Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарма (тĕпĕ: тултар) more information about the word form can be found here.
Вӗсен пуҫне эсир технологипе механикӑна кӑна тултарма ан тӑрӑшӑр.

Не забивайте ему голову одной технологией и механикой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл васкаса сӑхсӑхрӗ те эрехе шалт хучӗ, вара, киленӗҫлӗн ахлатса, вӑрӑм мӑйӑхне шӑлса илчӗ, кӑштах ҫӑкӑр татӑкӗ шӑршланҫи пулчӗ, унтан турилккери пулӑпа ҫӑмартана йӑлтах кӗсйисене персе чикрӗ те тухса кайма тӑчӗ; алӑк патне ҫитнӗскерех, Сантӑркка сӗтелӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ун ҫине хӗрлӗ куҫӗпе пӑхса, тепӗр черкке тултарма хушрӗ.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл хӗр пак ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, ҫавӑнтах сӗтел ҫинчи шултӑра лимонсене, улмасене сеткӑна тултарма тӑчӗ, анчах тем шутларӗ те вӗсене каяллах вазӑна хучӗ, вара кӗтесре ларакан ещӗкрен вӗтӗреххисене суйласа тултарчӗ.

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ну, кӗҫӗр симӗс яшка ҫиетпӗр! — терӗ те хӗр карта ҫумӗнчи ҫамрӑк вӗлтӗрене татса хаҫат ҫине тултарма пикенчӗ.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Упӑшкипе савнӑ каччийӗ мирлешнине курсан, Лукарье чӗри лӑштах пулчӗ, Вӑл. иккӗшӗ тав курки ӗҫессе кӗтсе, сӑра тултарма хатӗрленчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каччӑсем пухӑниччен кашниех йӗке тултарма васкарӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эс ҫӗклеймесен хам каҫарса парӑп, — терӗ те йӗкӗт, малалла тултарма пуҫларӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах кунашкал шухӑш йӗкӗт пуҫӗнче вӑрах тытӑнса тӑмарӗ — вӑл Хветут пӗр- ҫӗртен шӑлӗпе ҫыртнӑ, икӗ тӗлтен аллипе тытнӑ виҫ кӗтеслӗ миххе пысӑк ывӑспа ыраш ҫӑнӑхӗ тултарма пуҫларӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр, тӗм-хура ҫӳҫне майласа, шурӑ кӗпе ҫинчи хура «лӗпӗшне» тӳрлетрӗ, сӗтел ҫинчи пуҫламан четвӗрте илсе, черккесене тултарма пуҫларӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй, урисене турккӑлла хуҫлатса, сӑмавар ҫывӑхне ларчӗ, куркасене чей тултарма пуҫларӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ҫитлӗ тыр-пула пурне те ҫич кӗлет тултарма пар, перекетне-ырлӑхне пар, ана ҫине аксан ана перекетне пар, вырса ҫӗмел тусан ҫӗмел перекетне пар…

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аквариумри малтанхи ӑшӑ шывне тӑкса кӑшт ҫеҫ хӑвартӑмӑр та, ҫӑлтан ӑснине, сиввине тултарма тытӑнтӑмӑр.

Help to translate

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Аквариумсене тултарма малтан шыв шкул патӗнчи пӗверен илеттӗмӗр.

Help to translate

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

— Кӑмӑлне тултарма тӑрӑшӑпӑр-ха, пирӗн ӗҫӗ ҫава.

— Это мы постараемся душу вашу удоволить-с. Наше дело такое-с.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Куккурусӑн симӗс масси тата тепӗр шӑтӑка силоспа тултарма май парать. Хальлӗхе 1600 тонна силос хатӗрленӗ, 4812 тонна утӑ пур. Выльӑх-чӗрлӗх валли хӗл кунӗсенче те пахалӑхлӑ та тутлӑхлӑ япаласемпе пуян апат ҫителӗклӗ пулӗ», — палӑртать председатель.

Help to translate

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Анчах чей тултарма тӑтӑмӑр та тӗлӗнсех кайрӑмӑр — чукӑн ҫав тери таса мар, ун хӗррине тем те пӗр хытса ларнӑ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ шухӑшлатӑп та, плана ытлашшипех тултарма пултаратпӑр вӗт, юлташсем.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс турттармалли плана ҫеҫ чакарасшӑн-и е санӑн касмалли плана тултарма та вай ҫитмест-и?

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сисрӗ: старик унта тӳрех чупса килмен, вӑл плана тултарма май пуррипе ҫукки ҫинчен хӑй тӗллӗн нумай шухӑшланӑ, тен, хӑйӗн ҫыннисемпе те темиҫе хутчен сӳтсе явнӑ пулӗ, вара тин, план чӑнах та ытла пысӑккине ӗненсе, ял Советне аннӑ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир вӗсемсӗрех плана срокчен тултарма тӑрӑшӑпӑр.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed