Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӑрсасем осаллисем те нумай, пэрӗн вара — ырӑ теттӗм.
4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пӗлтӗр хамӑр ялсем йӗнерне манса хӑварнӑ унта, мана ҫавна илсе тухма каланӑччӗ теттӗм.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫӗрле киле кӗрсе тухас теттӗм, пулмарӗ, килтисене курмасӑрах каяс пулать, — терӗ тимӗрҫӗ.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пыл хурчӗсем лӑпланнӑ чух тӑкӑннӑ панулмисене пуҫтарас теттӗм, анчах анне кайма каламарӗ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ те каяс теттӗм, анне ямарӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ илес теттӗм, анчах укҫа пулмарӗ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Аслати мӗншӗн кӗпер урлӑ урапа хытӑ чуптарса каҫнӑ пек хӳлтӗртетет? — теттӗм.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пирӗн амӑшӗсӗр ӳснӗ путек пурччӗ, тӑлӑх пыччи теттӗм эп ӑна.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ ӑна кӑштах пӗлетӗп пуль теттӗм.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Эпӗ сана кӑштах тавҫӑракан ҫын пуль теттӗм, Яриле пичче.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пур ҫӗртре те апла мар пуль теттӗм эпӗ.
Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Лав тупӑнсан, аппа патне кайса килетӗпех теттӗм…
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Мӗнле тӳсеҫҫӗ ҫав стариксем теттӗм, вӗсем мунчара ҫапӑннине курсан, кайран хам та ҫавсем пекех ҫапӑнма вӗренсе ҫитрӗм, — текелесе, сентре ҫинчен анчӗ шурсухал.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Ҫав критиксене тӑна кӗртме нивушлӗ вӑй ҫитмӗ теттӗм.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кай хӑвӑн Касимовна, мулкачпа пакша тытма вӗрен, ула кураксене перкелесе ухӑ тытма вӗрен теттӗм.
4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ывӑлӑм пӗве кӗрет те, ашшӗ ӑна манран туртса илет теттӗм.
9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Иртсе кайнӑ пулӗ теттӗм.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эп яланах калаттӑм: чӑваш халӑхӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юра, ҫӗр пин тӗрӗ, теттӗм.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Манас теттӗм — пулмарӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Аппа, пичче ҫырӑвӗ ӑҫта, тепӗр хут вуласа пӑхас теттӗм.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.