Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑрла ҫакӑнти тавралӑх асамлӑ тӗнче пек туйӑнатчӗ, халӗ вара пачах урӑхла.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Тем ҫитмен пекех туйӑнатчӗ ялта Хлихха купӑсӗсӗр, шӑпчӑк юрри те илем кӳрсех пӗтерейместчӗ пек ҫурхи каҫсене.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Курӑк тиенӗ лав ҫывхарнӑҫемӗн хулленрех шунӑн, лав ҫинчи дояркӑсем ӑна курсан пушшех хытӑ кулма тытӑннӑн туйӑнатчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ҫапах та (ҫакна лайӑх пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех) ку стройкӑра мана никам та сивӗ сӑмаха тивӗҫлӗ мар пек, тивӗҫлӗ пулас та ҫук пек, пӗри теприн ҫинчен хыттӑн, ҫиллессӗн калани пулман, пулас та ҫук пек туйӑнатчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Пӗр-пӗр япала йӑтса килме хама та, ачасене те ертсе каяттӑн та вара — ура айӗнчи ҫӗр вут пек пӗҫернӗн туйӑнатчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Пӗлтӗр сан хушамату Омежниковчӗ, ма улӑштартӑн, питӗ лайӑх хушамат-ҫке?» — терӗм те, — «лайӑххи лайӑх пуль те, анчах ҫынсем ҫав хушаматпа чӗнмессерен ӑша наркӑмӑш лекнӗн туйӑнатчӗ. Халь манӑн хушамат Ерусланов, ҫӗнӗ паспорт илнӗ чухне улӑштартӑм, анне хушаматне йышӑнтӑм, Надя та улӑштарчӗ», тесе хучӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хама хам йӑваш кӑмӑллӑ кинӗмшӗн яланах кирлӗ ҫын вырӑнне хураттӑм, кинӗм чирлессе те эпӗ унпа юнашар пулманнипех чирленӗн туйӑнатчӗ».
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Мана Елюк Ҫтаппан патӗнчен тухса кайнӑн, каллех хӑй юратнӑ ӗҫре хавасланса, тӑрӑшса ӗҫленӗн туйӑнатчӗ…
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫтаппан вара ӑсра хушас-кӑларас, хутлас-пайлас тӗлӗшӗнчен унран та, ашшӗнчен, малта пек туйӑнатчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Повеҫри ҫынсен ячӗсене улӑштарнӑ-ха, ҫапах та ашшӗ тем тавҫӑрса илессӗн, эс те ултав ҫулӗ ҫине тӑтӑн-ҫке, ывӑлӑм, тесе калассӑн туйӑнатчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн килте мана пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те интереслентермерӗ, пурнӑҫ пӗтӗмпех тӗлӗк пек туйӑнатчӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ку яхӑнта Аня темшӗн манран час-часах ютшӑнать пекчӗ, манран тем пытарнӑн туйӑнатчӗ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Глафира юлашки вӑхӑтра сан еннелле ҫаврӑнса ӳкнӗ пек туйӑнатчӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Комбинезонпа, кивӗрех фуфайкӑпа чухне те пукане пек туйӑнатчӗ те, столовӑйра, шурӑ халатпа шурӑ калпак тӑхӑннӑскер, хӗвел пекех йӑлтӑртататчӗ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Чӗре, кӑкӑртан сиксе тухса, кайӑк пек Ҫавал тӑрӑх вӗҫсе хӑпарас тенӗнех туйӑнатчӗ…
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мана, ача чух ҫерҫие те чулпа персе курманскере, вӑрҫӑ тени (кӗнекесем вуланипе, киносем курнипе) темӗнле романтикӑллӑ япала пек туйӑнатчӗ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Вӗренӳре те, общество ӗҫӗ-хӗлӗнче те, художество пултарулӑхӗнче те, спорт ӑмӑртӑвӗсенче те Полинӑра ытларах уйрӑм ҫыннӑн шухӑшӗ-ӗмӗчӗ, кӑмӑлӗ-туйӑмӗ мар, ушкӑнлӑх психологийӗ, тавракурӑмӗ, ӗмӗтленӗвӗ тапса тӑнӑн туйӑнатчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мана сирӗнпе пӗрле пӗр ӗҫре юнашар ӗҫлесси те телей пекех туйӑнатчӗ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Хӑйне малтанах именчӗклӗ тыткалатчӗ, хӑйӗн мӗлкинчен те хӑранӑ пек туйӑнатчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Малтан Лавр ҫын тумӗпе ҫӳреме питӗ вӑтанчӗ, урамра кашниех ун костюмӗ ҫине тинкерсе пӑхнӑн туйӑнатчӗ ӑна.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.