Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫ тӳпинчи вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫилпе вӗлкӗшет, вӑйлӑ кӑкӑрӗ яр уҫах, хӗлле тӑхӑнакан ӑшӑ тӑлӑпне вӑл ҫанни-мӗнӗпех тӑхӑнса янӑ, хӑйӗнчен вара чӗрӗслетсех тар шӑпӑртатать.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Савӑннипе вӑл тавҫӑрса та илеймен, вӑл хӑйӗн чи юратнӑ, чи илемлӗ кӗҫӗн хӗрне курать те, ун ҫамрӑк сӑн-пичӗпе ун ҫинчи патша хӗрӗсем ҫеҫ тӑхӑнакан тумне курса тӗлӗнет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫӳллӗ пусмасем тӑрӑх ашшӗ керменне кӗрет, килти тарҫӑ-тӗрҫӗ пуҫтарӑнать, шӑв-шав хускалать, юратнӑ аппӑшсем те килсе ҫитеҫҫӗ, ун ҫамрӑк та хитре сӑн-пичӗпе патша хӗрӗсем тӑхӑнакан тумне курсан вӗсем тӗлӗнсе каяҫҫӗ; хулӗсенчен ытакласа тӑван ашшӗ патне ертсе пыраҫҫӗ; анчах ашшӗ чирлӗ выртать, сывмар та кӑмӑлсӑр, вӑл ир те каҫ та ӑна асӑннӑ-мӗн, ун пирки вӗри куҫҫуль тӑкнӑ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Вӑл япони арминче тӑхӑнакан хулӑн сӑран тӗплӗ пушмаксемпе.Они были обуты в японские армейские ботинки на толстой кожаной подошве.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Куҫхаршине пӗркелесе, вӑл, яланхи пекех, ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан картузне хыврӗ те унӑн сӑмсипе пуҫне хыҫса илчӗ.Хмуря брови, он по привычке снял военную фуражку и почесал околышем бритую голову.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Абола — арҫынсен ҫиелтен тӑхӑнакан тумтирӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Генералпа юнашар, кӑкрисене каҫӑртса, юнкерсем тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫурри таран хутлатнӑ аллисемпе ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан кокардӑллӑ картузӗсене тытнӑ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Юлий библиотекӑпа юнашар пӳлӗме кӗчӗ, апатланнӑ чухнехи тумтирне хывса, тарҫӑсем тӑхӑнакан хура плащ тӑхӑнчӗ, ун айне хӗҫ пытарчӗ, пуҫне плащ вӗҫӗпе витрӗ.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хулпуҫҫийӗ ҫине вӑл салтаксем тӑхӑнакан плащ уртса янӑ, ана вӑл вӑхӑтлӑха пӗр центурионран, Требоний юлташӗнчен, илнӗ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сарлака хулпуҫҫиллӗ, праҫниксенче тӑхӑнакан кӑвак кӗпе, хромран ҫӗлетнӗ атӑ тӑхӑннӑскер, вӑл куҫхаршисене пӗрлештерчӗ, хӑрах куҫне хӗсрӗ те, тата тепӗр хут, хаяррӑн каларӗ:
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Хресченсенчен пӗри пуртӑ ҫӗкленӗ, теприн аллинче — пӑхӑр хуран, виҫҫӗмӗшӗнче — пӑхӑр опрыскиватель (пӑхӑртан тунӑ япаласене нимӗҫсем яланах тытса илеҫҫӗ), тӑваттӑмӗшӗ хулпуҫҫи ҫине ут таврашӗсем ҫакса янӑ; пӗрин умӗнче, юр ҫинче, тӗтӗмпе ӑшаласа типӗтнӗ сало выртать, теприн умӗнче ҫу тултарнӑ бидон ларать, темле яш ача чӗркуҫҫи ҫине Шумадире тӑхӑнакан кӑвак пустав костюмпа праҫникре тӑхӑнмалли хӳхӗм шлепкене хунӑ; платна хӗрарӑм аллинче шурӑ ҫӑм ҫип ҫӑмхи пур; хӗрсем хӑйсен парнисене — кӗпесем, нускисем, кавирсем илсе килнӗ; ача-пӑчасӑр хӗрарӑмсен аллисенче ҫатмасем, ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ турилккесем, сӑрпа эрешлентернӗ кӑвак тимӗр чӳлмексемпе кил-ҫуртри ытти япаласем курӑнаҫҫӗ, кунта урамсемпе килкартисенче пеме пуҫласан илсе тухнӑ ал айне, куҫ умне лекнӗ хатӗр-хӗтӗрсемпе ытти вак-тӗвек япаласем выртаҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Володя икӗ ҫул ӗнтӗ пысӑк ҫын вырӑнӗнче шутланать, хӑй тӗл пулакан мӗнпур чиперкке хӗрарӑмсене юратса пӑрахать; анчах иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнакан, кунран кун чиперленсе пыракан Катенькӑпа вӑл кашни кунах курнӑҫать пулин те, ӑна юратса пӑрахас шухӑш ун пуҫне пырса та кӗмен.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсем апат ҫинчен калаҫнине ӑнланнӑ пек, йытӑ вӑхӑт-вӑхӑтпа ҫӑварне кара-кара илет, шӑлӗсене шатӑртаттарать, куҫӗсемпе Никола ҫине пӑхса, унӑн уринчи жандармсем тӑхӑнакан пушанкӑ крагисем ҫумне сӗртӗнет.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шкул ачисем тӑхӑнакан картуз ҫинчи «ултӑ кӗтеслӗхе» илсе пӑрахса, унта ҫурлапа мӑлатуклӑ пилӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑр ҫӗлесе лартнӑ…Сбросил «шестерку» с гимназической фуражки и нашил пятиконечную звезду с серпом и молотом».
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗр вунӑ минут пек вӑхӑт иртсен ҫулҫине тӑхӑнакан кухлянка, тир йӗм тӑхӑннӑ Чочой йӗлтӗрпе Коочмын ялӗ еннелле вӗҫтерчӗ.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мигель ҫӗнӗрен салтаксем тӑхӑнакан ҫанӑсӑр сӑран тумтир тӑхӑннӑ та, Родриго пиччӗшӗпе пӗрле Португалие похода кайнӑ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Диего ӑна кивӗ плащ тата тыткӑнран ирӗке тухнӑ ҫынсем тӑхӑнакан анлӑ шӗлепке панӑ.Диего дал ему старый плащ и широкополую шляпу вольноотпущенника.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Полицмейстер, генерал-губернатор патне кайнӑ чух тӑхӑнакан тумне хывса, ҫӑмарта ӑшалама пикенет.
Тӗлӗнмелле хӳтлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вӑл приказчиксем тӑхӑнакан вӑрӑм сӳртук тӑхӑннӑ, сухалне вӑл хырнӑ.
I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
— Ку чипер хӗрсем ӑҫтан килнӗ вара? — ыйтрӗ Донадзе, шоферсем тӑхӑнакан ҫулланса пӗтнӗ пилоткине хывса.— Откуда, хорошие девчата? — спросил Донадзе, смахнув с головы свою замасленную шоферскую пилотку.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.