Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӑл тӗп шӑтӑкран инҫе мар, — ӑнлантарать Володя, — Васили пиччен ӗни ҫав шӑтӑка такӑннӑ та, анса кайса, урине хуҫнӑччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта ак мӗн пулса иртнӗ; Франгов «Право» хаҫатра Австрийӗн Хӗвелтухӑҫӗнчи политики пирки статья вуланӑ чух «Dranq nach Osten», тенӗ сӑмах патне ҫитнӗ те такӑннӑ, Иванчо Йота ӑна «драг наш остен» — «пирӗн хаклӑ Остен», тенине пӗлтерет тесе ӑнлантарчӗ.
XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Давыдов сасартӑк туйса илчӗ: ун пӳрнисем хушшинче Варя алли чӗтреме пуҫларӗ, вӑл такӑннӑ пекрех утма тытӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах ӗсӗклени илтӗнчӗ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Василий Васильевич такӑннӑ пек пулчӗ те, аллипе стена ҫине тӗренсе тӑчӗ, темскер мӑкӑртатрӗ, унтан стенаран уйрӑлчӗ те — хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна кӗчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халь ӗнтӗ вӑл ҫул тиркесе тӑман, кӳленчӗксенчен те пӑрӑнса иртмен, такӑннӑ та ӳкнӗ, унтан туйи ҫине уртӑнса, пӗр тапхӑр вӑй пухса тӑнӑ хыҫҫӑн, каллех туйине май килнӗ таран маларах ярса тӑрӑнтарнӑ, вара хӑй те малалла, хӗвелтухӑҫнелле шунӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав самантранпа вӑл ывӑлӗсене салтак атти тӑхӑнтартнӑ хӗрарӑмсемшӗн кӑна мар, инкеке лекнӗ ҫемьесемшӗн, тӑлӑхсемпе пурнӑҫӑн тумхахлӑ ҫулӗ ҫинче такӑннӑ ҫынсемшӗн чӑн-чӑн тӗрев, ҫӑлӑнӑҫ пулса тӑнӑ.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
32. Мӗншӗн? мӗншӗн тесессӗн ӑна ӗненӳре шыраман, саккун хушнине пурӑнӑҫласа тӑнинче шыранӑ, вара такӑнтаракан чула такӑннӑ, 33. ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Сион никӗсне такӑнтаракан чул, сӑнакан чул хуратӑп; Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тенӗ.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл вӗсенӗн чӗрине ӗҫпе йӑвашлатнӑ; вӗсем такӑннӑ — пулӑшаканӗ пулман.12. Он смирил сердце их работами; они преткнулись, и не было помогающего.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ такӑннӑ чухне вӗсем савӑнатчӗҫ, пӗрле пухӑнатчӗҫ, мана ҫиекенсем пӗрле пухӑнатчӗҫ, эпӗ вӗсене палламастӑм та, вӗсем хӑртатчӗҫ мана, чарӑна пӗлместчӗҫ; 16. мана сӑнатчӗҫ, мӑшкӑллатчӗҫ, мана хирӗҫ шӑл хӑйратчӗҫ.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Товит вара алӑк патнелле утнӑ, анчах такӑннӑ; ывӑлӗ чупса пырса ашшӗне ярса тытнӑ, 10. вӑл пулӑ вачӗпе ашшӗ куҫне сӗрсе ҫапла каланӑ: аттеҫӗм, ҫитӗ кулянса! тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.