Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпри the word is in our database.
тӗпри (тĕпĕ: тӗпри) more information about the word form can be found here.
Анчах ӑслай: «кам пӗлет ӑна, кунта ҫухрӑмсене виҫмен», — тесе ответлерӗ те ҫурма саслӑн, тӗпри лашине «пуҫне ухса пынӑшӑн» ятлаҫма тытӑнчӗ.

Но мудрец отвечал, что «хтошь е знает — версты тутотка не меряные», и продолжал вполголоса бранить коренную за то, что она «головизной лягает», то есть дергает головой.

XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анчах ача тайкаланса илчӗ, «тӗпри» хӗрарӑм пичевсене ярса тытрӗ — урапа хыҫалалла туртать.

Но парнишка закачался, женщина-«коренник» схватилась за постромки, чтобы устоять — телега тянула назад.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Чӑнах та ӗнтӗ, вӑл вунҫиччӗри хӗр мар, унӑн тӗпри пӗр шӑлӗ ҫук, тата вӑл кӑшт мӑнтӑртарах та, — Трухачевскийшӗн шухӑшларӑм эпӗ, — анчах мӗн тӑвӑн-ха, мӗн пур, ҫавӑнпа усӑ курас пулать».

«Правда, она уже не первой молодости, зуба одного нет сбоку и есть пухлость некоторая, — думал я за него, — но что же делать, надо пользоваться тем, что есть».

XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Кӗрнеклӗ хатӗрлевҫӗ лавҫа усал сасӑпа: «Хӑвала!» — тесе кӑшкӑрнӑ та, ун аллинчи чӑпӑрккана туртса илсе, сылтӑмри, тӗпри лашана хӑмсарнӑ, анчах ӑна ҫапма ӗлкӗреймен: иккӗмӗш хут пенипе вӑл урапа ҫине кайса ӳкнӗ.

Коренастый заготовитель дурным голосом крикнул вознице: «Гони!» — и, вырвав у него из руки кнут, замахнулся на правую дышловую, но хлестнуть ее не успел: второй выстрел уложил его на дрожках.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ҫумӗнче вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканни, ҫамрӑк йӗкӗт, пушшине шартлаттарса илчӗ те, тӗпри вӑкӑрсем пӗр харӑссӑн туртӑнса малалла утрӗҫ.

Погоныч Давыдова, молодой парнишка, щелкнул арапником, и головные быки дружно взяли упор.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Калаҫу пирӗн питӗ ӑнӑҫлӑн иртрӗ пулмалла, пӗри ман аллӑма хытӑ чӑмӑртарӗ, тӗпри ҫитес кунсенчех тухакан «Правдӑра» манӑн «Св. Мария» дрейфӗ ҫинчен ҫырнӑ статья пичетленсе тухӗ терӗ…

Кажется, это был удачный разговор, потому что один серьезный человек крепко пожал мне руку, а другой сказал, что в одном из ближайших номеров «Правды» будет напечатана моя статья о дрейфе «Св. Марии».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed