Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кантӑксенчи хӑй ҫутисем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ.
«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Унтан нимле сас-чӳ те илтӗнмест, пӑч-пӑч пӑнчӑсем ҫеҫ, пушӑ ту хушшисене чӗрӗ сӑн кӗртсе, курӑнаҫҫӗ те сӳнеҫҫӗ.Звука не было слышно, только суетливые дымки появлялись и гасли, странно оживляя пустынные ущелья.
VII // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Инҫетри аран кӑна палӑракан ҫутӑ хӗлхемсем, урса кайнӑ хумсем тӑрринче сиккелеҫҫӗ те сӳнеҫҫӗ…Далекие, неуверенные отблески беспорядочно заколебались на гребнях бешеных валов и погасли…
IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Хӗвел ҫӳле ҫӗкленет, — тӗтрен лапсӑркка ҫӑмӑл пайӑркисем, ӗнчӗ пӗрчи евӗр сывлӑм пулса, курӑк ҫине лараҫҫӗ те сӳнеҫҫӗ.Солнце поднимается выше, легкие космы тумана тают, оседая на траве хрустальной россыпью росы.
Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Уйӑх майӗпе шӑвать, чӳречери ҫутӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ, анчах Авдотья киле кайма ҫаплах хал ҫитереймест…
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫӑлтӑрсем сӳнеҫҫӗ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Нимӗҫсем иккӗш те, унӑн граначӗ ҫурӑлнипе вилнӗскерсем, юр ҫинче выртаҫҫӗ, лере, ыттисем патӗнче, тӗтӗм хушшинче ҫутӑсем ҫутала-ҫутала сӳнеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Куҫӗсем умӗнче унӑн хӗрлӗ те симӗс ҫутӑсем ҫутӑла-ҫутӑла сӳнеҫҫӗ.Перед ее глазами вспыхивали и гасли красные и зеленые огоньки.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Аякра, юр вӗҫтерсе хӗве-хӗве лартнӑ ҫӗрте, пӳртсенче шӑши куҫӗ пек ҫутӑсем сӳнеҫҫӗ, ҫӑл тараси чӗриклетет, шыв ӑсма пынӑ хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне уҫӑ сасӑпа кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ, ҫул тӑрӑх ерипен пыракан утӑ тиенӗ ҫуна тупанӗсем йынӑшаҫҫӗ, лав ҫул хӗррине шӑлса пыни курӑнать, таҫта малта пӗкӗ ҫинче шӑнкӑрав хуллен тинкӗлтетет — ун сасси хрусталь сасси пек таса.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑшпӗр ҫӗрте кӗртсем ҫийӗн кӑштах палӑрса тӗтӗм пайӑркисем ҫӗкленеҫҫӗ те, вӑрман тӑррине ҫитеймесӗр сывлӑшра хутшӑнса каяҫҫӗ: тул ҫутӑлса пынӑ май фронт ҫывӑхӗнчи ҫӗр пӳртсенче кӑвайтсем сӳнеҫҫӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӳртсенче юлашки ҫутӑсем сӳнеҫҫӗ.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Перронпа буфетра ҫутӑсем васкаваррӑн сӳнеҫҫӗ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем хӑвӑрт сӳнеҫҫӗ те пӑшӑрхантарса ҫуталаҫҫӗ.
ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унта Данкон ялкӑшакан чӗринчен сирпӗннӗ хӗлхемсем таҫта инҫетре, сывлӑшри кӑвак чечексем пек курӑнса, куҫ хупса иличчен йӑл хыпса илеҫҫӗ пек те лӑп сӳнеҫҫӗ пек.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫеҫенхирте пӗр-пӗринчен аякра ҫӳрекен ҫынсем шӑрпӑк ҫута-ҫута т ем шыранӑ чух шӑрпӑкне самантрах ҫил вӗрсе сӳнтернӗ пек, унта-кунта курӑнкалаҫҫӗ те ҫав ҫутӑсем — ҫийӗнчех лӑп сӳнеҫҫӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Юлташӑм каланӑ пек пулмарӗ, ҫанталӑк уяртрӗ те пире тӳлек ир пуласса ӗмӗтлентерчӗ; инҫетре тӳпе хӗрринчи ҫӑлтӑрсен карти тӗлӗнмелле илемлӗ тӗрӗ пек тӗрленсе пӗтнӗ те, ӗмӗрхи юрпа витӗннӗ тусен чӑнкӑ ҫамкисене хӗвелтухӑҫӗнчи шупкарах ҫутӑ ерипен ҫутатса, тӗттӗм кӑвак тӳпе тӑрӑх сарӑлса пынӑҫемӗн ҫӑлтӑрсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӳрт умӗнче, тӗттӗм ҫӗрте, вутлӑ чӑмӑрсем тӗрлӗ-тӗслӗн ялтлатса ҫутӑлаҫҫӗ: ҫаврӑнса, ҫӳлелле пучахсем пек, пальмӑсем пек, фонтансем пек ҫӗкленеҫҫӗ те, ҫумӑр пек, ҫӑлтӑрсем пек, ӳксе сӳнеҫҫӗ, унтан татах ҫӗнӗрен ҫутӑла-ҫутӑла ҫӗкленеҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949