Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нумаях та вӑхӑт иртмест, вут, пӑтӑр-пӑтӑр улӑм пӗрчисемпе хупланнӑ ҫӗр урайпа сарӑлса, пӗтӗм сарай ӑшчиккине ҫулӑхса сырса илет, ҫулӑм йӑлхахӗсем стенасене ҫуллама пуҫлаҫҫӗ, чӗлхисене уҫӑ алӑкпа тулалла, ирӗкелле тӑсма пикенеҫҫӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Хӑй вӑхӑтӗнче ял-йыш хама та тем чул хавхалантарнӑ, халӗ хам та вӑй пур таран пулӑшу алли тӑсма тӑрӑшатӑп.
Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret
Ӗҫме-ҫиме те, тумланма-тӑхӑнма та, сивви-шӑрӑхӗнчен, йӗпе-сапаран хӳтӗленме те, ӳт-тир, чун-чӗре киленӗвӗшӗн кӗрешме те, йӑх тӑсма та кирлӗ мар.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ ӑна этеме йӑх тӑсма, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма ҫеҫ патӑм.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ ҫӗр ҫинчи кашни этеме ҫемье ҫавӑрма, йӑх тӑсма, чун та чӗм пурӑнма пӗртен-пӗр чун савни пӳретӗп, анчах хӗрпе качча пӗр-пӗрин патнелле хывӑннӑ ҫултан час-часах аслӑ шуйттан — Сатана Дьявол — пӑрса, аташтарса ярать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпир телейлӗ пурнӑҫа тӑсма ҫуралнӑ.
9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ниепле те тӑсма ҫук ӑна, ниепле те чарма ҫук.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Унта та кунта сурӑхсем макӑрни, ӗнесем кахаллӑн ӗнӗрлени уйрӑмах темӗнле чӗрене ҫывӑх, ырӑ туйӑм ҫуратать, пурнӑҫ юхӑмне малалла тӑсма хистет.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ку списока татах та тӑсма пулать.
Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/
Юлашкинчен вара, вӗсенчен хӑпма ниепле те май ҫуккине кура, Урсэкие вӑхӑта тек тӑсма пултараймарӗ…
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Иртнӗ ҫул пысӑк турбулентноҫа пӑхмасӑрах унччен пуҫланӑ инвестици проекчӗсене малалла тӑсма тата пысӑк масштаблӑ ҫӗнӗ проектсене хута яма май килчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Чӑваш Ен Транспорт министерствин ҫитес ҫулсенче ҫак ӗҫе малалла тӑсма укҫа-тенкӗ уйӑрас ыйтӑва Федерацин ҫул-йӗр агентствипе пӗрле пӑхса тухмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ӗҫе малалла тӑсма ырӑ кӑмӑллӑ ҫын урӑх тупӑр!
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем хӑйсем пуҫарнӑ калаҫӑва малалла тӑсма сӑмах тупаймасӑр шӑпланчӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хаҫат редакцийӗн коллективӗ вара ҫамрӑк туссем еннелле яланах пулӑшу аллине тӑсма хатӗр.
Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n
Калининӑри шкул коллективне вара мӗн пурнӑҫланине упраса, сыхласа хӑварма, гражданла-патриотла воспитани ӗҫне малашне те чи ҫӳллӗ шайра тӑсма, ӑна тарӑн пӗлӳпе ҫирӗплетсе пыма ырӑ сунатӑп.
Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch
«Сирӗншӗн ют хуйхӑ е ырату ҫук. Кам йывӑрлӑхра, эсир кашнине пулӑшу аллине тӑсма хатӗр», - терӗ Андрей Владимирович.
Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat
Калаҫӑва малалла тӑсма, ыйтса тӗпчеме аванах мар пулчӗ.
Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
Вязьма хулинчен малалла, хӗвеланӑҫнелле тухса каяс умӗн Григорьев Ваҫукпа ытти салтаксем утакан колонна ячӗпе Мускавран ҫакӑн пек депеша (васкавлӑ ҫыру) пынӑ пулнӑ: вырӑс ҫарӗн тӑшмана хӑвалакан тӗп вӑйӗсене ҫитме васкамалла мар; пӗр куна — ик куна чарӑнса ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсене пулӑшса хӑварма тӑрӑшмалла; тавралӑха тирпей кӳрес ӗҫе те нумая тӑсма юрамасть, ҫулла эпидеми сарӑлма пултарать.
III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эп ҫамрӑк ҫын мар, вӑраха тӑсма ман вӑхӑт ҫук.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.