он уехал в одиннадцать, а в городе я его уже не застала, но об этом он даже не упоминал в своей записке, это было совершенно неважно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑр пурӑнакан тӗле ҫитсен эпир ачасемпе уйрӑлтӑмӑр.

У нашего дома мы расстались с ребятами.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан вара хапхаран тухиччен ӑсатрӗ те эпир уйрӑлтӑмӑр

Потом проводил до ворот, и мы расстались…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара эпир Петьӑпа уйрӑлтӑмӑр, вӑл ҫак ҫуртран ниепле те тухса каясшӑн марччӗ.

И я простилась с Петей, которому ужасно не хотелось уходить из этого дома.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed