Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

начальникӗ (тĕпĕ: начальник) more information about the word form can be found here.
Ҫак цифрӑсене Пишпӳлек районӗнчи предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ ПР МВД дежурнӑйӗн начальникӗ Владимир Волков пӗлтернӗ.

Эти цифры сегодня озвучил начальник Дежурной части МВД по РБ Владимир Волков, встретившийся сегодня с руководителями предприятий и организаций Бижбулякского района.

Сыхланӑр, мошенниксем! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... em-3639697

Ҫанталӑк условийӗсем хӑвӑрт улшӑннипе Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи ГИБДД начальникӗ Владимир Севастьянов ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене пурне те ҫул ҫинче тимлӗ пулма чӗнсе калать.

В связи с резким изменением погодных условий начальник ГИБДД по Башкирии Владимир Севастьянов призывает всех участников дорожного движения быть крайне внимательными на дорогах.

Пушкӑрт ГИБДД ертӳҫи водительсене васкавлӑ асӑрхаттарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/kh-rushs-rl-kh/2 ... rn-3641326

1918 ҫулӑн ҫу кунӗсенче, граждан вӑрҫин фрончӗ Улатӑр ҫывӑхӗнче пулнӑ чух, хулари радио начальникӗ Грошев юлташ агитпунктсене, 5-мӗш ҫар штабӗн политпайне, Чӗмпӗр кӗпӗрнин ӗҫтӑвкомне, уездри тата республикӑри «Революци ҫулӗ» тата «Ӗҫ хаҫачӗ» редакцийӗсене радиоҫыхӑну тытма пулӑшнӑ, вӗсене Российӑри телеграф агентствин радиовестникӗсем панӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ӑна Шапошников — Генеральнӑй штаб начальникӗ — карттӑ тӑрӑх ӑнлантарса панӑ.

Ему Шапошников — начальник Генерального штаба — всё объяснял по карте.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Ҫак савӑнӑҫлӑ та паллӑ кунпа юбилярсене Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, Комсомольски муниципаллӑ округ депутачӗ Александр Тихонов саламларӗҫ, парнесем парса чысларӗҫ.

Help to translate

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Информушкӑнпа пӗрле ку мероприятире округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан М.М.Зайнуллин, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.Х.Идиатуллин хутшӑннӑ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

«Пушарсен кӑтартӑвӗсене тишкерсе пӑхсан, Ҫӗнӗ ҫулхи уявсем вӑхӑтӗнче ытти кунсемпе танлаштарсан вут-ҫулӑм алхаснӑ тӗслӗхсем 2 хут ытларах», — палӑртрӗ округри 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ И.В.Ананьев.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, 2024 ҫулта коммуналлӑ пулӑшусем панӑшӑн тӳлемелли хаксем пирки, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин ӑнлантарса пачӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

— Ӗлӗк те пурччӗ шалун начальникӗ, — сайралнӑ сухалне аллипе шӑлкаласа илет савӑнӑҫлӑ Хумкка, — пуйӑс хуҫи тенине пӗлтерет вӑл, амӑшӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Райком секретарӗпе милици начальникӗ, — систерчӗ вӑл хирелле тухма хатӗрленекен председателе.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Натюк аппа, ав, — урамалла кӑтартрӗ Архип Григорьевич, — пушар командин начальникӗ, ват пуҫӗпе хӑй ҫурлапа вырни ҫитмен, Мускавран килнӗ юлташӗсене тырӑ вырма, кӗлте ҫыхма вӗрентет.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти пушар дружинин начальникӗ Натюк аппа хапхаран кӗни курӑнчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эвакогоспиталь начальникӗ генерала Галипе Иван патне илсе пычӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунтах — участок начальникӗ Сидор Иванович тата лӗнчӗр-ленчӗр леса-сӗтеле юлашки пӑта ҫапнӑ, аллинчи мӑлатукне ӗҫ хатӗрӗн ещӗкне хума ӗлкӗреймен платник.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗчӗк ӗҫпе пулсан начальникӗ килсе ҫӳремӗччӗ.

Help to translate

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

РСУ начальникӗ тухса кайсан та питӗ тарӑхса калаҫрӗ вӑл:

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

РСУ начальникӗ малтан нимӗн теме аптраса каялла чакрӗ, унтан, Дубов пуррипе усӑ курса-ши, тавлашма пуҫларӗ:

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лука Павлович телефонпа калаҫнӑ хушӑра РСУ начальникӗ хӑй персе ҫитрӗ.

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав РСУ начальникӗ пӗтерет ӗнтӗ, строп-участок хуҫи.

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑван ҫӗршыв аслӑ вӑрҫинче артиллери полкӗн командир заместителӗ, полк штабӗн начальникӗ пултӑм.

Help to translate

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed