Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет the word is in our database.
сехет (тĕпĕ: сехет) more information about the word form can be found here.
Сехет вун пилӗк минут ултӑ сехете кайнине кӑтартать.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Яланхи ӗҫре сакӑр сехет ирттеретпӗр, кайран каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн каллех лавккасем тавра юр тасататпӑр, заведующийӗсем мана пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Утнӑ май сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ, вӑл шӑн та лӑп Элимепе калаҫса татӑлнӑ пек тӑхӑр сехет кӑтартать.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хусантан — 18 сехетре, Сӗверен 14 сехет те 30 минутра каялла килме тухӗ.

Help to translate

Атӑл тӑрӑх ҫул хывӗҫ // Каҫал ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... b%d0%b2ec/

«Ирхине тӑватӑ сехетре ӗҫе тухса каяттӑм, кӑнтӑрлахи апата таврӑнаттӑм, унтан каллех тухса каяттӑм, каҫхине вунӑ сехет тӗлне таврӑнаттӑм».

Help to translate

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Сехет ҫурӑ хушшиех калаҫман-ха вӑл, темиҫе минут ҫеҫ — тиркешсе калаҫнине итлеме хӑнӑхман пуҫлӑхсене сехет ҫурӑ хушши калаҫнӑ пекех туйӑннӑ пулас ҫав.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Time журнала интервью панӑ чух Тадзири хӑй 24 сехет ӗҫленине, 12 сехет ҫывӑрнине каланӑ — ун сӑмахӗсем тӑрӑх, ку ӑна лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшать.

В интервью журналу Time Тадзири сказал, что работает 24 часа, а спит 12 часов — по его словам, это помогает ему лучше работать.

Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Вунӑ сехет тӗлӗнче дежурнӑйсем килсе тӗрӗслесе кайрӗҫ — пурте йӗркеллӗччӗ, анчах тепӗр ҫур сехет иртрӗ-и, ҫук-и — пралукран кӑкарнӑ Хураҫка нӑйкӑшса чупкалама пуҫларӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тата пайтах вӑхӑт иртрӗ, тен, ҫур сехет, тен, сехет те.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Калӑпӑр, эсӗ тӑватӑ сехет тӗлне килетӗн пулсан та хама пӗр сехет маларахах телейлӗ туйма пуҫлӑп.

— Вот, например, если ты будешь приходить в четыре часа, я уже с трех часов почувствую себя счастливым.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Декабрӗн 21-мӗшӗнче чи кӗске кун; тӑршшӗ унӑн 7 сехет ҫеҫ, ҫӗрӗн тӑршшӗ вунҫичӗ сехет.

21 декабря — самый короткий день: он продолжается только семь часов, а ночь — около 17 часов.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вун икӗ сехет ҫитесси ҫур сехет юлсан, тӳсейместӗп, директор патне шӑнкӑравлатӑп.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Доярка ӗҫӗ ҫапла: пӗр минут лӑпланса лартӑн пулсан, пин минут ҫухатрӑн, пӗр сехет лӑплансан, пин сехет

Help to translate

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан, ялти чылай ытти ачасемпе пӗрлех, Укахви те шкула ҫӳреме пӑрахрӗ: Тӑван ҫӗршывшӑн хаяр вӑрҫӑ пынӑ чух, пӗтӗм халӑх мӗнпур вӑй-халне тӑшмана пӗтерме панӑ чух кунсерен улт-ҫич сехет шкулта, икӗ сехет ҫул ҫинче, юлашкисене — кӗнеке ҫинче ларса ирттерме намӑс пекчӗ Укахвие.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унӑн ӗҫ кунӗ те ыттисен пек сакӑр сехет мар, ҫичӗ сехет ҫеҫ, норма та пӗчӗкрех.

Help to translate

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

— Миҫе сехет халь? — хӑвӑрт ал сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ Каканаров.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Сехет ларчӗ-и пӗве хӗрринче, икӗ сехет те ларчӗ-и, курах кайрӗ; пӗве урлӑ Верук каҫать — хура плащ тӑхӑннӑ, пӗр аллине туя, теприне ҫыхӑ тытнӑ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Куллен тӗркӗшетпӗр кухня умӗнчи черетре, сехет ҫурӑ — икӗ сехет ирттеретпӗр.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

кайӑк-кӗшӗк продукцине килти условире нумай вӗретсе-ӑшаласа хатӗрлемелле (ҫамрӑк чӑх тушкине — ҫур сехет, ҫитӗннӗ чӑхха пӗр сехетрен кая мар пӗҫермелле, ҫӑмартана чӑмӑрла пӗҫерсен шанчӑклӑ;

Help to translate

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

— Лашине те чи лайӑххине кӳлтертӗм-ҫке, тӑватӑ сехет ӗнтӗ, ик сехетрен лекци пуҫланмалла».

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed