Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултартӑм (тĕпĕ: тултар) more information about the word form can be found here.
— Нормӑна икҫӗр аллӑ процент тултартӑм.

— Двести пятьдесят процентов выработка.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Миҫе ҫухрӑм тӑршшӗ пир-авӑр тӗртсе тултартӑм пуль.

Вёрсты полотен наткал.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Эсӗ мӑнаҫланнӑ курӑнать: хамӑн плана тултартӑм, пурнӑҫра пурне те туса ҫитертӗм, тесе шутлатӑн.

Ты стал самодовольным и считаешь, что перевыполнил свой план и все уже свершил в жизни.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пулӑ завочӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ чухне темӗн тӗрлӗ пулӑсем ярса паратчӗ — эпӗ ниҫта хума аптраттӑм, чӑлана лӑках тултартӑм.

Директором рыбного завода когда работал, разные копчености присылал, я не знала, куда их и девать, кладовую всю забила.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ Елохов Поликарп Матвеевич пулатӑп, тӑхӑрвун виҫӗ ҫул тултартӑм.

А я Елохов, Поликарп Матвеевич, девяносто три года.

Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫу сутакан калать: «Ҫук, вӑл калани тӗрес мар. Аш сутакан ман пата ҫу илме пычӗ. Эпӗ унӑн кӑкшӑмне ҫу тултартӑм та, вӑл мана пӗр ылтӑн укҫа улӑштарма хушрӗ. Эпӗ улӑштарас тесе укҫана сӗтел ҫине кӑларса хутӑм. Вӑл укҫана ярса илчӗ те тарма тытӑнчӗ. Эпӗ ӑна аллинчен ярса тытса кунта илсе килтӗм», — тет.

А масленник сказал: «Это неправда. Мясник пришел ко мне покупать масло. Когда я налил ему полный кувшин, он просил меня разменять ему золотой. Я достал деньги и положил их на лавку, а он взял их и хотел бежать. Я поймал его за руку и привел сюда».

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ну, кун хыҫҫӑн кивӗ михӗ илтӗм те ун ӑшне хам йӑтма пултарнӑ таран пысӑк чулсем тултартӑм, ӑна вилӗ сысна ҫури патӗнчен алӑк патнелле, унтан хӑйӑр тӑрӑх юханшыв хӗрне сӗтӗрсе пырса шыва пӑрахрӑм; вӑл путса курӑнми пулчӗ.

Ну, потом я взял старый мешок, наложил в него больших камней, сколько мог снести, и поволок его от убитого поросенка к дверям, а потом по лесу к реке и бросил в воду; он пошел ко дну и скрылся из виду.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ вутӑ касса тултартӑм, утӑ пухрӑм та тивертсе ятӑм хура бомбӑллӑ, шурӑ снарядлӑ, сарӑ патронлӑ пур ещчӗксене.

Я дров нарубил, я сена натащил, и зажёг я все ящики с чёрными бомбами, с белыми снарядами да с жёлтыми патронами.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Эсир хушса хӑварнине веҫех пурнӑҫларӑм, тулти рамӑсемпе каҫак хушшисене мӗн килчӗ ӑна тӗккесе тултартӑм.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эп пӗҫерсе тултартӑм, анчах ҫиекен никам та ҫук.

Я и то наготовила, а есть некому.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ирхине эпӗ фанер коробкӑран печенине кӑларса пӑрахрӑм, унта хаҫат чыхса тултартӑм, ун ӑшне браунинга хутӑм, коробкӑна чӗркесе, ҫиелтен кантрапа ҫыхса лартрӑм та куккаран вӑрттӑн урама тухрӑм.

Утром я вытряхнул печенье из фанерной коробки, натолкал газетной бумаги, положил туда браунинг, завернул коробку, туго перевязал бечевкой и украдкой от дяди вышел на улицу.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ҫак пур япаласене те питӗ хытӑ пусарса хурсан, эпӗ ваннӑна хаҫатсемпе витрӗм, известка хунӑ михӗсенчен юлнӑ кивӗ чӑптасемпе хупларӑм, ҫиелтен тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пӑрахса тултартӑм: ҫӗмрӗк ҫунашка, йӗлтӗр патаккисем, велосипед кустӑрми.

Утрамбовав все это крепко-накрепко, я покрыл ванну газетами, завалил старыми рогожами, оставшимися из-под мешков с известкой, набросал сверху всякого хлама: сломанные санки, палки от лыж, колесо от велосипеда.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Чашӑк-тирӗк ҫурӑм, ҫӳп-ҫапа йӑтса тухса тӑкрӑм, кӗпене тасатса якатма шут турӑм, анчах якатнӑ чух ҫухавине ҫунтарса ятӑм, пӳлӗме тӗтӗм тултартӑм, вара, ӳсӗре-ӳсӗре, вӑрҫса, утюга кӑмакана чиксе хутӑм.

Мыл посуду, выносил мусор, вычистил и вздумал было прогладить свою рубаху, но сжег воротник, начадил и, откашливаясь и чертыхаясь, сунул утюг в печку.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Хӗпӗртемесӗр епле тӳсес ӗнтӗ: эпӗ паян пиллӗк тултартӑм!

Как не радоваться: сегодня мне исполнилось целых пять лет!

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ ҫак ещӗке тӑпра тултартӑм, вӑл ҫӗр ҫинче епле выртнӑ, ҫавӑн пекех ещӗке те тултартӑмӑр.

Help to translate

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

— Пӗлнӗ пекех — туп-тулли тултартӑм! — терӗ вӑл, йӑл кулса.

— Как знала — через край набрала! — проговорила улыбаясь.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ кӑҫал март уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 98 ҫул тултартӑм.

Мне в этом году, 2 марта, исполнилось 98 лет.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Икӗ тетрадь ҫырса тултартӑм, тен, тӗрӗс те мар, анчах эпӗ ҫапла шутлатӑп: техника пур ҫӗрте те кирлӗ, ӑна хирӗҫ пыракана вӑйпах техникӑна пӑхӑнтармалла.

Две тетрадки исписал, может быть, и не все правильно, но я сужу так: техника нужна всюду, и того, кто ей противится, нужно силой заставить.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хваттере ҫитрӗм те пирус гильзисем ӑшне табак тултартӑм, ку хӗрпе пачах ҫыхӑнман япаласем ҫинчен, сӑмахран, укҫа ҫинчен шухӑшласа лартӑм.

Набивал папиросы и думал о вещах, не имеющих абсолютно никакого отношения к ней, — в частности, о деньгах.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сӑра мар, ытарма ҫук япала, — йӑл кулса пӗлтерчӗ хӗрарӑм, механизаторсем ҫине телейлӗ куҫӗсемпе пӑхса, — Халь анчах уҫнӑ пичкерен пирвайхи кружкӑсем тултартӑм.

— Не пиво, а одна прелесть, — сообщила продавщица, взглянув на механизаторов счастливыми глазами, — Первые кружечки из только что открытого бочонка.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed