Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сехри хӑпнӑ ача, ҫари! ҫари! ҫухӑрса, йывӑҫ хыҫне пытанма тӑчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пурте унталла пӑхрӗҫ — курчӗҫ те, тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ: Хветут пӳрчӗ тӑрринче сехри хӑпнӑ ҫынсем кӗрмешеҫҫӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шӑв-шава илтсе, сехри хӑпнӑ Тарье крыльца ҫине вӑркӑнса тухрӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, упӑшки ывӑлӗсене чиперех ертсе килнине курсан тин лӑштах пулчӗ…
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ну, айван та: кӗвӗҫетӗн тесе ӳпкелесрен сехри хӑпнӑ ун. Тӗттӗм пулсан турхан мӑнукне мӗнле ырӑ ҫын килне пырса чӗнтӗр?
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӗлимун, сехри хӑпнӑскер, мала иртмест, пирӗн хыҫра: «Вӑн ҫавӑнта, вӑн!» — тесе кӑтартса пырать.
Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.
Ҫыртасса хытах ҫыртаймарӗ, анчах кушакӑн сехри хӑпнипе чунӗ юлчӗ-ши, юлмарӗ-ши, эпир, Палюк мучипе иксӗмӗр, ун хӳрине ҫеҫ курса юлтӑмӑр: вӑрмана таҫта чӑтлӑха чӑмрӗ.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Пушшех сехри хӑпрӗ кушакӑн.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Паллах, тиллӗн сехри хӑпрӗ, вӑл, ҫав самантрах каялла таврӑнса, ут кӑшкар тӗмӗсем хушшине «чӑмрӗ».
Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.
Хӑраса сехри хӑпнӑ пулӑ труках тарӑна кайма пӗлмерӗ, ҫӳлте ишсе ҫӳрет.
Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.
Батарейисем пӗтессинчен вара яланах сехри хӑпать, ӗҫлеме пӑрахмалли вӑхӑт ҫитиччен виҫӗ уйӑх маларах Мускавран Союзпосылторг урлӑ ҫырӑнса илет вӑл вӗсене.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Сехри хӑпса тухрӗ пуль мӗскӗнӗн.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Григорьевӑн сехри хӑпса тухнӑ.
III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
…Улах пӳртӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче чӑваш ҫамрӑкӗн сехри хӑпса тухрӗ.…Очутившись в тесной комнатке для гостей, Василий вдруг испугался:
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ун пек асаплантармалла марччӗ ачана тет те Укка, хӑранипе ун сехри хӑпса тухать.Не надо бы мальчика так мучить, размышляет Укка, от испуга ее сердце аж выпрыгивает.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Уккан сехри хӑпса тухнӑ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тум-тирӗсем йӑшӑлтатнӑ пек туйӑннипе сехри хӑпнӑ Янтул картишне сиксе тухрӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Ку, путсӗр, мана ҫапса ӳкерме чул йӑтса кӗнӗ вӗт?! — сехри хӑпса тухать Ивукӑн сасартӑк.«Вот негодяй! Он же камень принес, чтоб в меня кинуть?! — в страхе подумал Ивук.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сассем еннелле пӑхрӗ те вӑл — сехри хӑпса тухрӗ.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сехри хӑпнипе ун чӗри йӗп тӑрӑннӑ пек ыратса каять.Сердце будто иголкой проткнули — так оно заболело от злости на себя.
Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хыҫалти алӑк чӗррик! туса уҫӑлчӗ те сасартӑк — Енчӗпекӗн сехри хӑпса тухрӗ.Вдруг скрипнула задняя калитка — сердце Ендебек ушло в пятки.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.