Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Сӑваплӑ вырӑна, пуху чатӑрне тата парне вырӑнне тасатас йӗркене туса ҫитерсессӗн [тата священниксене тасатсассӑн], вӑл чӗрӗ качака таки илсе пырӗ, 21. Аарон хӑйӗн икӗ аллине чӗрӗ качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ун тӗлӗнче Израиль ывӑлӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне, вӗсен мӗнпур усал ӗҫне, вӗсен мӗнпур ҫылӑхне каласа асӑнӗ, ҫавсене качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ӑна ятарласа чӗнтернӗ ҫынпа пушхире кӑларса ярӗ: 22. качака таки вара вӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫинче ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ; ҫав ҫынни качака такине пушхире ярса хӑварӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унтан икӗ качака таки илӗ те вӗсене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 8. Аарон икӗ качака таки пирки шӑпа ярӗ: пӗр шӑпи — Ҫӳлхуҫашӑн, тепӗр шӑпи — ирӗке ямалли; 9. Аарон Ҫӳлхуҫашӑн шӑпа тухнӑ качака такине илсе пырӗ те ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳрӗ, 10. ирӗке яма шӑпа тухнӑ качака такине вара Ҫӳлхуҫа умне чӗрӗ халлӗн илсе пырса тӑратӗ, ӑна, тасатмалли йӗрке тӑрӑх тасатса, пушхире ирӗке кӑларса ярӗ, [вӑл вара хӑй ҫинче вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ].
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Моисей ҫылӑх парни кӳмелли качака такине шыра пуҫланӑ, анчах ӑна ҫунтарса янӑ-мӗн.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан [Моисей] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пама така илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ; 19. Моисей ӑна пуснӑ та юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ; 20. такине пайӑн-пайӑн касса вакланӑ, Моисей вара така пуҫне, касса вакланӑ пайӗсемпе ҫӑвне ҫунтарса янӑ; 21. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасатнӑ та Моисей такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ: ку — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ку — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Парне такине ил те унӑн ашне сӑваплӑ ҫӗрте пӗҫер; 32. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫав така ашне тата пӗрнерен ҫӑкӑр илсе пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ҫиччӗр: 33. вӗсен хӑйсене тасатнӑ чухне, хӑйсене священник пулма халалланӑ чухне тата хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнене хӑйсенех ҫимелле; ӑна урӑх ҫын ан ҫитӗр, вӑл сӑваплӑ япала; 34. священника кӗртнӗ чухнехи парне ашӗпе ҫӑкӑр ирччен юлас пулсассӑн, юлашкине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр: ӑна ҫиме юрамасть, вӑл сӑваплӑ япала.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тепӗр такине те илсе пыр, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 20. вара такана пус та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, унӑн ывӑлӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине сӗр тата вӗсен сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине сӗр; унтан парне вырӑнне пур енчен те юн сирпӗтсе тух; 21. парне вырӑнӗ ҫинчи юна тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне ил те Аарон ҫине, унӑн тумтирӗ ҫине, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем ҫине, ывӑлӗсен тумтирӗ ҫине сирпӗт — вара вӑл та, унӑн тумтирӗ те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, вӗсен тумтирӗсем те тасалӑх тивлечӗ илӗҫ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пӗр такине ил те, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 16. вара такана пус та, унӑн юнне илсе, парне вырӑнне пур енчен те сирпӗтсе тух; 17. такана касса пайла, унӑн ӑшчиккине, ури тунине [шывпа] ҫу, вӗсене касса вакланӑ пайӗсем ҫине, унӑн пуҫӗ ҫине хур; 18. вара такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса яр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӗсене Манӑн священниксем пулма халаллас тесессӗн, вӗсем тӗлӗшӗнчен санӑн акӑ мӗн тумалла: ӗне выльӑхран пӗр пӑру ил, айӑпсӑр икӗ така ил, 2. тата тутлӑлла ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем ил: вӗсене тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫер, 3. вӗсене пӗр пӗрнене хурса, пӗрнепе илсе пыр, пӑрупа икӗ такине те пӗрлех илсе пыр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.