Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлас (тĕпĕ: пуҫла) more information about the word form can be found here.
Ҫӗнӗрен пурӑнма пуҫлас ӗмӗчӗ куҫ шӑрҫисен вӑрттӑн ӗҫӗнче тата ҫутӑ хутлӑхра шайлашӑнса хушӑран хушӑ, сасартӑк ҫав тери уҫӑмлӑн курӑна-курӑна каять, ҫакӑ ӑна шутсӑр хумхантарать, ҫав самантсенче вӑл тӗлӗкрилле чӗтренет-туртӑнать.

Время от времени возможность начать жить снова, уравновешивая себя в светлом пространстве таинственной работой зрачков, представляясь вдруг ясно, так волновала его, что он весь дергался, как во сне.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.

Яланхи тӳрӗ кӑмӑллӑх туртӑмӗ юлашкинчен ҫиеле тухрӗ; Нока куҫӗнчен тӳп-тӳррӗн, уҫҫӑн та ҫирӗппӗн пӑхрӗ те: — Эпӗ хам хальлӗхе хӗрарӑм мар, — терӗ сатуррӑн, — ҫавӑнпах… эпӗ эсир хускатнӑ ыйтӑва сӳтсе явма пуҫлас тӑк — суя нумай тӑкӑнӗччӗ.

Наконец, потребность быть всегда искренней взяла верх; посмотрев прямо в глаза Ноку чистым и твердым взглядом, Гелли храбро сказала: — Я сама еще не женщина; поэтому, наверное, было бы много фальши, если бы я пустилась рассуждать о… физической стороне.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫул вӗҫленнӗ тӗлти палӑри-палӑрми сукмак ҫине тухсан Ассоль ури айне халь-халь калаҫма пуҫлас куҫлӑ, шурӑ кӑкӑрлӑ ҫӑмламас хура йытӑ ачашшӑн пӑлтӑртатса кӗчӗ.

Там, где дорога кончилась, переходя в глухую тропу, у ног Ассоль мягко завертелась пушистая черная собака с белой грудью и говорящим напряжением глаз.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ун чӗринче пурнӑҫа улӑштарас, ҫӗнӗрен пурӑнма пуҫлас ӗмӗт ҫуралчӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Иртнине манса пурнӑҫ ҫӗнӗрен пуҫлас пулсан вӑл Лидӑна тек нихҫан та кӳрентерес ҫук, ҫын сӑмахне те ӗненес ҫук.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫемье пурнӑҫне ман ултавран пуҫлас килмест.

Я не хочу начинать семейную жизнь с обмана.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫав кӗрешӗве эпӗ Петрель-фруран пуҫлас терӗм.

Решил начать с фру Петрель.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тӗрӗссипе илсен, эсир пилӗк ехуне алла ехуне тӑранма ҫителӗклӗ чухлӗ апат паратӑр пулсан, вӗсем вара лӑпкӑн ҫиме пуҫлас вырӑнне пӗр-пӗринпе тӳпелешме тытӑнаҫҫӗ.

В самом деле, если вы даете пятерым еху корму, которого хватило бы для пятидесяти, то они, вместо того чтобы спокойно приступить к еде, затевают драку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Наркоз патӑмӑр! — пӗлтерчӗ Варвара Петровна операци пуҫлас умӗн организм ӑшне пӗтӗм ӳт-пӗве туйми туса ҫывӑрттаракан эмел ярсан.

Help to translate

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Вӑрҫӑ ӑнӑҫлӑн вӗҫленессине халӑх тата ҫар шанмасӑр иккӗленме пуҫлас хӑрушлӑх палӑрнӑ.

Появилась опасность, что армия и народ могут усомниться в успехе войны.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ир енне, тул ҫутӑлма пуҫлас умӗн, эпӗ ҫапах та тарса тухса постсене тӗрӗслеме шутларӑм.

Под утро, когда было еще темно, я все же решил выйти посмотреть, проверить посты.

Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫӳлелле ҫӗкленес, вӗренме пуҫлас ӗмӗт ахалех татӑлнӑшӑн кӳренни те мана вӗсем патнеллех тӗртетчӗ.

Оскорблённая надежда подняться вверх, начать учиться — тоже толкала меня к ним.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Полицайсем темскер тата кӗҫӗр каҫхине пуҫлас пирки юмахларӗҫ.

А полицаи что-то говорили про сегодняшнюю ночь.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Пирӗн хушшӑмӑрта ҫулпа аслисем, канаш пама пултаракан ӑслӑ ҫынсем нумай: мана чыс турӑр пулсан, ман канашӑм ҫакӑн пек: вӑхӑта сая ярас мар, юлташсем, тутарсене хӑвалама пуҫлас; мӗншӗн тесен тутар мӗнле ҫыннине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр: вӑл пурлӑха ҫаратнӑ хыҫҫӑн эпир ҫитессе кӗтсе тӑрас ҫук, ҫийӗнчех салатса пӗтерӗ, йӗрне те тупаймӑн.

— Много между нами есть старших и советом умнейших, но коли меня почтили, то мой совет: не терять, товарищи, времени и гнаться за татарином. Ибо вы сами знаете, что за человек татарин. Он не станет с награбленным добром ожидать нашего прихода, а мигом размытарит его, так что и следов не найдешь.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Кӑна эпӗ бусурмансемпе вӑрҫӑ пуҫлас тесе каламастӑп: эпир султана мирлӗ пурӑнма сӑмах панӑ, вӑрҫӑ пуҫласан пире ҫав тери пысӑк ҫылӑх пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен, эпир хамӑр законӑмӑр тӑрӑх тупа тунӑ.»

Так я все веду речь эту не к тому, чтобы начать войну с бусурменами: мы обещали султану мир, и нам бы великий был грех, потому что мы клялись по закону нашему.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Хайхисем ҫапла тума йышӑнчӗҫ: казармӑсенче, рабочисен хваттерӗсенче халех хатӗрленме пуҫлас, хуҫа йыттисем шӑршласа пӗличчен малтан питӗ сыхланса, «влаҫсене» систересрен асӑрханса ӗҫлес.

Решили: немедля начать подготовку по казармам и рабочим квартирам, осторожненько, чтобы не разнюхали раньше времени хозяйские ищейки, не донесли «властям предержащим».

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Шанчӑклӑрах пултӑр тесе, Сема сӗнӳ пачӗ: фабрика лавкинчен ыран ирех мӗн май килнӗ таран кивҫен илме пуҫлас; кивҫен ӗлӗк те парсах тӑнӑ, халӗ, тен, кантуртисем хирӗҫӳрен хӑраҫҫӗ пулсан, икшер хут та ытларах кивҫен парӗҫ.

Для верности Сема предложил: завтра с утра в лавочке фабричной вперед забрать, сколь можно; в кредит я раньше давали, а сейчас, наверно, вдвое дадут, ежели конторские боятся ссоры.

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Калаҫма чарӑнсанах, ҫак чӑмӑрӗсемпе Виктор ҫине ыткӑнса, ӑна тӳпелеме пуҫлас пек туйӑнчӗ мана, ун ҫине пӑхсан.

Я смотрел на Ленчика, и мне представлялось: только он замолчит, как тут же рванется на Виктора с этими самыми своими кулаками и замолотит куда попало.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Кил-йыш лӑпкӑлӑхӗнче ҫакӑ сасӑ, халь-халь сӗтеле ҫапса кӑшкӑрма пуҫлас ҫын сасси евӗр, ытлашши ҫиллес илтӗнет.

 — Спрашивает тоном неприлично суровым среди всего семейного благополучия, тоном человека, готового на окрик, на стучание по столу и так далее.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Халь-халь ҫапӑҫма пуҫлас пек курӑннӑ чухне, куҫӗсем унӑн питӗ хӑвӑрт тӗксӗмленеҫҫӗ.

А глаза очень легко становятся такими, как перед дракой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed