Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупрӗ (тĕпĕ: туп) more information about the word form can be found here.
Вӑл куракансен хушшинче ларакан паттӑрсене куҫӗпе шыраса тупрӗ те, лешсем кирек хӑш самантра та хута кӗме хатӗррине сиссе, ҫӑмӑлраххӑн сывласа ячӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ир-ирех, Кеша вӑраниччен, Лотта ӗнер мӑшӑрӗ шӑхӑрса тӑнӑ вырӑна кайса шурӑ шӑл катӑкне шыраса тупрӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Тертлене-тертленех Куля рет те тупрӗ, амӑшӗ каланӑ пек пӗр хӗрарӑм патне пырса тӑчӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Татьяна, сӑмаха укҫапа туянманскер, общежитинче пӗрле пурӑнакан хӗрсемпе хӑвӑрт паллашрӗ-туслашрӗ, пӗр чӗлхе тупрӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Юратнӑ упӑшкам та кунтах яланлӑх канлӗх тупрӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Туя тытнӑ ватӑ ҫын хӑвӑртлӑхӗпе редакци ҫурчӗ умне ҫитрӗ, алли чӗтренипе килкарти алӑк хӑлӑпне аран тупрӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Темиҫе кунранах ӗҫлекеннисем пурте хӑй пек ҫынсемех пулнине ӑнланса илчӗ, ентешӗсене те тупрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина пусма шыраса тупрӗ те ҫӳлелле васкарӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кунти секретаре — Илле Иванова — Раман поселок ҫывӑхӗнче йывӑҫ каснӑ ҫӗрте шыраса тупрӗ.

Help to translate

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кантурта каччӑ рабочком председательне, Илья Ильич Тарина, хӑвӑрт шыраса тупрӗ.

Help to translate

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакна сиснӗнех, Хӗрӳ Хӗветӗр Раманран маларах сӑмах тупрӗ:

Help to translate

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Вӑрҫӑ пӗтет ӗнтӗ, — тупрӗ вӑл тинех хурав.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуравне тупрӗ пулас.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лиля хӑех кӑкӑрне шыраса тупрӗ, ӗмрӗ-ӗмрӗ те часах ҫывӑрса кайрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Колхоз председателӗ Егор Подоприхин районтан вӑрттӑн тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑмсене килограмшар та пулин валеҫсе парас тӗллевпе ҫӗр айӗнчи пӳлмере тухӑҫӑн пӗр пайне пытарса хӑварасшӑнччӗ, пултараймарӗ — Кабаргас йӗрлесе тупрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑнса кайнӑ чукӑн сӗтел ҫинчех ларать иккен, тӗпӗнче ачасем хыҫҫӑн юлнӑ пӗртен-пӗр ҫӗрулмие тупрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Подоприхин ӑнлантарса панӑ паллӑсем тӑрӑх Ваҫиле Дорофей мучин тайӑлса кайнӑ ҫуртне ҫӑмӑллӑнах тупрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аташса кайрӑм, — лӑпкӑ калаҫу пуҫлама сӑмахсем тупрӗ Ваҫиле.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюша валли хатӗрленӗ кучченеҫе юр ӑшӗнче аран тупрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑплӑха ҫуракан харлаттарнӑ сасӑпа шыраса та тупрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed