Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимпе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӗрарӑм Макара та алӑ пачӗ, анчах ӑна хӳхӗм каччӑ ҫумӗнче ҫак тирпейсӗр ҫи-пуҫлӑ, нимпе палӑрса тӑман ҫамрӑк ҫын кӑшт та илӗртмерӗ пулас.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Нимпе ӳкӗте кӗртме ҫук ӑна — пар та пар!

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл куна нимпе те каҫармӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Аппа ятарласах чӗнмен пулсан, нимпе те килессӗм ҫукчӗ, нимпе те уйрӑлас ҫукчӗ чун савнинчен.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ху нимпе те хӑяймастӑн ӗнтӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл нимпе те унашкал тӑвасшӑн мар.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне хӑй тыткалайми пулса: — Эккей, ара, никампа та хаяр ятлӑ пулас мар тенӗччӗ-ҫке… Тӑшман нимпе те лӑпкӑн усрасшӑн мар мана. Лаша сахал пулчӗ-шим уншӑн? Ӗнепе пӑрӑва та пӗтерес терӗ эппин. Ку ытларах ӗнтӗ. Кӑна ниепле те тӳсме ҫук, — хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Икӗ лашана хуралҫӑ ҫирӗм пуссӑр нимпе те парса ярас ҫук.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Каҫар, Энтрей, сана, пӗртен-пӗр хаклӑ кӳрше, нимпе те хӑналаймастӑп, — пуҫларӗ Озеров.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах лаши урисемпе каялла тӗревленчӗ, витерен нимпе те тухасшӑн пулмарӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ара-ҫке, ачасем выляма пуҫларӗҫ те ав кунта, нимпе те чарма ҫук.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпир те пӑлхавҫӑсем енне куҫасшӑн тенине нимпе те ӗненмест вӑл.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрамӗ, шанчӑкне пачах ҫухатнӑскер тата хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗскер, нимпе те кӑсӑкланмарӗ, кирек мӗн тӑвӑр тенӗ пек ал сулчӗ те аллине шакӑ ярса тытрӗ, ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗтӗм ӗҫе Мамич-Бердейпе Ахматек ертсе пычӗҫ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Нухайри йӑлисене нимпе те пӑрахаймасть.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килсен — йышӑнать, калаҫать унпа, хӑй нимпе те каймасть.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл эрленнӗ чунне нимпе пусараймасӑр такмакласа илчӗ: «Пултран-пасарта суккӑр хӗр те каччӑ тупать, суккӑр каччӑ та хӗр тупать»…

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑҫал ҫулӗ ҫавӑн пек ӑнӑҫсӑр-ши е вырӑс турри хӑйӗн хӑватне кӑтартать-ши, чиркӳ ҫыннисемпе ҫар ҫыннисемсӗр нимпе те чӳк ирттерме ҫук.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем хӑйсен ҫиллине нимпе пусараймасӑр нумайччен саланасшӑн пулмарӗҫ, чӗлхе вӗҫне килнӗ чи хаяр сӑмахсемпе мӑнастире, унпа пӗрле хӑйсене утӑсӑр хӑварнӑ «вайпут ҫыннисене», тиексемпе стрелецсене ылханчӗҫ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атте ыйтса пӑхрӗ Иван патшаран, кӑларса ярасшӑн мар нимпе те мана Нухай ҫӗр-шывне.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Вилӗ мулкач» вӗсемшӗн нимпе те тупӑнмарӗ, ҫапла хӗр шырасах мӑрсапа ун ҫыннисем Сӗнтӗр шывӗ хӗррине пырса тухрӗҫ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed