Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иккӗмӗш черкке хыҫҫӑн лӑпӑ-лапӑ ҫыхнӑ кантӑр ҫурӑмӗ пекех саланса, сӳтӗлсе кайрӗҫ ҫаксем: пӗр-пӗрне пӳлсех янрашкалаҫҫӗ, ихӗреҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, киревсӗр, алапаш сӑмахсемпе те «тимӗр-тӑмӑр шаккаҫҫӗ, питлӗх ҫапкалаҫҫӗ».
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Ак ӗнтӗ пуҫа вӗри хум вӑшӑлл! пырса ҫапрӗ, ӑс-тӑна тӗтрелентерчӗ, пӑтраштарчӗ, ӳт-пӳре тискер кайӑк юнӗ вӗресе-выляса кайрӗ — Пурис, каллех юлташӗсен тӗллӗн килнӗ ват йӳҫекне ӑшран таптарса кӑларса, саланса кайнӑ куҫне тискеррӗн пысӑклатса, хӑй пуҫ тӗлӗшшӗн сӑмси витӗр ӗнӗрӗшме пуҫларӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем саланса кайнӑ хыҫҫӑн ӗнесене пӗтӗлентерес ыйту ҫивӗч тухса тӑнӑ.
Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/
— Пирӗн пур енчен те хамӑр тӑшмансенчен вӑйлӑрах пулмалла, — терӗ малалла Моломан тӗрлӗ еннелле саланса кайнӑ кӑварсене ҫара аллӑнах пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ май, — вӗсенчен ӑслӑрах пулас пулать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫав тери хытӑ тарӑхнипе урайнелле вӑркӑнтарнӑ тӑвар суланчи чӑл-пар саланса кайрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Аялтисен саланса каймалла мар, ҫӳлтисен ӳкмелле мар.
Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244
Анчах та вӑл кӗске вӑхӑт хушшинчех халӑхра саланса пӗтнӗ, чӑн-чӑн раритет пулса тӑнӑ.
Вуникӗ ҫул иртсен тепӗр хут кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34114.html
Алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте сивӗ сывлӑш шурӑ путек кӗтӗвӗ пек капланса тулчӗ, урай тӑрӑх саланса кайрӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Халӑх ҫурри ытла саланса пӗтсен, вестибюльте сасартӑк полк оркестрӗ вальс кӗвви каласа ячӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Юлташӗсем саланса пӗтнӗ ӗнтӗ: хӑшӗ Ҫӗпӗрте, хӑшӗ Ҫурҫӗрте, пӗри тата таҫта космодром таврашӗнче ӗҫлет.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Нумаях юлман вӗсем, чылайӑшӗ ҫӗршыв тӑрӑх саланса пӗтнӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Юлташсем саланса пӗтнӗччӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа чӗнмелли никамах та пулмарӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Миххан ҫурт-йӗрӗ тӗлнелле ҫывхарнӑ май, унта хӗрарӑмсем йӑркканине асӑрхарӗ, анчах кунта мӗн пулнине тавҫӑрма ӗлкӗриччен, хӗрарӑмсем, урхамах ҫывхарнине курса пулӗ, саланса пӗтрӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Атӑл хӗрринче пурӑнакан ҫамрӑксем саланса пӗтсен, йывӑҫа кампа юхтармалла?
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Сирӗн калхус саланса каймарӗ-и вара?
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Салатса ячӗҫ-и е ҫыннисем хӑйсем саланса кайрӗҫ-и? — уҫҫӑнрах пӗлесшӗн пулчӗ Озеров.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫынсем саланса пӗтсен, вӗсем, виҫҫӗшӗ, Мария Федотовна пурӑнакан ҫурт еннелле утрӗҫ.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн ҫӳҫӗ-пуҫӗ саланса кайнӑ, куҫӗсем хаяррӑн йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ, аллинчи сарӑ тутӑх витнӗ авӑрсӑр ҫавине, кӗҫ-вӗҫ касма хатӗрленсе, пуҫ тӑрринелле ҫӗклесе тытнӑ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Нимене кайнисем саланса пӗтсен, Энтрей, хапхине ерипен уҫса, урама тухрӗ, таҫтан та таҫта ҫити сапаланса выртакан хыр кӗрешсем ҫине пӑхса, «кусене кам пуҫтарса парӗ ӗнтӗ вӗсене, чӗрем малтанах сисрӗ ҫав» тесе мӑкӑртатрӗ те ҫӗлӗкне тата пусарах лартрӗ.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
_ кӑна саланса кайрӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.