Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарана (тĕпĕ: таран) more information about the word form can be found here.
Чим-ха, чим, хайхискер упӑшкипе урлӑ-пирлӗ калаҫнӑ чух ӑнсӑртран: «Микихвӗр мана халь те юратать, ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ арӑмӗ пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр хут авланмарӗ — ҫак тарана ҫитсе те пӗр-пӗччен пурӑнать, урӑххине шырамасть, вӑл манпа пӗрлешме нихҫан та хирӗҫ пулас ҫук, эп ҫавна витӗрех туятӑп», — тесе павраман-ши?

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑкӑрта манӑн, пӗҫерсе, тарӑхупа кӳренӳ вучӗ сарӑлчӗ, эсӗ ҫак самантра ют арҫынпа утнишӗн мар, хамӑн пурнӑҫ ҫак тарана аталанса ҫитме пултарнӑшӑн, хамӑн пурнӑҫа хамах ҫак тарана ҫити анса ларма май панӑшӑн…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӗсене ӗненмелле пек: Сардимирова ку тарана ҫитичченех хӳтӗлесе пурӑнтӑр темелле.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хуть ӗнен — хуть ан ӗнен те, ҫак тарана ҫитсе эпӗ никама та пӳрнепе тӗкӗнмен.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Мӗн лайӑххипе мӗн япӑххине эс тӑруках уйӑрса илме пӗлместӗн ҫав, ахальтен мар ҫак тарана ҫитичченех таҫта Ҫӗпӗрте ҫӗрсе пурӑнатӑн, — тиркешрӗ Ира.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ытарайми ырӑ ҫын — Тимофей-хусах, вӑл ҫак тарана ҫитичченех Укаслушӑн чи шанчӑклӑ нукер та, вӗрентекенӗ те, сыхлавҫӑ та пулчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тавтапуҫах ҫак тарана пурӑнса ҫитнӗшӗн.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, ҫак тарана ҫитсе, Иннокентие хирӗҫ сӑмах каласа, ун кӑмӑлне хирӗҫ чӗрӗк утӑм туса курман.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ мӗн тарана илсе ҫитерчӗ ҫынсене ҫав тери сивӗ килнӗ Ҫу уйӑхӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак тарана ҫитсе те йӗркеллӗн ишме вӗренеймен хӗрача малтанах ура ҫине тӑма хӑтланчӗ-ха, анчах ури кӳлӗ тӗпне перӗнмерӗ унӑн — хӗрринчех тарӑн вырӑн иккен кунта.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Мӗншӗн эпӗ ҫак тарана ҫитсе те ӑна пӗлместӗп?

Help to translate

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Апла пулсан, эсӗ пире кирлӗ ҫын мар, мӗн усси санран, — ура ҫине сиксе тӑчӗ хӗрарӑм, — калатӑп вӗт ку тарана ҫитсе пӗр тӑванран та хӗвелҫаврӑнӑш хуппи пысӑкӑш усӑ курман тесе.

Help to translate

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Миҫе хутчен шкула хупма тӑчӗҫ, анчах пирӗн Жан-Жак ӑна ку тарана ҫити хӳтӗлесе хӑварма пултарчӗ-пултарчех!

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мучин ҫав сӑмахӗсене ку тарана ҫитсе те тавҫӑрса илейменшӗн хам ҫине хам пӑшӑрхантӑм ҫеҫ.

Help to translate

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ку тарана ҫитсе Миххана куҫа-куҫӑн питлекен никам та пулман.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тарана ҫитсе те Михха ӑрӑвӗнчи ҫын ун алӑк пуканӗ урлӑ каҫнине курманччӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ку тарана ҫитсе те упӑшки суя калаҫнине курманччӗ-ха.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата Михха хӑй те ку тарана ҫитсе пӗрре ыйтман.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ те, Анук, ку тарана ҫитсе, санашкал маттур ташлакан хӗре тӗл пулманччӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам шутпа, эпӗ ҫак тарана ҫитсе этемпе пӳлӗхҫе хирӗҫле ӗҫ туман тесе пурӑнаттӑм, — ытларах Огуречников шухӑшне пӗлесшӗн каларӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed