Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Парижа Прусси ҫарӗ хупӑрласа илнӗ йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерет, Парижа хӳтӗлеме чӗнсе прокламацисем пичетлет, революцилле Францие хирӗҫ пыракан вӑрҫӑ киревсӗр пулнине ӑнлантарса нимӗҫ салтакӗсем патне ҫырусем ҫырать, анчах ҫав ҫырусем усӑ кӳреймеҫҫӗ.
I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Вӗсем, хӑйсен индивидуаллӑ интересӗсене сыхлас майпа, чӗрӗ ҫыннах — француженкӑна — Прусси офицерне сутса яраҫҫӗ.
Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.
…Франци ҫӗршывне Прусси ҫӗнтерсе илнӗ.
Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.
(Вӑл вӑхӑтра, хӗрӗхмӗш ҫулта, пӗр тӗне ӗненмен ҫынсем мӑшӑрланнӑ пирки Прусси правительстви Кельн архиепископӗпе тавлашнине пӗтӗм Германи астунӑ-ха).
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Лӑпах ҫавӑн пек ҫынсӑрлӑха, халӑх ҫавнашкалах хӑвӑрт тарса пӗтнин йӗрӗсене асӑрханӑччӗ Григорий казак полкӗсем Хӗвелтухӑҫ Прусси тӑрӑх ывтӑнса ҫӳренӗ чух.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Ҫакӑнта, анне куҫӗ умӗнче выртиччен, вилмеллеччӗ сан ӑҫта та пулин Прусси ҫӗрӗнче!» — хӑй ӑшӗнче пиччӗшне ӳпкелесе каларӗ те Григорий, виле ҫине пӑхса илсе, сасартӑк кӑвакарса кайрӗ.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗртен-пӗр хура вилӗм кӑна халӗ те Прусси хирӗсенчи пекех пӗтӗм кӳлепипе йӑтӑнса тӑчӗ, хӑратрӗ, чӗрчун хавалӗпе упранма хистерӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Германи вӑрҫи вӑхӑтӗнчех, полк Прусси тӑрӑх тылра ҫӳренӗ чухне, бригада командирӗ — ятлӑ-шывлӑ генерал — вуникӗ сотньӑна строя йӗркелесе тӑратрӗ те: — Илетӗр — икӗ сехет хушши хула сирӗн алӑра пулать, — терӗ сӑртсем айӗнче ларакан пӗчӗкҫӗ хула ҫинелле чӑпӑрккипе кӑтартса.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ ӗнтӗ, Прусси, Галици, Буковина тата Польша хирӗсенче 3 1/2 ҫула яхӑн юнлӑ вӑрҫӑ пынӑ май, казаксемпе германецсем пӗр-пӗрин ҫарӗсен паттӑрлӑхӗпе ҫирӗплӗхне пушшех хисеплеме вӗренсе ҫитрӗҫ, паян кун та вӗсем, пӗр-пӗрне ырӑ чунлӑ икӗ салтак пек аллисене тӑсса парса, тӑван Донӑн ирӗхлӗхӗшӗн пӗрле кӗрешеҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вырӑссем те, Прусси салтакӗсем те сарлака фронт туса вырнаҫнӑ.
Шутлама мар, ҫӗнтерме килнӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Вилни ҫулталӑк ҫитнӗ е асӑнса ҫинӗ кунсенче кирек мӗнле татӑлса йӗр, — илсе ҫитереймӗ хӗвелтухӑҫ ҫилӗ ҫав хурлӑхлӑ хӳхлеве Галиципе Хӗвелтухӑҫ Прусси таран.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Нумай казаксем тухмарӗҫ хуторта — вӗсене Галици, Буковина, Хӗвелтухӑҫ Прусси, Карпат, Румыни хирӗсенче ҫӗтере-ҫӗтере хӑварнӑ; вӗсем вилесем пулса выртса юлнӑ ӗнтӗ, тупӑсем кӗмсӗртетсе кӗл тунӑ кӗрлевре ҫӗрсе пӗтнӗ; халӗ тӑвансен масарӗсен ҫӳллӗ тӗмескисене хыт хура сырса илнӗ, ҫумӑр пусӑрӑнтарнӑ, кӗрпеклӗ сивӗ юр шӑлса кайнӑ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӳхлеҫҫӗ казачкӑсем, вӗсен тӑванӗсем-тусӗсем кашни кун юн тӑкаҫҫӗ, пуҫӗсене хураҫҫӗ, унтан куҫӗсене сӳнтерсе, нихҫан вӑранми ыйха путса, Австри, Польша, Прусси ҫӗрӗсенче тупӑ сассипе ҫӗрсе кайса, тӑпра пулаҫҫӗ…
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Галиципе хӗвелтухӑҫ Прусси, Карпатпа Румыни хирӗсем, — вӑрҫӑ вучӗ варкӑшнӑ вырӑнсемпе казак учӗсен ура чӗрнийӗ йӗрӗсем юлнӑ ҫӗрсем йӗркеренех этем виллисемпе витӗнчӗҫ.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ромашов вокзала каҫхине, Прусси чикки умӗн кунта юлашки хут чарӑнакан курьер пуйӑсӗ ҫитнӗ тӗле ҫӳреме юратать.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Карагьозоолуран — икӗ кӑкшӑм, Бейзаде Мичоран — чечек лартмалли илемлӗ кӗленче вазӑсем, Саранов Мичоран — пысӑк кавир, Недкович Николайран — Франципе Прусси хушшинчи вӑрҫа кӑтартакан ӳкерчӗксем, Бенчоолуран — кивелсе туснӑ кушеткӑ, хулара унӑнни пекки, урӑх никамӑн та ҫук; Марко Ивановӑнне — Бухарестран илсе килнӗ пысӑк куҫ кӗски те «асап куракансене» ушкӑнпа ӳкернӗ портрет, хӗрарӑм мӑнастирӗнчен — мамӑк минтерсем, шкултан — Австрали карттипе глобус, чиркӳрен вара — пӗчӗк люстра илсе килтерчӗҫ, ҫав люстрӑпа ҫак «пӗтӗм тӗнчери» выставкӑна ҫутатмалла пулать ӗнтӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чи малтанхи балт чӗлхинчи ҫӑлкуҫ авалхи прусси чӗлхинчи tusnan «лӑпкӑ» сӑмахран пулнине кӑтартать.Балтский первоисточник указывается как др.-прусск. tusnan «тихий».
Цна (Припять юппи) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A6%D0%BD%D ... %BF%D0%B8)