Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пенӗ (тĕпĕ: пер) more information about the word form can be found here.
Пенӗ хыҫҫӑн фургон ҫаплипех малалла кайрӗ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кашӑксемпе такӑртаттарни, ҫӗршер ура тапӑртатни, тарӑхнӑ сасӑсем ҫухӑрашса шавлани подвалти шӑршлӑ сывлӑшра тупӑран пенӗ пекех илтӗнсе тӑчӗ:

Точно орудийный залп, потрясли затхлый воздух подвала стук ложек, топот, свист и гул гневных голосов:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кивӗ валаксемпе шӑтӑк лакӑмсене аяккалла пенӗ май, вӗсем мастер директорпа хирӗҫнӗ вӑхӑтра кунталла ывӑтнӑ пӑхӑр листасене курчӗҫ.

Отшвыривая в сторону старые желоба и дырявые баки, они вдруг наткнулись на медные листы, выброшенные сюда мастером при перепалке с директором.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Курорта е санаторие каяс пулать сирӗн, — тӑм пӑшалпа пенӗ пек, тӗлсӗр персе ятӑм эпӗ.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вырӑссем тупӑсенчен пенӗ хушӑра Ту енчи мӑрсасен утлӑ ҫарӗ вӑрманалла каялла чакать, пеме чарӑнсан пӑлхавҫӑсем хӑйсене хирӗҫ тухассине сыхласа крепость ҫывӑхне пырать.

Help to translate

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах хурана хӑлӑпран ҫаклатма ӗлкӗреймерӗ, ҫав вӑхӑтра Ахтупай ун-кун пӑхкаларӗ те ал айӗнче ним ҫукран вӑрӑм тенкел ҫинче выртакан кӗслене ярса илчӗ, ӑна ик кӗтессинчен тытса, пӑр таткине пенӗ пек, игумена пӗтӗм вӑйпа пуҫран шанлаттарчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе ҫӗрте вут-ҫулӑм курӑнчӗ, пӑшал пенӗ сасӑсем йышланчӗҫ.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле тӗплӗ шырасан та пенӗ ухӑ йӗпписене нумайӑшне тупаймарӗҫ.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухӑпа пенӗ чух ӑмӑртса пӑхрӗҫ — тӗл тивертессипе ӑна пӗри те ҫитеймерӗ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗҫ-пӑшал ҫитменнипе чулсемпе те пенӗ, сенӗкпе те чикнӗ, пуртӑпа та каснӑ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупӑсем пенӗ хушӑра Воротынскипе Мстиславский воеводӑсем ертсе пыракан икӗ полк пӗр харӑс хӳмесем ҫине тапӑнса кӗчӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пищальниксем ҫавӑнтах кимӗсемпе пӗренесем хыҫне кӗрсе выртрӗҫ, унта та кунта пищаль тупӑ евӗр чӑшлатса пенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кам пенӗ апла тутарсене?

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ют ял ҫынни килсе кӗмен ӗнтӗ, хамӑр ялсем пенӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухӑпа урӑх ҫӗрте пенӗ пулӗ, пирӗн ялта мар.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухӑсемпе хӑратмалла ҫеҫ пенӗ пулмалла, мӗншӗн тесен, юлан утпа пыракансем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, ухӑ йӗпписем пуҫ ҫийӗнчен ҫеҫ шӑхӑрса иртнӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пенӗ чух эс манран канаш ыйтман, — сиввӗн тавӑрчӗ Виктор Андреевич.

Help to translate

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эпӗ, эс пенӗ пулӗ терӗм, Вихтӑр.

Help to translate

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Итлӗр-ха, ачамккӑсем, ҫапах пӑшие вӑрман ӗҫлекенсем пенӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ирсӗр нимӗҫе эс пенӗ Пӑшалпа та перопа.

Help to translate

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed