Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тата унӑн органӗсене йӗркелемелли, вӗсем ӗҫлемелли никӗссене, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ тата унӑн органӗсем ирттерекен ларусен тулли правӑлӑхне федераци саккунӗ, Чӑваш Республикин Конституцийӗ, Чӑваш Республикин саккунӗсем тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Регламенчӗ палӑртса параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
3. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха туса пыраканӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне салатса яма, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр ларӑвне пухмашкӑн ыйтма, Чӑваш Республикин ҫӗнӗрен суйланӑ Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш ларӑвне ҫак Конституцире кӑтартнӑ срокран маларах чӗнсе пухма, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Конституцине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен сӗнӳсем тӑратма право ҫук.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
3. Чӑваш Республикинчи патшалӑх влаҫӗн органӗсем граждансене патшалӑх ӗҫӗсене тытса пымалли правӑсене пурнӑҫлама тӳррӗнех е хӑйсен представителӗсем урлӑ майсем туса параҫҫӗ, ҫав шутра Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗсене вӑхӑтра палӑртас тата ҫав суйлавсене тивӗҫлӗ вӑхӑтра ирттерес ӗҫе саккунпа ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх гербӗ тата Чӑваш Республикин Патшалӑх ялавӗ ҫинчен калакан положенисене, Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗн текстне ҫирӗплетнӗ.
Олег Николаев Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/29/glava-chu ... aet-s-dnem
Ҫӗнӗ саккун проектне Патшалӑх Думипе Федераци Канашӗн патшалӑх тытӑмне йӗркелекен комитетсен председателӗсем — Павел Крашенинниковпа Андрей Клишас — ҫӗнетнӗ Конституцие аталантарас енӗпе сӗннӗ, вӑл регионсенчи патшалӑх влаҫ органӗсем ҫинчен калакан саккуна ылмаштармалла.
Тутарстан парламенчӗ республика президенчӗн должноҫне улӑштарма хирӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30073.html
«Саккун проекчӗн уйрӑм положенийӗсем РФ Конституци йӗркин никӗсне, вӑл демократиллӗ федеративлӑ право патшалӑхӗ пулнине, хирӗҫлеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Патшалӑх Канашӗн патшалӑх тытӑмӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ Альберт Хабибуллин («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»).
Тутарстан парламенчӗ республика президенчӗн должноҫне улӑштарма хирӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30073.html
Юханшывсем тусанлӑ тусем ҫинчен кӗрлесе анса, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе хытӑ шавласа юхакан кӑпӑклӑ юхан шывсем пулнӑ пекех, вӑрҫӑ кӗмсӗртеттерме пуҫласассӑнах ту ҫинчи Буржуйсен Патшалӑхӗнче востанисем тапранса кайрӗҫ те, Тӳрем ҫӗрти Король ҫӗрӗнчен те, Юрлӑ патшалӑхран та, тата Шӑрӑх патшалӑх ҫӗршывӗнчен те хӑйсен ҫилӗллӗ сассисене пиншерӗн-пиншерӗн пачӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
3) 8 статьян 4-мӗш пайӗнче «федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен органӗ» сӑмахсене «физкультурӑпа спорт сферинче патшалӑх политикине туса хатӗрлес тата пурнӑҫлас тата нормативлӑ право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе пырас енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спорт сферинче патшалӑхӑн пулӑшу ӗҫӗсене туса парас (спортра допинга сирсе ярас тата унпа кӗрешес ӗҫе кӗртсе) тата патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе ӗҫлекен федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗ (малалла – федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен органӗ)» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Физкультура тата спорт ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №56 от 20 сентября 2018 г.
«3) Чӑваш Республикин патшалӑх власть органӗсем тата Чӑваш Республикин патшалӑх учрежденийӗсем энерги перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе патшалӑх информаци тытӑмне йӗркелеме тата ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерме полномочи панӑ федерацин ӗҫ тӑвакан власть органне энергетика ресурсӗсемпе усӑ курни ҫинчен калакан декларацисене федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ палӑртнӑ йӗркепе тӑратассине йӗркелесси;»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №53 от 20 сентября 2018 г.
4) енчен те тавлашуллӑ йышӑнусем, ӗҫсем (ӗҫлеменнисем) Раҫҫей Федерацийӗн нормативлӑ право акчӗпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ, ачасен прависемпе саккунлӑ интересӗсене пӑсаҫҫӗ, вӗсен прависемпе саккунлӑ интересӗсене пурнӑҫлама чӑрмантараҫҫӗ е вӗсене саккунлӑ мар майпа мӗнле-тӗр тивӗҫлӗ туса хунӑ пулсан, Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене е ытти уҫӑ полномочисене панӑ ытти органсен, организацисен, должноҫри ҫынсен, патшалӑх е муниципалитет служащийӗсен йышӑнӑвӗсене тата ӗҫӗсене (ӗҫлеменнине) саккунлӑ мар тесе йышӑнма ачасен прависемпе саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлес тӗллевпе суда административлӑ тавӑҫ заявленийӗсем тӑратма;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №34 от 07 мая 2019 г.
2. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 9 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 15, 17, 21, 22, 52, 581, 60, 63, 64, 651, 66 тата 67 статйисен тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 9 №-лӗ саккунӗ ҫумне 6-мӗш хушса ҫырнин (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) положенийӗсен вӑйӗ ҫак Саккун вӑя кӗнӗ кун тӗлне ӗҫлекен суйлаври Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен хушма суйлавне ирттернӗ май пуҫланнӑ право хутшӑнӑвӗсене пырса тивмеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №16 от 07 марта 2019 г.
«Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗсем аттракционсене патшалӑх регистрацийӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ юридически пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫланӑшӑн илекен патшалӑх пошлинине (ӑна патшалӑх регистрацийӗ тунӑ, юридически пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫланӑ е документсем панӑ вырӑнта куҫарса параҫҫӗ) – 100 процент нормативпа.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен (35№ саккун 2019) // Михаил Игнатьев. Закон № 35 от 07 мая 2019 г.
Ҫак пайӑн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ йышӑнӑва тунӑ чухне Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органне пӑхӑнса тӑракан, патшалӑх юридически бюровӗн ҫак Саккунпа пӑхса хӑварнӑ уйрӑм тивӗҫӗсене пурнӑҫлас ӗҫ унӑн ӗҫ-хӗл тӗллевӗ шутланакан Чӑваш Республикин патшалӑх учрежденийӗ право пулӑшӑвне тӳлевсӗр паракан патшалӑх тытӑмӗн ӗҫне хутшӑнакан шутланать тата ҫак Саккунӑн 6 статйинче кӑтартнӑ граждансене ҫак Саккунӑн 8 статйипе палӑртнӑ йӗркепе тата ҫак Саккунӑн 5 статйин 1-мӗш пайӗпе палӑртнӑ тӗслӗхсенче (тавӑҫ заявленийӗсене, пӗтӗмӗшле юрисдикци судне паракан административлӑ тавӑҫ заявленийӗсемпе жалобӑсене, апелляци, кассаци, надзор жалобисене ҫырса хатӗрленисӗр пуҫне) тата 2-мӗш пайӗпе палӑртнӑ тӗслӗхсенче (судсенче граждансен интересӗсене хӳтӗленисӗр пуҫне) право пулӑшӑвне тӳлевсӗр парать.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
6. Енчен те тӑтӑш турттарас ӗҫе йӗркелесе тӑракан хаксем тӑрӑх пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туянасси ҫинчен калакан документсемпе (ҫавнашкал ӗҫсене пӗртен-пӗр подрядчикран туяннӑ чухне) е тата патшалӑх е муниципалитет контракчӗпе подрядчике ҫавнашкал ӗҫсене пурнӑҫланипе пулнӑ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма субсидисем уйӑрса пама палӑртнӑ пулсан, патшалӑх е муниципалитет контракчӗн малтанхи (чи пысӑк) хакне, пӗртен-пӗр подрядчикпе тӑвакан патшалӑх е муниципалитет контракчӗн хакне асӑннӑ субсидисене шута илсе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
патшалӑх е муниципалитет контракчӗн чӑнласа пурнӑҫланӑ ҫавнашкал ӗҫсен калӑпӑшне шута илсе тӳлесе татӑлмалли йӗркене, анчах та ҫав калӑпӑш виҫи патшалӑх е муниципалитет контракчӗпе палӑртса хӑварнӑ ӗҫ единицин хакӗ тӑрӑх патшалӑх е муниципалитет контракчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫламалли ӗҫсен калӑпӑшӗнчен иртмелле мар.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Патшалӑх е муниципалитет контракчӗн тӗллевӗ йӗркелесе тӑракан хаксемпе тӑтӑш турттарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене патшалӑх е муниципалитет контрактне тунӑ юридически сӑпат, уйрӑм предприниматель (малалла – подрядчик) патшалӑх заказчикӗ е муниципалитет заказчикӗ ҫирӗплетнӗ требованисемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлани шутланать.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Иртнӗ эрнере патшалӑх сӑнав станцийӗн Ульяновск облаҫӗнчи филиалӗн начальникӗ В.В.Шиляев, «Чувашский» ГЦАС директорӗ А.П.Коршунов, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Колос» патшалӑх унитари предприятийӗн директорӗ Э.Л.Митрофанов Нӗркеҫ ялӗнчи патшалӑх сӑнав станцийӗн ӗҫ-хӗлне хакланӑ, ял хуҫалӑх культурисене мӗнле ҫитӗнтернипе кӑсӑкланнӑ.
Комисси ӗҫе хакланӑ // А.АНТОНОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05
Конституци те сыхланса юлнӑ, Патшалӑх Канашӗ те ӗҫлет, Чӑваш патшалӑх университечӗ те, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те пур.
Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Участокра кашни суйлавҫӑ виҫӗ бюллетень илӗ: пӗрремӗшӗ – пӗр мандатлӑ округпа Патшалӑх Думине суйламалли, иккӗмӗшӗ те Патшалӑх Думине, анчах та парти списокӗпе суйламалли, виҫҫӗмӗшӗ – ЧР Патшалӑх Канашне пӗр мандатлӑ округпа тата парти списокӗпе суйламалли.
Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
28. Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр, 29. Мана Аттем Патшалӑх панӑ пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп: 30. Манӑн Патшалӑхӑмра, Ман сӗтелӗм хушшинче ӗҫсе ҫийӗр, Израилӗн вуникӗ ӑрӑвне сут тумашкӑн аслӑ пукан ҫине ларӑр, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.