Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шупашкарти 3-мӗш лицейпе кӑҫал 118 ҫамрӑк сыв пуллашать.
Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo
Кӑҫал Чӑваш Енре 5 000 яхӑн ҫамрӑк 11-мӗш класс пӗтерсе шкул саккипе сыв пуллашать.
Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo
Пурнӑҫран уйрӑлнисемпе сыв пулӑшмалли объект вырӑнне 2016-мӗш ҫултах ятарлӑ ҫӗр лаптӑкӗн шутне кӗртнӗ.
Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544
Яланлӑхах сыв пул эппин.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Арҫын шухӑшӗ улшӑнманнине кура хӑш-пӗр чухне мӑрт! тӑватчӗ ҫамрӑк хӗрарӑм: «Урӑх сан патна ура та ярса пусмастӑп, яланлӑхах сыв пул!»
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ӑна хаҫатра ӗҫлекенсем Саркая рецензилеме парӗҫ те, сыв пул вара ҫут тӗнче ман статьяшӑн».
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вун ҫичӗ ҫул ӗнтӗ ҫак ватӑ юман ҫинчен анса унпала сыв пуллашни.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Вӗсем, хашкасан та аптраманскерсем, ӗмӗр-ӗмӗр сыв пуласси тата ӗмӗр-ӗмӗр пур пуласси пирки Герасим Федотович пӗрре те иккӗленмерӗ, мӗншӗн тесен халь вӑл вӑхӑтлӑха тӑван ялӗнче пулса курнӑ май, Урпашра та вутчуль пуррине чӗре туллиех, ӗмӗрлӗхех туйса илчӗ.
16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
«Сыв пулӑр та пур пулӑр!» — ырӑ сунчӗ хӑй ҫуралса ӳснӗ ял ҫыннисене Герасим Федотович.
16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Пӗр тӗттӗм каҫхине — сыв пул вара, лагерь!
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ку пуҫламӑш, сыв пулсан, кӑрмафонтан «громкоговоритель» туса ярӑпӑр».
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
И-и, пуҫӑм кӑна сыв пултӑр, пӗрре те арҫын мар пуль тесе шухӑшламан та.
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хусан шывне юланни, ҫуранни Каҫса ӳкет пӗр туххӑм сыв юлни.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— «Шупашкарта ҫар нумай, Вӑл кансӗрлет пӗрех май; Хусан хули хӑямат, Унта тискер касамат, — Патне пыма юрамасть, Пырсан пуҫу сыв юлмасть.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӗр халӑхлӑ ҫӗршыв Пӗр ӗмӗтпе тӑрсан, Юлма ан асӑн сыв, Антӑхакан тӑшман!
Кӗрен кӳлӗсем // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Сыв пул, хӗрӗм, маттур! — тет ватти вырӑсла.
Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Кусем те уяв «сӑлтавне», вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен тӑванне, пускилне, ӗҫтешне сыв пулӑр та пур пулӑр тесе, таву каласа, курка-черкке ҫӗклесе парнесем кӳчӗҫ, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, пысӑк хавхаланупа туса пынӑшӑн, пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ, тарават пулнӑшӑн лайӑх, хавха, ырлавлӑ сӑмахсем каларӗҫ, такмакласа та юрларӗҫ, сӑвӑ вулакан та тупӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ну, сыв пулӑр!
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Пазухин пуринпе те алӑ парса сыв пуллашрӗ те ҫуна ҫине лариччен ун умне пычӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Председательпе Баймашкин актсем ҫине алӑ пусрӗҫ, ытти документсене хатӗрлерӗҫ те сыв пуллашрӗҫ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.