Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуйса (тĕпĕ: пуй) more information about the word form can be found here.
Тен, хӑй те пуйса кайнӑ пулӗччӗ те, мӑштӑрккарах пулни хуплать.

Может, он и сам бы разбогател, будь чуть-чуть порасторопнее да поухватистее.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн туса мӗнпе йӳнеҫтермеллине вӑл ҫав самантра хӑй те пӗлмен, анчах ҫирӗппӗн шанса тӑнӑ: хӑҫан та пулин пӗрре пуйса каять, пуйса каятех, ҫын картине кӗретех…

Как, чем — он еще не представлял, но верил твердо: когда-нибудь он все равно займет достойное место среди людей…

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна пуйса каяс ӗмӗтрен никам та пӑрайман.

Никто не мог отнять у него мечты о богатстве.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй пуйса кайнине, вӑй илнине Яка Илле ял ҫыннисем умӗнче ҫапла паллӑ тунӑ.

Свое «становление» Илле Щеголь отметил перед односельчанами так.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле мӗнле майпа пуйса кайни ҫинчен Шуркассинче тӗрлӗрен калаҫаҫҫӗ.

О том, как Илле удалось вдруг разбогатеть, в Шургасах толковали по-разному.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Илтнӗ вӑл таҫтан: Уралти хуласенче панулми хаклӑрах, унтан самаях пуйса таврӑнма пулать.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пысӑк супинккеҫӗ эсӗ, Тогаев, ху пахчуна тулӑ акса пуйса каясшӑн.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай алманчи пулса тӑчӗ те йӑл илчӗ, унтан пуйса кайрӗ.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытлашши пуйса килеймерӗ пулас.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫуннӑ хулара ытлашши пуйса пулмӗ.

Help to translate

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хитре сӑмахран кӗрӗк ҫӗлетеймӗн, Чапкун тав тунипе те пуйса лараймӑн.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллӑ, халь ӗнтӗ Тукай мӑрса тата ытларах пуйса каять.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай астӑвасса Урасметӑн нимле тӗкме те ҫукчӗ, кур-ха, алманчӑ пуйса пынӑҫем картине те тӗреклетсе пырать.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамыш ашшӗ, Магмет-Эминь вӑхӑтӗнче Хусанта чаплӑ мӑрса шутланнӑскер тата ывӑлӗ Чалӑмран ярса тӑракан япаласене сутса пуйса кайнӑскер, Шигалей хана ӗнтӗ темиҫе хутчен те курма ӗлкӗрнӗ, хӑй те ун патӗнче йышӑнура пулнӑ.

Help to translate

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай несӗлӗ мӗнле пуйса кайни пирки ҫынсем тӗрлӗ каласа кӑтартаҫҫӗ.

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ха, мӗнле пуйса кайнӑ Дормидонтыч!

Help to translate

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Выҫӑ ларакансем вилсе пӗтчӗр, тырпуллӑ хресченсем пуйса пыччӑр пулать-и?

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Петӗр Дормидонтӑчӗпе Тимахвийӗ, ытлашши пуйса кайнипе пулӗ, пирӗн пек кӗлмӗҫсене паллами пулчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуясси — сухалран килмест иккен: Эливановсене ҫитесси аякра та, ҫапах пилӗкҫӗр пин тенкӗ патнелле пур та пулӗ паян ҫав час пуйса кайнӑ Паймук хуҫан.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паймук хӑвӑрт пуйса кайнӑ (хӑмла ҫине вӗлтрен вӑрри нумай хутӑштарса сутать, тетчӗҫ ун патӗнче ӗҫлекенсем), ывӑлӗсене уйӑрса уйрӑм хӑмла авӑнӗ лартса панӑ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed