Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл выртнӑ ҫӗртен тӑнӑ Берендей патне пычӗ те, вӑкӑрӗ ун пиншакӗн кӗсйи тӗлне сӑмсине тӗкрӗ, кӗсйинче ҫӑкӑр чӗлли курӑнать.
«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.
Петро, кӗрӗк пиншакне йӑпӑр-япӑр хывса, типтерлӗн юр ҫине майласа хучӗ; пиҫиххине салтрӗ, ҫӗлӗкне, симӗс кӗпине хыврӗ; кӗрӗк пиншакӗн арки ҫине ларса, сӑнӗпе кӑвакарнӑҫем кӑвакарса, аттине туртма пуҫларӗ.
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий, Лихачев ятлаҫнине пӑхмасӑр, ӑна хӑй ухтарчӗ, кӗрӗк пиншакӗн кӗсйинчен тепӗр браунинг туртса кӑларчӗ, маузерпа полевой сумкине хывса илчӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Подтелков каллех аялалла персе анчӗ, хулпуҫҫийӗ тӗлӗнче сӑран пиншакӗн ҫӗвви татӑлса тухрӗ, ура пӳрнисем хальхинче те ҫӗре перӗнчӗҫ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӗрӗк пиншакӗн петлици ҫумне хӗрлӗ хӑю ҫӗленӗ Баланда учитель, кӑвакарса симӗсленнӗ тутине пит тутрипе картласа, халӑх ушкӑнӗ варринче тӑрать, ҫивӗч куҫӗсене йӑлкӑштарса хӗрӳллӗн калаҫать:
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пиншакӗн ҫанни хӑйӗн сывлӑм шывӗпе йӗпеннӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ну, аран-аран тӑна кӗтӗм, ун патне ярса пусрӑм, ӑна питӗнчен суртӑм та шалаварӗпе пиншакӗн кӗсйисене тавӑрма пуҫларӑм.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Уртса янӑ пиншак айӗнчен хул калакӗсем шӗвӗр кӗтессем пек тухса тӑраҫҫӗ, ҫӳҫне вӑл нумайранпа кастарман, хура ҫӳҫӗн пысӑк пайӑркисем, лӗпки ҫине лартнӑ картусӗ айӗнчен тухса, сарлака тӗксӗм мӑйӗ ҫине, пиншакӗн вараланчӑк ҫухи ҫине пӗтӗркеленсе выртнӑ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Акӑ вӑл, халь асӑннӑ хаҫат, ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш числинче тухнӑскер, — васкамасӑр, ватӑ ҫыннӑн ҫинҫерех сассипе калаҫать старик, хӑй ҫав вӑхӑтрах пиншакӗн шалти кӗсйинчен тирпейлӗн тӑватӑ хут хутлатса чикнӗ хаҫата туртса кӑларчӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ара вӑл нимех те мар! — хуравласа ирттерсе ячӗ Ванюшка, унтан, ҫӳҫеннипе хутланкаласа илсе, сӑран пиншакӗн тӳмисене тӳмелесе лартрӗ те ҫапла каласа хучӗ:— Да это же неважно! — досадливо отмахнулся Ванюшка и, зябко ежась, застегивая кожанку, проговорил:
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Крыльца умӗнче вӑл, Тимофей пиншакӗн ҫаннинче кӑрт туртса, чарӑнса тӑчӗ.Возле крыльца он остановился, тронув рукав Тимофеева пиджака.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӑвак пиншакӗн кӗсьинчен хӗрлӗ пурҫӑн тутӑр курӑнса тӑни тата «павлин куҫӗ» пек тӗрӗллӗ галстук ҫинче сапфир чулӗнчен тунӑ такан йӑлтӑртатни те сахал.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун хыҫҫӑн вӑл нумайччен вӑтанса, пӑшалӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑнине курсан, унтан саплӑклӑ пиншакӗн подкладки айӗнчен аллӑ пус укҫа кӑларса шуралса кайса леш ҫынна панине курсан, Гаврикӑн ӑна хӗрхенсе йӗресси килнӗ.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949