Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑтранчӑк the word is in our database.
пӑтранчӑк (тĕпĕ: пӑтранчӑк) more information about the word form can be found here.
Хӑйне евӗр «пӑтранчӑк шыв» вӗт ку!

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ку, ӗнтӗ «качтакине», юлташӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм тӗнчене те ҫилӗ хыва-хыва, сӗмленкеле-сӗмленкеле, мекӗшлеткелесе, аллипе ҫӗртен тӗренкелесе, упалене-упалене ури ҫине тӑчӗ, пӑтранчӑк, саланчӑк куҫне «качтаки» ларнӑ еннелле тӗттӗммӗн тӗллерӗ, пӗр супка тӳлек ҫилпех лӑнкӑртатакан ҫӗрӗк тивнӗ йывӑҫ пек сулӑнкаласа тӑчӗ, вара ал пӳрнисене икшеррӗн пӗр-пӗринпе пӗтӗҫтерсе ҫӑварне чиккелерӗ те пӗтӗм шалти сывлӑша хӑлтӑркка, тутӑх тивнӗ саспа вӗртерсе, шӑхӑрса ячӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Невушлӗ пӗр-пӗринчен уйӑрлас умӗн каланӑ чӗрери сӑмахсем, пӗлтерӗшӗсене ҫухатса, ҫӳп-ҫап ҫурхи пӑтранчӑк шывпа шав-шав юхса кайнӑ пек, часах манӑҫа тухрӗҫ?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсен, малтанах васкамасӑр чӗркуҫленчӗ, унтан хырӑмӗ ҫине аллисемпе тӗрӗнкелесе выртрӗ те лӗм, ҫурма пӑтранчӑк шыва шӑлӗ витӗр сӑрхӑнтарса, ҫӑвара лекекен ҫӗрӗк курӑк-марӑк тымарӗсене, планктонсене суркаласа пӑрахса, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт ланкӑртаттарчӗ, кӑхлатса илчӗ, вара ӑшне кантараймасӑрах ури ҫине тӑчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шыв савӑчӗсене те ҫумалла пулнӑ, пӑх-ха, шывӗ мӗнле пӑтранчӑк.

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Паллах, пӑтранчӑк шывра пулӑ тытма юратакансем пуррине эпир лайӑх пӗлетпӗр, ҫапах та… — Хородничану ку хутӗнче те хӗрӳленсех калаҫрӗ, — пирӗн пысӑках мар ҫӗршывӑмӑр латинла ҫемьен пӗр пайӗ пулса тӑрать…

Конечно, мы знаем — есть любители ловить рыбу в мутной водице, но… — Хородничану и на этот раз говорил с большим жаром, — небольшая наша страна является частью латинской семьи…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫук, пӗтӗмпех пӑтранчӑк, арканчӑк ун пурнӑҫӗ халь.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Миххан пӑтранчӑк куҫӗсене таҫти сӗм вӑрманта Кӗтерукпа иккӗшех ҫӳренӗ пек курӑнса кайрӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха юрӑ ӗнӗрлеме пӑрахрӗ, хӗсӗк те пӑтранчӑк куҫӗсемпе Кӗтерук ҫине пӑхрӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усламҫӑсем мӗнрен кулнине ӑнланаймасӑр тата Ҫтаппан мӗн каланине те лайӑх итлесе юлайман пирки, Огуречников пӑтранчӑк куҫӗсене тӗллевсӗр ҫавӑркаларӗ:

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Хӑш вӑхӑтра вырӑн ҫинчен тӑрса кайрӗ ҫав?» — пӑтранчӑк шухӑшӗпе аса илме тӑрӑшрӗ вӑл.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗлип, ним калама аптраса, пӑтранчӑк куҫӗсемпе Михха ҫине пӑхрӗ:

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн пек пӑтранчӑк вӑхӑтра хӗҫ-пӑшалсӑр кам ҫула тухать.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чун савнисем ӑҫта ҫӳреҫҫӗ-ши ҫак пӑтранчӑк вӑхӑтра, вӗсем хӑҫан килсе шаккаҫҫӗ-ши Алттыш ҫӗрпӗвӗн вырӑсла хапхине?

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Илтнӗ Сӑрьел ҫыннисем, ун пек пӑтранчӑк ҫӗрсем Вылпа ытти шывсем тӑрӑх та пур: Сурӑм тӗмӗ, Шӑмат тӗмӗ, Асламас тӗмӗ, Пакӑш тӗмӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑр тӑрӑхӗнче ял ҫӗрӗсем пушшех те пӑтранчӑк.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗлентерекен япаласем, тӗлӗнтермӗшсем, ҫӗрле те ыйӑха вӗҫтерекен экеметлӗ, пӑтранчӑк ыйтусем, этеме таҫта-таҫта илсе ҫитерекен шухӑш-ӗмӗтсем, юлашкинчен, чӗрене ҫӗҫӗ пек касса каякан аса илӳсем пурӑннӑҫемӗн ӳссе, йышланса, сарӑлса та тарӑнланса, ҫивӗчленсе те кӑткӑсланса пыраҫҫӗ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яшка вырӑнне пӑтранчӑк шыв ҫиетчӗҫ.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман шутпа, ҫакӑн пек пӑтранчӑк вӑхӑтра курултай пуҫтармалла мар, Сююнбике.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вӑл сирӗн патӑрта тӑвакан пӑтранчӑк шыв мар, Бухараран илсе килнӗ таса эрех.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed