Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳленӗ (тĕпĕ: тӳлен) more information about the word form can be found here.
Мӗнпур кредита тӳленӗ хыҫҫӑн вӗсен пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе икӗ минимумран кая мар юлмалла.

После оплаты всех кредитов их минимальный размер дохода, необходимый для проживания, должен оставаться не менее двух минимумов.

Чӑваш Енре вӑтам класс йышлӑ мар // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32452.html

Налукне вӑхӑтра тӳленӗ, кӗлмӗҫсене ӗҫ тупса панӑ, чухӑнсене ҫӑкӑр ҫитернӗ…

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эсир пӗр лашашӑн ҫеҫ тӳленӗ.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Укҫа тытса курман пӗр-пӗр айвана тата улшуҫсем кӗмӗл укҫа вырӑнне ниме тӑман ҫеҫтенкӗ тыттарса хӑвараҫҫӗ те лаша илеҫҫӗ е хӑйсем тӳленӗ укҫапа мӑкӑрич тӑваҫҫӗ, ут хуҫине тӑватӑ уран тӑракан пуличчен ӗҫтерсе ӳсӗртсе кӗсье тӗпӗсене якатса каяҫҫӗ.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вайпутсем хырҫӑ-куланай эсир ӗлӗк Хусан ханӗсене тӳленӗ чухлӗ тӳлетӗр тесе шантарнӑ, илессе вара чылай ытларах илнӗ, халиччен пулман тӗрлӗ хырҫӑ-марҫӑ шутласа кӑларнӑ.

Help to translate

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Вӑт тӗлӗнтермӗш! — текелесе, сутӑҫ майраран икӗ булка илчӗ те пӗрне укҫа тӳленӗ хушӑрах ҫисе ячӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку Михаил Николаевича кӑмӑла кайнӑ, вӑл шӑллӗне ӗҫленӗшӗн каярахпа кӑшт укҫа та тӳленӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унта ӗҫленӗшӗн подрядчик ача-пӑчана кунне пилӗкшер пус тӳленӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫуршар, чӗрӗкшер е восьмушкӑшар брикетсемшӗн — тенкӗрен ирттерсе тӳленӗ.

Help to translate

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗрер кӗренке таякан хӑмла брикечӗсем пресласа пӗр пӑт туса кӑларсан, хуҫа 80 пус тӳленӗ.

Help to translate

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эпир акӑ мӗнле йышӑну тӗлне килсе тухрӑмӑр: сире панӑ пулӑшу эсир пире тӳленӗ суммӑран палӑрмаллах хаклӑрах.

 — Мы нашли, что услуга, оказанная вам, стоит значительно дороже суммы, которую вы уплатили.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Браун лару-тӑрӑвӗн кӑткӑслӑхне — ку вара чӑнах ҫапла — шута хурсан, манӑн шухӑшӑмпа, ӗҫ-пуҫа вӑл чӑнах та Гезран карап туяннӑ, ӑна чӑнах та тӳленӗ пек тытса пымалла.

— По всей щекотливости положения Брауна, в каком он находится теперь, я думаю, что это дело надо вести так, как если бы он действительно купил судно у Геза и действительно заплатил ему.

XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хуҫана эпӗ пӗрре ҫеҫ, хваттершӗн тӳленӗ чухне, куртӑм.

Я видел хозяина всего один раз, когда платил деньги.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Эсӗ билет илнӗ пулӑттӑн, Сормовӑра кукку патӗнче тӳленӗ пулӑттӑн: эпӗ те вӗт Сормово ҫынни.

— Ты бы купил билет, а в Сормове взял у дяди и отдал бы: я, чай, тоже сормовский.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Мана тӳленӗ ҫынна тавӑрса паратӑп.

— Кто мне платил, тому и верну.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унта тухса каланӑшӑн ӑна мӗн чухлӗ тӳленӗ — паллӑ мар, анчах суя-элек нумай сарчӗ, ҫавна пула округ списокӗнче мана путарчӗ.

Сколько получил он за это выступление — неизвестно, но сплетен развел порядочно и провалил меня в окружном списке.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

— Ку пичкесене санӑн несӗлӳ Джон Грэй пин те ҫич ҫӗр тӑхӑр вун виҫҫӗмӗш ҫулта «Бигль» караппа Лиссабонран илсе килнӗ, эрехшӗн икӗ пин ылтӑн пиастр тӳленӗ.

— Эти бочки привез в 1793 году твой предок, Джон Грэй, из Лиссабона, на корабле «Бигль»; за вино было уплачено две тысячи золотых пиастров.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Студентсемпе шкул ачисем унччен 725 тенкӗ тӳленӗ пулсан, халь 820 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, ахаль ҫынсемшӗн вара хакӗ 1135 тенкӗпе (маларах — 1000 тенкӗ) танлашӗ.

Для студентов и учащихся она составит 820 рублей вместо прежних 725 рублей, и 1135 рублей для обычных граждан (ранее — 1000 рублей).

Ырантан Шупашкарта ҫул хакӗ ӳсӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31259.html

Ахаль укҫапа тӳленӗ чухне — 28 тата 29 тенкӗпе (маларах 26 тата 27 тенкӗ тӳленӗ) пулӗ.

При оплате наличным — соответственно 28 и 29 рублей (ранее платили 26 и 27 рублей).

Ырантан Шупашкарта ҫул хакӗ ӳсӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31259.html

Вӑл учительсене преми тӳленӗ те укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ.

Она выдавала учителям премию и просила передать ей часть денег.

Учительсем премие директорпа пайланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31234.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed