Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑптӑрса (тĕпĕ: сӑптӑр) more information about the word form can be found here.
Стукотей васкамасӑр ӗҫсе ярать, тутисене ҫулласа илет, куҫӗсене хупса, пӳрни ҫумне пӳрнине хурса сӑптӑрса кӑтартса тата мӗн те пулин ҫыртмалли кирлӗ пулнине систерет.

Стукотей медленно выпивает, облизывается, закрывает глаза и трет палец о палец, т. е. просит заесть чем-нибудь.

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Эпӗ пӳрт умӗнчех ӳсекен тут йывӑҫӗ ҫине пӑхса илтӗм, — вӑл ҫап-ҫара тӑрса юлнӑ, ун ҫулҫисене пӑр, хӑрушла вӑйпа киле-киле сӑптӑрса, йӑлтах тӑкса пӗтернӗ…

Я взглянул на тутовое дерево, росшее около самого дома, — оно стояло совершенно голое, все листья были сбиты с него страшными ударами града…

XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Ҫынсем калаҫҫӗ, ав, Ильинскисен тарҫи хут пӗлекенскер пулсан та, — малалла каларӗ Захар, — буфетри кӗмӗле сӑптӑрса кайнӑ.

— Вон у Ильинских был грамотный-то, сказывали люди, — продолжал Захар, — да серебро из буфета и стащил.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ халӗ хулана ҫитме ӗлкӗрейместӗп: ҫул ҫинчи хупаха кӗрсе апатланас пулать; кунта пурте хаклӑ: пӗр пилӗк тенкӗ сӑптӑрса илеҫҫех.

— Я теперь в город не поспею: на дороге в трактире придется; тут все дорого: рублей пять сдерут.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мужиксенчен вӑл хӑех мӗн те пулин сӑптӑрса юлнӑ пулӗ те, лешсем вара тарса пӗтнӗ, вӑл хӑех хуҫалӑха юхӑнтарса янӑ, исправнике жалоба парасси ҫинчен шухӑшламан та.

А мужики разошлись оттого, что сам же он, чай, содрал с них что-нибудь, да и распустил, а исправнику и не думал жаловаться.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗри ак тӗттӗмре пуҫран ҫыхӑпа лектерчӗ, тепри чемоданӗпе ураран сӑптӑрса илчӗ.

Меня стукали узлами по голове, били чемоданами по ногам.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл — ман алӑран булкӑ илекенни, сумки-мӗнӗпе сӑптӑрса яраканни.

Он у меня еще тогда съел булку вместе с кошелкой.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ Донбаса пыратпӑр та большевиксен пӗтӗм индустрине сӑптӑрса илетпӗр, тенӗ.

От мы на Донбасс придем, усю большевистскую индустрию схапаем.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Нуккӑ, калӑр-ха, тусӑмсем, задачӑна эсир камран сӑптӑрса илтӗр? — терӗ.

— Ну-ка, скажите-ка, друзья, с кого вы списали задачу? — сказал.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Ытларах чухне киревсӗр тӗллевлӗ ҫынсем тӗрлӗ сайтри пӗлтерӳсем тӑрӑх таваршӑн укҫа куҫарса паратпӑр тесе ҫынсен банк карточкисен реквизичӗсене пӗлеҫҫӗ те - банкри шут ҫинчи укҫана сӑптӑрса илеҫҫӗ.

Help to translate

Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ытларах чухне киревсӗр тӗллевлӗ ҫынсем тӗрлӗ сайтри пӗлтерӳсем тӑрӑх таваршӑн укҫа куҫарса паратпӑр тесе ҫынсен банк карточкисен реквизичӗсене пӗлеҫҫӗ те — банкри шут ҫинчи укҫана сӑптӑрса илеҫҫӗ.

Help to translate

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed