Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

театрӗ (тĕпĕ: театр) more information about the word form can be found here.
Унта республикӑри пӗтӗм шкул театрӗ хутшӑнать.

Help to translate

Ҫӗмӗрлере - «Асам» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xc2QVX-ZFLQ

Хальхинче 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт «Оперӑпа балет театрӗ» чарӑнура ҫунма тытӑннӑ.

На этот раз транспорт, следовавший по маршруту 37, загорелся на остановке «Театр оперы и балета».

Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35024.html

Муркаш тӑрӑхӗнчи Оринин халӑх театрӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫал 105 ҫул ҫитет.

Help to translate

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

«Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Кивӗ Чукал шкулӗнчи «Сказочники» шкул театрӗ (ертӳҫисем: Денисова Л.И., Малеева Т.М. ) ҫӗнтернӗ.

В номинации «Лучший спектакль большой формы» победителем стал школьный театр «Сказочники» Старочукальской школы (руководители: Денисова Л.И., Малеева Т.М. ).

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи ачасем спектакльсем лартса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34893.html

Чӑваш театрӗ анлӑ ҫул ҫине тухса пырать, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать.

Help to translate

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театр хӑйӗн кун-ҫулӗнчи йывӑрлӑхсене те, сарӑлса чечекленнӗ самантсене те лайӑх ас тӑвать, анчах кирек мӗнле условисенче те вӑл халӑх театрӗ пулнӑ, халӑх интересӗсемпе пурӑннӑ, халӑхри талантсемпе чӗрӗ вӑй илсе пынӑ.

Help to translate

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш Академи театрӗ талантлӑ актерсемпе пуян.

Help to translate

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑвашсен драма театрӗ ҫинчен калаҫас сӑмахӑма чӑн малтан актерсенчен пуҫлас килет.

Help to translate

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Музыка театрӗ пирки калаҫнипе пӗрлех драма театрӗ ҫинчен те сӑмах хускатас килет.

Help to translate

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Халӗ Чӑваш Академи муздрамтеатрӗ икӗ театр коллективне пӗрлештерсе тӑрать: пӗри — Аслӑ Октябрь тивлечӗпе ҫуралнӑ драма театрӗ, творчество историйӗ енӗпе пуян, пысӑк опытлӑ театр — талантлӑ актерсен коллективӗ; тепри — 1960 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗнче, пӗрремӗш чӑваш оперӑн, Ф. Васильевпа А. Алга ҫырнӑ «Шывармань» оперин, премьери пулнӑ кун ҫуралнӑ ҫамрӑк музыка коллективӗ.

Help to translate

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑвашсен музыка театрӗ — куракансем хӑйсем активлӑн хутшӑннипе ҫуралнӑ, ӗҫе кӗнӗ.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Нацилле музыка театрӗ ӗҫлеме пуҫлани хамӑрӑн авалтан музыкӑллӑ пулнӑ халӑх культурӑпа эстетика енӗпе мӗн тери ӳснине нимрен те ытларах кӑтартса парать, ҫавӑнпа пӗрлех халӑха ҫывӑх совет искусстви ҫинчен, халӑхра ҫыравҫӑсемпе художниксем вӗрентсе ҫитӗнтересси ҫинчен, нацилле искусствӑна аталантарас ӗҫре социализмлӑ идейӑсем хӑватлӑ пулни ҫинчен аслӑ Ленин каласа хӑварнисем пирӗн вӑхӑтра ытларах та ытларах пурнӑҫа кӗрсе пынине ҫирӗплетет.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Юлашки виҫ-тӑватӑ ҫул хушшинче куракансем театра нумайранпа ҫӳрекенсене те тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ, шанманнисен шухӑш-кӑмӑлне хирӗҫлесе, Шупашкарта музыка театрӗ те кирлӗ, терӗҫ.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хулара вуншар ҫулсем хушши ӗнтӗ Чӑвашсен Академи театрӗ, вырӑссен республикӑри театрӗ, ҫамрӑксен театрӗ, пуканесен театрӗ тата Чӑваш филармонийӗ (унта юрӑпа ташӑ ансамблӗ те пур) ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Профессилле кадрсемпе студи артисчӗсем хавхаланса ҫине тӑнипе музыка театрӗ «Шыв-армань» оперӑпа классикӑлла «Евгений Онегин» оперӑна лартса пачӗҫ.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫапла ӗнтӗ, Чӑваш музыка театрӗ хӑйӗн аталанӑвӗнче тӑваттӑмӗш ҫул кӑткӑс та ответлӑ тапхӑра кӗчӗ.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Музыка театрӗ малашне драма театрӗнчен уйрӑм, хӑй тӗллӗн ӗҫлеме тытӑнмалла.

Help to translate

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Тӗрӗссипе кунта икӗ театр: драма театрӗ тата музыка театрӗ.

Help to translate

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫавӑнпа та «музыкӑпа драма театрӗ» тени пирӗн Чӑваш Академи театрӗшӗн пӗрлешӳллӗ тытӑмлӑ пулать.

Help to translate

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ӗлӗкрех, ӑна драма театрӗ кӑна тенӗ чухне, чӑваш театрӗ пӗр хут кӑна мар музыкӑллӑ спектакльсем лартса панӑ, ҫавӑнпа пӗрлех артистсенчен чылайӑшӗн музыкӑллӑ пултарулӑх пурри палӑрнӑ.

Help to translate

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed