Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тилхепене (тĕпĕ: тилхепе) more information about the word form can be found here.
Пазухин, малти лава хуса ҫитсе, Наталья Лаврентьевнӑпа юнашар кӗрсе ларчӗ, тилхепене аллине илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, лашасене тата хытӑрах хӑваласа, пӗтӗм таврана илтӗнмелле янраттарса, юрласа ячӗ:

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тилхепене майласа алла тытсанах «Орлик» киле каясса сисрӗ, ҫул ҫинелле талпӑнчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тилхепене пӑрса вӑл лаша пуҫне туртать, хыҫалти тӗнӗлтен ҫӗклесе, ӗнер купаласа пӗтернӗ капан ҫумне лавне ӳпӗнтерет.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Унӑн лаши, тилхепене кӑшт турткаласанах, вырӑнтан тапса сикет.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах картиш алӑкне уҫмасӑрах тилхепене ан турткала.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ме, тилхепене тыт!

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапха уҫӑлсан, Якур тилхепене кӑшт пушатрӗ, урхамах вӗҫсе каяс пек малалла ыткӑнчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫӗ пӳрне сарлакӑш чӗн тилхепене йӗвен ункинчен пружинӑллӑ ҫекӗлпе ҫыхӑнтарнӑ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутарӗ вӑл Шаккур ӑҫтарах пурӑннине пӗлменнипе ҫапла хушнине тавҫӑраймарӗ, йӑпӑр-япӑр ларкӑч ҫине кайса ларчӗ те, тилхепене хӑй аллине илсе, ӑйӑра тепӗр урамалла пӑрчӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара тилхепене сӗреке аврин пӗр вӗҫне, вӗренне тепӗр вӗҫне ҫыхса лартрӗҫ, ҫав хушӑрах сӗрекен аял енне ҫыхнӑ чул татӑкӗсене тӗрӗслесе тухрӗҫ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей урисемпе урапа пуҫне тӗревлет, тилхепине икӗ аллипе явкаласа тытса каялла туртать, анчах янаварӗ пӗрех, халь-халь ӗрӗхсе каяс пек, ташласа ҫеҫ пырать: тилхепене кӑштах лӑнчӑлатсанах малалла тапса сикет.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑ улпут евӗр хӑпарса ларчӗ ҫатан урапа ларкӑчӗ ҫине, ҫавӑ ярса тытрӗ ик аллипе те чӗн тилхепене.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн тытмаллаччӗ те ӗнтӗ тилхепене ларкӑч ҫине хӑпарса ларса, анчах Автей ӑна, хӑй юратман ҫынна, ҫатан урапа шанса парать-и?

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тата йӑлттам пултӑр, тилхепене туйтӑр.

Help to translate

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Миҫе метр шуса кайрӗ вӑл ун хыҫҫӑн, алӑсем шӑйрӑлса, сӗвӗнсе пӗтрӗҫ, анчах тилхепене вӑл вӗҫертмерӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Анна тахҫанах ҫавна кӗтнӗ пек тата та ун ҫумнерех лӑпчӑнчӗ, тилхепене те туртса пыма пӑрахрӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Анна ларма каласса кӗтмесӗрех йӑлт! ҫеҫ сиксе ларчӗ, тилхепене ярса тытрӗ…

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тилхепене камсем тытӗҫ - хальлӗхе тавҫӑрма кӑна пулать.

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Кӑвак сӑхман тӑхӑннӑ лавӑҫ, тилхепене вӗҫкӗннӗн карӑнтарса, лашисене пуп хапхи патне ҫавӑрса тӑратрӗ.

Help to translate

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кантур ямшӑкӗ, хура пӗчӗк ҫын, тилхепене карӑнтарса, лашисене сарай умне ҫавӑрса тӑратрӗ.

Help to translate

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed