Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахран, унӑн пиччӗшне, Александра, 1887 ҫулта террорла кавара хутшӑннӑшӑн ҫакса вӗлернӗ; Владимира государство умӗнче айӑпа кӗнӗшӗн Ҫӗпӗре янӑ, Дмитрие те нумай пулмасть социал-демократиллӗ идейӑсем сарнӑшӑн уҫҫӑнах полици сӑнаса тӑмалла тунӑ, аппӑшӗ, Анна, хӑйӗн упӑшки Марк Тимофеевич Елизаров пекех, полици куҫӗ умӗнче пурӑнаканскер, тӑтӑшах урӑх ҫӗршывсенчи ҫынсемпе ҫыхӑну тытать.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Кӑшкӑрашнӑ сасса илтсе, Ҫинук та, Сашӑшӑн хытӑ шикленсе пурӑнаканскер, урама чупса тухрӗ.Услышав голоса, она тоже выскочила на крыльцо, охваченная необъяснимой тревогой за Сашу.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Е, ҫитменнине, эсӗ — Пушкӑрт республикинче пурӑнаканскер, хуласемпе ялсенчи кашни урам ячӗсене те, тӗрлӗ организацисен ячӗсене те, ҫав шутра чӑваш ялӗсенче те, вырӑс чӗлхипе пӗрле пушкӑртла та ҫырнине курма хӑнӑхнӑскер, Шупашкарта ҫаксен ячӗсене чӑвашла ҫырнине курмастӑн.
Шупашкар, Чӑн Шупашкар пулсам! // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/5420.html
Тимрук ялтан тухса Куршанкӑ патне те ҫитменччӗ — ун хыҫҫӑн пӗр лав хуса ҫывхарчӗ, Тьӑмай Реппинӗ иккен, Тимруксемпе пӗр урамрах пурӑнаканскер.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шофёрсем вырнаҫнӑ кил хуҫи, тӑлӑх хӗрарӑм, Саша инке, Оля ятлӑ вуникӗ ҫулхи хӗрӗпе ҫеҫ пурӑнаканскер, йывӑҫсен айне икӗ рет хулӑн ҫитти сарса минтерсем хурса пачӗ, витрепе пылтан тунӑ квас лартрӗ; кунта юнашарах утар пурри ҫинчен асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн, хӑйсен икӗ пӳлӗмлӗ, тӑмран шӑлса тунӑ пӳртне кӗрсе кайрӗ.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Хальхинче Элентее урӑххи шухӑшлаттарать: Шерккей — унӑн тетӗшӗ, хӑй шухӑшӗпе ҫеҫ пурӑнаканскер, шӑллӗ сӑмахне — Селиме пирки каланине, хӑлха урлӑ ҫеҫ ирттернӗ иккен, виҫӗ пус кӗмӗле те хуман.
XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак кӑптӑрмӑш хыткан хӗрарӑм, ӳпле пек пӗчӗк ҫуртӗнче арсӑр-ачасӑр пурӑнаканскер, ҫакӑн пек йӗркене епле кӑна ӑста вӗренсе, мӗнле хӑватпа вӗрсе инкекрен хӑтарни ҫинчен шухӑшласа, Шерккей тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, ӑна пӗр сӑмах та хирӗҫ каламарӗ, ыйтмарӗ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унччен тӑватӑ кун маларах тинӗс хӗрринчи Шербург патӗнче тӑракан республика ҫарне пысӑк та кирлӗ полномочипе янӑ Приёр, Марна депутачӗ, ҫав вӑхӑтра Гранвильте пурӑнаканскер, вӑрттӑн ҫыру илнӗ, ӑна та ҫӳлте кӑтартнӑ хута ҫырнӑ алӑпах ҫырнӑ пулнӑ.
I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫак икӗ кун хушшинче унӑн кӑмӑлӗ палӑрмаллах улшӑнчӗ — вӑл, пур боецсемпе те ҫав тери хавасланса пурӑнаканскер, халь кӑштах ютшӑнарах ҫӳре пуҫларӗ.
Хӗр тусӗ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23 с.
Марья Корсунова, полиципе ытти ҫынсемпе пурӑннӑ пекех туслӑ пурӑнаканскер, пупленӗ чух, хӑйӗн сӑмахӗсенче полици шухӑшне палӑртса, ҫапла каларӗ:
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Турӑран пил е каҫару ыйтмасӑр утӑм та тума шикленсе пурӑнаканскер, вӑл пуянсем чухӑнсен юнне ӗмсе шыҫӑннине тавҫӑрать.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Перт графствинчи Денди хулинче ҫуралса, пӗрмаях ҫавӑнта пурӑнаканскер, вӑл тӗп шотландец пулнӑ.Уроженец и постоянный житель города Денди в графстве Перт, он был коренным шотландцем.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку вӑрман кайӑкӗ — пурӑнаканскер.
Ӑнланса илмелле мар тискер кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.
Тата ҫак вӑхӑтрах Катя та вӗри чӗри мӗн хушнипе пурӑнаканскер, хӑйӗнчен ҫак ҫӑлтӑрсем пекех инҫетре пулнӑ пек туйӑнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Николай пурӑнаканскер мар!
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Казаксем кӗпӗрех сылтӑма кайса тӑчӗҫ, пӗртен пӗр атӑ-пушмак ҫӗлекен Зиновий ҫеҫ, Коршунов ҫине шӑл хӑйраса пурӑнаканскер, уҫланкӑри ҫунӑк тунката пек, малтан тӑнӑ вырӑнтах тӑрса юлчӗ.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тимӗрҫи вара, унпа тахҫантанпах хирӗҫсе пурӑнаканскер, хӑй тем пек вӑйлӑ пулсан та, Чуб килте чух ун хӗрӗ патне тем тусан та хӑйса кӗрейми.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл, вӑтӑр ҫула ҫитнӗ хӗрарӑм, ача ҫуратма пӑрахнӑскер, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пурӑнаканскер, ним ҫукранах ҫатӑртатса кайма пултараканскер, йӑлтах чечекреччӗ.Она была во всей силе тридцатилетней нерожающей, раскормленной и раздраженной женщины.
XVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Тен, ку чӑнах та тӗрӗсех пулнӑ пулӗ, анчах эпӗ, тахҫантанпах Пекинта пурӑнаканскер, ӑна-кӑна асӑрхаман.Он, пожалуй, был прав, однако я, старый житель Пекина, этого не замечал.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.
Эпӗ ӑс-шутпа пурӑнаканскер, эпӗ ирсӗр…
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.