Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Сирӗнте сӑпайсӑр чӑрсӑрлӑхӑн кӑмӑлсӑр сӗмӗ… яланах, ӑнланмалла халӗ: эсир, ара, сумсӑр йӑхран тухнӑ-ҫке.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Галеран ӗҫ мӗнле пынине пӑхма анчӗ, тискеррӗн ҫуталнӑ лутра та ансӑр хушӑкӑн хӑйне евӗрлӗ хӑтлӑхне туять, — ҫӗр ҫине лартнӑ кӗленче мӗлки мӗн курӑннине плакат сӗмӗ кӗртет.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫырури сӑмахсен сӗмӗ хӑех арестант кӑмӑлне ҫӗклентерет.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑрушӑ кунӑн ҫӗкленӳлӗх ҫилӗнче вӗсем халӗ тӳлеккӗн туха-туха тӑраҫҫӗ, вӗсемпе тунсӑх сӗмӗ кӑна ҫавӑтӑнса пырать.И в ветре возбуждения опасного дня они предстали теперь мирно, лишь оттенок тоски сопровождал их.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Юлашкинчен ӑнланчӗ: вӑл ют хулара пулнинче телепати сӗмӗ пачах та ҫук, эппин, таркӑн хӑш ҫӗртине никам та никама та нимӗн те хыпарлаймасть.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Алӑк кӗленчин хӗрлӗ сӗмӗ тепре ҫиҫкӗнчӗ; акӑ пушӑ урампа каялла пысӑк фургон килни курӑнать: унта ешчӗксем тӑп-тулли, вӗсен хушшинче улӑм кӑнтарӑнса сапаланнӑ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хытанка пӗчӗк старик, куҫӗсем ҫав тери чӗррӗн пӑхаҫҫӗ, вӗсенче сунарҫӑн йывӑр ӗҫне тивӗҫлӗ ҫирӗплӗх те, ачалла пӗлес килнин айвантарах сӗмӗ те пур; кунашкал куҫсем чылай чухне — ватӑ салтак-служаксен, ара, походсемпе парадсене пула вӗсен мӗн те пулин урӑххи пирки шухӑшлама вӑхӑт юлмасть.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Ганэль ҫакна шӑпах ҫапла ӑнланать; сых ятне тенӗ пек хурланчӑк сӑнӗнче — кӑнттам шухӑш сӗмӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
— О… — именсе кайрӗ Громов, сӑнне айӑп сӗмӗ ӳкрӗ, — ӗҫӗ питӗ ансат…— О, — смутился Громов, и лицо его приняло виноватый оттенок, — дело очень просто…
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
Манӑҫа тухма пуҫланӑ аса илӳсем ҫӗкленчӗҫ; ирхи шӑплӑхра вӗсене хӑйсен сисӗнми хӑвӑртлӑхӗпе тата таврӑнмилӗхӗпе пӑхӑнтаракан тӗлӗксен ҫепӗҫ сӗмӗ ҫапрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кӑвак чечеклӗ сӑрӑ шлепке, ҫула тухмашкӑн тӑхӑнмалли йӳнӗ пальто, хупӑ ҫухаваллӑ ҫавнашкалах кӗпе, хул пуҫҫинчен ҫакса янӑ кивӗ сумкка ҫамрӑк хӗре ӗҫченлӗх сӗмӗ кӗртеҫҫӗ, хӑй вӑл ҫакна, паллах, асӑрхамасть.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑрмана каҫ сӗмӗ ҫапнӑ пулин те, вӑл ҫатра тӗмсем хушшипе ҫырманалла вӑркӑнса анакан юлташӗсене те, леш енчен хирӗҫ йӑпшӑнса тухакан милиционерсене те асӑрхама ӗлкӗрчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӗркунне кун кӗске ҫав, таврана каҫ сӗмӗ ҫапнӑ ӗнтӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тунсӑхлӑ ыйту сӗмӗ палӑракан хура куҫӗсем сӑнӗнчен аслӑрах курӑнаҫҫӗ; пичӗн тӗрӗс мартарах тӑрӑхла ҫепӗҫ ҫавраки ытарайми пиҫсе хуралнӑ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тамара фабрикӑран тухнӑ ҫӗре таврана каҫ сӗмӗ ҫапнӑччӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Таврана каҫ сӗмӗ ҫапни ҫеҫ ӑна унта таврӑнмаллах пулнине систерсе чунне ыраттарчӗ.Только сумерки заставили его вернуться туда, которое причиняло столько боли.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Курмастӑр-и эсир шурӑ ҫивиттиллӗ Петроград каҫӗн кӑвак сӗмӗ витӗр такамӑн улӑпла мӗлки ҫӗртен пуҫласа пӗлӗте ҫити ҫӗкленнине?..»
6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Пур ҫӗртен те — сӑртсем ҫинчен те, айлӑмсенчен те каҫ сӗмӗ юхса, шуса тухнӑ пек туйӑнать.Казалось, вместе с вечерними парами отовсюду поднималась и даже с вышины лилась темнота.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Каҫ сӗмӗ ҫапать.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫапла мӗн иртенпех косилкӑпа аппаланчӗ вӑл, каҫ сӗмӗ килсен вара, темле канашлӑва чӗнтерчӗҫ те, ӗҫтӑвкома тухса утрӗ.Хлопотал над косилкой с утра, а смерклось — ушел в исполком: позвали на какое-то совещание.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.