Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

питӗрсе (тĕпĕ: питӗр) more information about the word form can be found here.
Утмӑшран вӗсен, пӳрт-ҫурта питӗрсе, Уҫтук асламӑшне тата икӗ йӑмӑкне — вунпӗре кайнӑ Хветурапа улттӑри Верука лартса таврӑнчӗҫ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Виҫӗмкун вара ҫапла каларӑм хама хам: ҫитет кунашкал пурӑнса, ҫитет килти пурнӑҫӑма курӑнман ҫӑраҫҫипе питӗрсе усраса, терӗм.

Help to translate

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чертежра кӑтартнӑ вырӑнта ҫӗнӗ шӑтӑксем шӑтарӑр та киввисене пӗтӗмпех растворпа питӗрсе лартӑр вара.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл шифоньера питӗрсе илчӗ те, лайӑх питӗрӗнчӗ-ши тесе, пӗр-ик хут туртса пӑхрӗ, уҫҫине паҫӑрхи ҫӗре, матрас айне хучӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Питӗрсе тытать ӑна Ҫтаппан.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Альбина хурӑн патне пӗшкӗнсе сӑнӳкерчӗксене хӑйсен вырӑнне майлаштарса лартрӗ, шӑтӑка хуппипе каялла питӗрсе хучӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Кашни ир, стена ҫинчи куккуклӑ кивӗ сехет саккӑр ҫурӑ ҫитнипе пӗлтерсе авӑтсан, эпир, иксӗмӗр те, хутпа чӗркенӗ кӑнтӑрлахи апат йӑтса, ӗҫе тухса каяттӑмӑр, пӳрте питӗрсе хӑвараттӑмӑр.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Алӑка питӗрсе хурать?

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Алӑка Аня амӑшӗ уҫрӗ, анчах мана курчӗ те шалт кӑна каялла хупса, питӗрсе хучӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хамӑн ирӗкпех кӗтӗм, — мӑрье шӑтӑкне питӗрсе пукан ҫине ларчӗ Аркаш.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл ҫапах та аптраса ӳкмен, мӗнпур вӑйне пухса, сутӑнчӑксене хӑй ҫинчен сирсе ывӑтнӑ, юнашар пӳлӗме чупса тухӑ тӑ питӗрсе лартнӑ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укапи карчамас кайсассӑн пӗр тапхӑра Укаслу ним тума пӗлеймесӗр тӑчӗ, унтан хӑй вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ те алӑк патне чупса пырса часрах кӗлепе питӗрсе лартрӗ.

Help to translate

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ылттӑн ҫӗрпе хӗресе Кару юпи шӑтӑкне Хунӑ чиксе питӗрсе Майра патша асӑмне.

Help to translate

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Улькка аппа халӗ хӑй те хӑй мар — ӑна самантрах темле паламалла мар ӑнӑҫлӑ куҫпӑван савӑнӑҫӗ хупласа хучӗ, вӑл, чун-чӗри ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, сассӑр юрласа та ташласа, карҫынккине хӑпӑл-хапӑл алла илчӗ те чӗрӗ курӑк хушшинчи шӑрчӑк пек тринк-тринк-тринк сикме те хатӗрскер, кӗлетрен юхса тухрӗ, кӗлетне самаях мӑнттай ҫӑрапа чӑнкӑр-чӑнкӑр питӗрсе илчӗ.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ун хуҫи, куҫне вӑрӑлла хыҫалалла та малалла ывӑткаласа, алӑка шӑкӑрт-шакӑрт питӗрсе илчӗ, ун хушшине «эпӗ района эмелсем туянма каятӑп» тесе ҫырнӑ хут татки хӗстерсе хучӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кун йышши вӑрттӑнлӑхсене мана хама та килти «тутӑрлӑ прокурортан» сахал мар «сунтӑха ҫӑрапах питӗрсе илме» тиветчӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӗррехинче, ӗҫ хыҫҫӑн, сыхлӑх камеринчен тухса алӑка ҫӑрапа питӗрсе илес тесе тӑраттӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӑматанӗ тӳпемиех тулсан, хупӑлчине таччӑн пусарса хупрӗ, ӑна пӗчӗк уҫӑпа питӗрсе илчӗ, вара сӗтел хушшине такам ҫавӑтса пынӑ пек, хӑрт вӗҫнӗ пек, уйӑх ҫапнӑ пек ытла та хистенсе, вайкаланса пырса ларчӗ, сунтӑхран хистене-хистене хутпа (тетрадь листине вӑтӑрнӑскерпе) кӑранташ кӑларса, ҫырма пуҫларӗ:

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Стройматериала ӗҫ хыҫҫӑн хваттерте хӑварнӑ, хваттере питӗрсе илнӗ, уҫҫине подъездри сейфа хунӑ.

Стройматериал оставили в квартире после рабочей смены, квартиру заперли, ключ положили в подъездный сейф.

Кабель сутса эрех туяннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34331.html

Маюк инке сӗте нӳхрепе мар, ҫенӗкри пысӑк арчана лартса, ҫӑрапа питӗрсе илекен пулчӗ.

Help to translate

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed