Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртни (тĕпĕ: турт) more information about the word form can be found here.
Эп вӗсене иккӗшӗ епле утни, пӑшала мӗнле йӑтса пыни, вӗсенчен хӑшӗ чӗлӗм туртни, хӑшӗ тӑварлӑ пулӑ ҫини ҫинчен каласа патӑм.

Когда я сказал им, как они шли, как несли ружье, кто из них курил и кто ел соленую рыбу.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Калаҫакан теприне хулпуҫҫинчен ҫапкалани, пӗр вӑтанусӑр чавсипе тӗккелени е ҫанӑран туртни, алсемпе сулкалани, паллах, итлекене тарӑхтарать.

Тот, кто при разговоре размахивает руками, похлопывает собеседника по плечу, фамильярно подталкивает его локтем или держит за рукав, обычно действует раздражающе.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Анчах ҫӑвара алпа хуплани, хӑвпа калаҫакана хулпуҫҫинчен ҫапа-ҫапа илни, ун костюмӗн е пиншакӗн тӳмисене лӑскани, ҫаннинчен туртни, чавсапа тӗккелени лайӑх мар.

Считается неприличным при разговоре прикрывать рот рукой, хлопать собеседника по плечу, теребить пуговицу его пиджака, держать за рукав, подталкивать локтем.

2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сигарета таса мар алӑпа тытса туртни те инкек патне илсе ҫитерме пултарать.

Help to translate

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

Полк врачӗ, ача пек ҫине тӑрса, хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапать, аманнӑ Голышева: — Режим тени — вӑл эсир шутлани мар, Климентий Павлович, вӑл тӑватӑ хутчен апат ҫини, епле пулсан та сахалтарах табак туртни, вӑл… — текелет.

Полковой врач с детской настойчивостью бил себя руками в грудь, обращаясь к раненому: — Да ведь режим это не то, что вы думаете, Климентий Павлович, это не четыре раза есть и поменьше курить, это…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Нимӗн те пулман, кӑмӑл туртни кӑна, ӗмӗт, — пӗтерчӗ Огарнова, Воропаев енне малтанхи пекех ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса ларса.

 Ничего не было — так, симпатия одна, мечта, — закончила Огарнова, по-прежнему повернувшись к нему спиной.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тепӗр минутран вӗрене виҫӗ хут туртни вӑл питӗ аван анса ҫитнине пӗлтерчӗ.

Через минуту три подёргивания верёвки дали знать, что он благополучно достиг уступа.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Туртни ним усӑ та паманнине пӗлет-и?

Знает, что куренье ни к чему?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун умӗн ҫеҫ тахӑшӗ йӑла-хӑнӑху вӑл, сӑмахран, табак туртни, этемрен те вӑйлӑ тесе, тавлашу пуҫласа ячӗ.

Кто-то завязал спор о том, что привычка сильнее человека, как пример привел куренье.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пирус туртни сиенлӗ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Все знают, как вредно курить.

Ҫиччӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Кунта пӗр тимлӗхпе кӑмӑл туртни ҫеҫ сахал ҫав.

Тут одного внимания да желания мало.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрӗссипе, ку сирӗн аллӑрпа кӑвар туртни кӑна.

Help to translate

Директор пулнине сисмен те... // Ирина Николаева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -sismen-te

Туртни — нимӗн те мар, — калаҫма пуҫларӗ вӑл, тӗтӗмпе сарӑхнӑ уссине пӳрнипе тӗккелесе.

— Покурить — это ничего, — заговорил он, поглаживая пальцем желтые от дыма усы.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӑшман вӑйне хамӑр ҫине туртни — пит аван.

То, что мы их оттянули на себя, очень хорошо.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӗрлӗ ҫынсем тӗрлӗ япалашӑн ҫуннине пӗлетӗр вӗт эсир, пурте укҫашӑн ҫунмаҫҫӗ вӗт: хӑшӗсем бал тесен каҫсах каяҫҫӗ, теприсем — чаплӑ тумланса ҫӳреме е картла выляма юратаҫҫӗ, ҫавӑн пек ҫынсем пурте хӑйсем мӗн юратнине пула ҫука юлма та хатӗр, нумайӑшӗ ҫука юлаҫҫӗ те, вӗсен кӑмӑлӗ туртни вӗсемшӗн укҫаран та хаклӑ пулнинчен никам та тӗлӗнмест.

Ведь вы знаете, что у разных людей разные пристрастия, не у всех же только к деньгам: у иных пристрастие к балам, у других — к нарядам или картам, и все такие люди готовы даже разориться для своего пристрастия, и многие разоряются, и никто этому не дивится, что их пристрастие им дороже денег.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫаратни те, ҫынна вӗлерни те ҫавнашкал ытти хӑрушӑ ӗҫсем те пулса иртмеҫҫӗ унта; кӑмӑл вӑйлӑн туртни те, хуйхӑллӑ ӗҫсем те вӗсен чӗрине пӑшӑрхантармаҫҫӗ.

Ни грабежей, ни убийств, никаких страшных случайностей не бывало там; ни сильные страсти, ни отважные предприятия не волновали их.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе, ҫырнӑ тӗлтен алли аялалла куҫа-куҫа кайса нимӗн тӗлли-паллисӗр, ним усӑсӑр вӑрӑм йӗрсем туртни те курӑнать.

Видно было, как в некоторых местах рука срывалась и шла вниз, чертя длинную, беспомощную, бессмысленную линию.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чун ҫакӑнталлах туртни ҫинчен пӗлтерем-и?

Сказать о том, как меня тянет сюда?

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах ку тарана ҫитсе те ман пурнӑҫра ни мыскара, ни чун туртни, пӗр сӑмахпа, тӗлӗнмелли нимӗн те пулман…»

И за всю мою жизнь у меня не было ни приключений, ни увлечений и вообще никаких интересных случаев…»

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Сигарет туртни мар, ывӑлӗ вӑхӑтран малтан вӗлерме шутланӑ пулас ашшӗне.

Help to translate

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed