Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫласа (тĕпĕ: пуҫла) more information about the word form can be found here.
1987 ҫултан пуҫласа 1992 ҫулччен — Шупашкар хулинчи «Системпром» ӑслӑлӑхпа производство пӗрлешӗвӗн АСУ тата САПР техникӑпа экономика тӗпчевӗсен лабораторин ертӳҫи.

С 1987 по 1992 год — заведующая лабораторией технико-экономических исследований АСУ и САПР научно-производственного объединения «Системпром», г. Чебоксары.

Бикалова Надежда Александровна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B8%D ... 0%BD%D0%B0

Вӗсем 2-мӗш класран пуҫласа 10-мӗш класра вӗренекенсем.

Help to translate

Вӗренӳ отличникӗсене чысланӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d0%b2e%d ... b0%d0%bda/

Отличниксен слетне Канаш тӑрӑхӗнче кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.

Help to translate

Вӗренӳ отличникӗсене чысланӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d0%b2e%d ... b0%d0%bda/

Севок сухана ҫӗр ӗҫченӗсем пӗлтӗр вӑрӑран пуҫласа акнӑ.

Help to translate

Севок сухан лартма тухнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d1%81%d0 ... 85%d0%bda/

«Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ Чӑваш Республикинче 1995 ҫултан пуҫласа ҫулсерен иртет.

Help to translate

Ачасене пулӑшасси — пӗрлехи тӗллев // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12003-achase ... khi-t-llev

Пуҫласа хутшӑннӑ Алла-аллӑн тытӑҫассипе регионта турнир йӗркелесси йӑлана кӗнӗ теме ҫук — сайра иртет.

Help to translate

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%bc-71/

Тимурпа Матвей Амасевсем, Никита Филимонов, Савелий Патшин республика шайӗнче пуҫласа палӑрни чӑннипех мухтанмалӑх.

Help to translate

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%bc-71/

Хула сцени ҫине пуҫласа тухнӑ кинемейсен куҫӗсем те шывланчӗҫ ҫав самантра.

Help to translate

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Майӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа Пишпӳлек районӗнче, ҫирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн, выльӑх апачӗ хатӗрлекен комбайнсемпе самоходнӑй косилкӑсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тухма пуҫланӑ.

Help to translate

Выльӑх апачӗ хатӗрлеме хатӗррине тӗрӗслеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3781451

Хӗрсем, хӑйсен ӗҫне пуҫласа, интереслӗ кӑна мар, обществӑшӑн усӑллӑ бизнес аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Пишпӳлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ // Екатерина ЗАХАРОВА. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3781584

Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра кӑҫалхи январьтен пуҫласа ҫамрӑксен «Продвижение» хутшӑну территорийӗ ӗҫлет.

Help to translate

Тӗлпулу усӑллӑ иртнӗ // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d1%82%d3%9 ... %bd%d3%97/

Ара, ма савӑнас ҫук вӗсен: лаша ҫавӑтса тертленмелле мар, сӳрелеттермеҫҫӗ вӗсене, пӑрушка-мӗн пӑхтармаҫҫӗ, иртен пуҫласа каҫчен пилӗк автармаҫҫӗ…

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӗҫех юрӑ пуҫласа ярать:

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Уринчен пуҫласа пуҫӗ таранах чуп турӗ, вӗҫне-хӗрне пӗлмерӗ.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавӑнтан пуҫласа, кашни кунах укол тума тытӑнчӗҫ Узина, ӗлкӗр кӑна йӗм антарса купарчана ҫаралантарма, шприц йӗппи ҫавӑнтах ӳте тирет.

Help to translate

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлерӗ халӑх, уйра ҫӗр улми кӑларчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ялти вӗтӗр-шакӑртан пуҫласа ваттисем таранах ӗҫлерӗҫ колхозра.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Айта ҫӗнӗрен пуҫласа пӑхар тепӗр хутчен.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ура тӗпӗнчен пуҫласа пуҫ тӑрринчи ҫӳҫ таранах намӑсланчӗ вӑл.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Лавкка ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа каҫхи пилӗк сехетчен ӗҫлет имӗш.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed