Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтелӗ (тĕпĕ: сӗтел) more information about the word form can be found here.
Вӑт, хайхи, ҫыру администрацине ҫитнӗ, пӗрин сӗтелӗ ҫине выртнӑ.

Help to translate

Юсас вырӑнне тӑпӑлтарса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/254

Ҫапла аппаланса ҫӳресен чылай вӑхӑт иртсен РИК ҫуртне кӗрсе, Райҫутпай инспекторӗн сӗтелӗ умне пытӑм.

Help to translate

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Каҫхине, театр хыҫҫӑн апат ҫиме ресторана кайсан, ун сӗтелӗ умне шӗшлӗ пек сӑмсаллӑ официантка пырса тӑчӗ.

Help to translate

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Шӑп ҫур ҫӗрте икӗ ҫамрӑк дружинник хӑйсен штабне пӗр аллӑ пиллӗксене ҫитнӗ арҫынна илсе пычӗҫ те, штаб начальникӗн сӗтелӗ умне тӑрса, пӗр-пӗрине пӳле-пӳлех каласа пама тытӑнчӗҫ…

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Тепӗр пӳрчӗ, ахӑртнех, Думитрун ӗҫ пӳлӗмӗ: ҫыру сӗтелӗ кунта, кӗнеке шкафӗсем, диван, пӗр кресло, темиҫе пукан.

Help to translate

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ну, Думитру, менелник сӗтелӗ кӗтет сана!

Help to translate

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫапах та… — пуҫа пӑркаласа илтӗм эпӗ, — ҫакӑн пек лару-тӑрура Лашманова, Пруткина, Турунова кӗреке сӗтелӗ хушшине пӗрле лартни вырӑнлӑ пулас ҫук.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑнасене уяв сӗтелӗ хушшине те йыхравланӑ.

Help to translate

Манӑҫа тухнӑ ырӑ йӑла-йӗркене аса илнӗ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%bc%d0% ... bb%d0%bde/

Ҫапах чун хавалӗ уксахламасть-ха Тарановӑн, вӑл хӑвӑртрах ура ҫине тӑма, пӗр ырӑ кун ҫыру сӗтелӗ хушшине вырнаҫса ларма тапаҫланать.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн вӑл каллех ҫыру сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларчӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пуҫлӑх сассине хӑпартать пулсан ыррине ан кӗт — Петр Васильевич тепӗр куннех председатель сӗтелӗ ҫине хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса хут пырса хунӑ…

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн чухне редакци сотрудникӗсем Тарановӑн пӗр калавне пичете хатӗрлесе ҫитернӗччӗ, редактор сӗтелӗ ҫине пырса хунӑччӗ, анчах лешӗ — Саркай, эппин — калава тӗпӗ-йӗрӗпех ҫапса хуҫрӗ:

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпир ӑна операци сӗтелӗ умӗнче те, хӑйӗн килӗнче те куратпӑр, вӑл ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварассишӗн ҫӗрне-кунне пӑхмасӑр ӗҫленине курса савӑнатпӑр.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

…Хваттерте ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнса вунӑ сехет тӗлне редакцие ҫитсе кӗрсен унти юлташсем ман ҫине темле куларах пӑхкаланине сисрӗм, анчах вӗсем мӗншӗн ҫавӑн пек хӑтланни пирки нумаях шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ: хамӑн ӗҫ сӗтелӗ ҫинче кӑвак конверт выртнине асӑрхарӑм та ӑна вӑр-вар уҫса машинкӑпа пичетленӗ шурӑ хут татки туртса кӑлартӑм.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Канӑҫне ҫухатнӑ Елен президиум сӗтелӗ еннелле туртӑнчӗ, мана хӑюллӑрах пулма хушнӑ пек йӑл кулса илчӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрарӑма хирӗҫ Испуханов ним калама та ӗлкӗреймерӗ — шавлӑн калаҫса, хаваслӑн кулкаласа клуба каччӑпа хӗр кӗчӗҫ, кунта ют ҫын пуррине асӑрхаса самантрах шӑп пулчӗҫ, пӗр-пӗринчен хӑвӑрт уйрӑлчӗҫ: вӑтам пӳллӗ кутамас каччӑ, сарӑ кӑтра ҫӳҫне силлентерсе пӳлӗм варринчи бильярд сӗтелӗ умне пырса тӑчӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ те вӑрӑм хура ҫивӗтлӗ хӗр Татьяна Архиповна ҫумне кайса ларчӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Куратӑп: сӗтелӗ ҫинче — хур тушки.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак вӑхӑтра вӗсен сӗтелӗ патне кунти сӗтел шӑлакан — пенси ҫулӗсенчи кӗре сӑн-питлӗ, вӑтам пӳ-силлӗ тапчам хӗрарӑм — ҫилӗ ҫилӗ вӑшкӑрттарса, ҫавӑрттарса пырса тӑчӗ те, куҫне шурӑ туртса, хупахри «шӑна-пӑван» сӗрлевне шари! ҫурса ячӗ:

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

«Туй сӗтелӗ» хатӗрччӗ ӗнтӗ, сасартӑк ҫенӗкрен Нинук антӑхсах макӑрса яни илтӗнсе кайрӗ…

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Марина туй сӗтелӗ хатӗрлес тӗллевпе чи малтанах ҫенӗкри маччаран ҫакса янӑ тӗтӗмпе вӗтеленӗ пулӑ ҫыххине ҫӗҫӗпе касса ӳкерчӗ (амӑшӗ юри деликатеса ача-пӑча алли ан ҫиттӗр тесе ҫапла ҫакнӑ пулнӑ).

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed