Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳснӗ (тĕпĕ: тӳс) more information about the word form can be found here.
Аннӳ те тӳснӗ вӑл саламата, асаннӳ те.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темӗн те курнӑ вӑл пурнӑҫра, темӗн те тӳснӗ.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эй, апла эс пӗр ҫын сехметне мар, ик ҫын сехметне тӳснӗ.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн пек асап тӳснӗ ҫынран унашкал сӑмах илтнинчен тӗлӗнмелли ҫук-ха, анчах ывӑлӗн амӑшӗ ҫапла калама пултарнине ӗненес килмест.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыррине сахал курнӑ-ҫке вӗсем пурнӑҫра, хӗн-хурне ытларах тӳснӗ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тертне-асапне нумай тӳснӗ эс, — терӗ вӑл кӗтмен ҫӗртен юхса аннӑ куҫҫульне пытарма тӑрӑшса.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курас пеккине курнӑ, тӳсес пеккине тӳснӗ, чуна ӗмӗрлӗх канӑҫ парсан та юрамалла пек.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Фельдшер ман пуҫа ҫемҫен тыткалать: «Ай-яй, мӗнле тӳснӗ эсӗ, хӗрӗм», — тесе калаҫать.

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Паян пирӗн хушӑра пурӑнакан ватӑсем иртнӗ вӑхӑта упракан истори кӗнеки евӗр: тем те курнӑ, тем те тӳснӗ, тем те пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

«Хамӑн вӑрӑм ӗмӗрте мӗн кӑна курмарӑм тата тӳссе ирттермерӗм пулӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсем уйрӑмах асаплӑ пулчӗҫ. Ҫав синкерлӗ пулӑм ҫӗршывра пурӑнакан кашни ҫынна пырса тиврӗ, йывӑр пулсан та тӳснӗ, чӑтнӑ, яланах ҫутӑ тата телейлӗ малашлӑха шаннӑ», — ҫапларах пуплет пурнӑҫри тумхахлӑ кун-ҫулне тишкернӗ май кинемей.

Help to translate

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Тӳснӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Турӑ вӗрентнине пӗлмен пирки ҫылӑха та кӗнӗ, асап та тӳснӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куратӑр, тӑвансем, епле хисеплӗ, ятлӑ ҫынсем лараҫҫӗ пирӗн умра: Гаврил Федорович Алюнов — эсерсен пуҫлӑхӗ, вӑл пире пурне те туслӑ пурӑнма чӗнет, пуянни-чухӑннине пӗр-пӗринчен уйӑрасшӑн мар — пӗрлештересшӗн, чӑвашсем валли уйрӑм тӳре-шара туса парасшӑн пикенет, тӗрмере те патша вӑхӑтӗнче пирӗн ирӗкӗмӗршӗн ларса курнӑ, тем те тӳснӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫине аппа, ахлатса ҫӳренӗ пулсан та, тӳснӗ, вырӑн ҫине выртман.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тоскинеев, нихҫан курман намӑса тӳснӗ хыҫҫӑн, ял ҫине тухмасӑр пурӑннӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эх… манӑн ӑна пушарта е карап инкек тӳснӗ чухне мӗн таран ҫӑлас килет!».

Как я хотел бы спасти ее во время пожара или кораблекрушения!»

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ватӑ ҫын каплипе те сахал мар тӳснӗ пурнӑҫра, тӳсмелли тем чуль-ха, халь татах чунне хурлантарса хӑварас-и?

Help to translate

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кунсӑр пуҫне вырӑн-вырӑнпа чӑн-чӑн шурлӑхран иртме тивет, тем те пӗр тӳснӗ наҫилккеҫӑсем те унта ассӑн сывла-сывла, хашлата-хашлата кӗреҫҫӗ: «Ух, шыв нумай!» — вара вӗсене чӑннипех те ҫапкаласах хӑвалама тивет.

Кроме того, путь местами пересекали болота, куда даже видавшие виды носильщики входили, вздыхая: «Ух, много воды!» — и их надо было действительно понукать.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Патшалӑх ҫавнашкал инкек курнӑ ҫынсене судра ӗҫ пуҫарма, тӳснӗ шырлӑха саплаштарма май туса парать.

Государство обеспечивает потерпевшим доступ к правосудию и компенсацию причиненного ущерба.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Пуҫне ҫӗклерӗ те — Галеран ҫине питех те хевтесӗррӗн тӗмсӗлчӗ, — Галеран хумханӑвӑн ҫак палӑрӑмне хӗр инкек тӳснӗ Давенанта хӗрхеннипе ӑнлантарать.

Подняв лицо, она глядела на Галерана так беспомощно, что он отнес эти знаки волнения на счет ее сочувствия пострадавшему.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed