Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тӗмсен йӗпе сӗмлӗхнелле вунӑ утӑм пек чупса кайрӗ те чарӑнчӗ; мӗн пулса иртнине пӗтӗм чун-чӗрипе итлет: йытӑ тилӗрсе вӗрет; пенӗ сасӑ, тепре, тата тепре… икӗ ҫын кӑшкӑрашать; Гелли чӗри хӗрсе кайса ӗҫлекен ҫӗвӗ машини евӗр шаккать; вырӑнтан вырӑна хӑвӑрттӑн куҫа-куҫа, авкаланса-хуҫкаланса мӗлкесем ҫурма уҫӑ алӑк еннелле ыткӑнаҫҫӗ; темиҫе ҫеккунтран чӳрече кантӑкӗ тулалла янӑравлӑн тухса сирпӗнчӗ те — тавралӑх иккӗленӳсӗр, анчах ҫак самантшӑн тӗлӗнмелле шӑплӑха путрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Йывӑҫ-курӑкӑн ҫӑра та вӑйлӑ шӑрши чӗрене хумхантарать, инҫетӗн янкӑр таса тӑрӑлӑхӗ сарлакан сарса хунӑ, савӑнса кулакан ытамсем евӗр; ирхи сӑрӑсен ҫепӗҫлӗхне сенкер мӗлкесем йышлантараҫҫӗ, кӑтра ҫутӑра унта та кунта эрешмен карти пайӑркан-пайӑркан йӑлтӑртатать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Шурӑ хӑйӑр ҫинче ӗренкесӗр вӑрӑм мӗлкесем хӗресленеҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Куҫӗсенче каҫхи мӗлкесем евӗр ярса тытайми, тӗрлӗ туйӑмсем шӑва-шӑва куҫаҫҫӗ; вӑл иртнӗлӗх юлашкисем сапаланнӑ урайнелле тӗмсӗлсе пӑхать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӗр-икӗ самант Аян фосфорлӑ симӗс куҫлӑ спрутсем, куҫа курӑнакан мӗлкесем е асаплӑ ыйхӑ евӗр пулӑсем, улӑпла нарвалсемпе шуҫлака какайран тунӑ, минтер пек йӗрӗнтерекен скатсем пирки шухӑшларӗ; анчах ку ӑсри сӑнарлавӑн юлашки хутланӑвӗ пулчӗ; вӑл кӗсменӗсене хучӗ, хунарне тӗртсе лартрӗ те хӗрарӑм портретне кӑларчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӗлӗтрен кӑшт ӳкекен ҫутӑра вӗсем хура мӗлкесем пек куҫса пычӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лейтенант хыҫӗнче хӗвел аннӑ тӗлелле тӑрӑнса мӗлкесем чӗмсӗррӗн тӑсӑлаҫҫӗ.За спиной лейтенанта, упираясь в зенит, бесшумно росли тени.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Мачтӑсемпе ытти хатӗр-хӗтӗрӗн шап-шурӑ сӑнӗ ҫийӗн хӗрлӗ мӗлкесем куҫаҫҫӗ, саркаланса лӑпкӑн вӗлкӗшекен парӑссӑр — пысӑк савӑнӑҫ тӗсӗсӗр — пуҫне ытти пӗтӗмпех шап-шурӑ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пӗри — ал ӑсти матрос хӗрӗ, тетте ӑсталаканскер, тепри — чӗрӗ сӑвӑ, унӑн кӗввипе сӑнарӗсен мӗн пур тӗлӗнтермӗшӗпе, сӑмахсен — пӗрин ҫинчен теприн ҫине ӳкекен ҫутӑпа мӗлкесем пӗр-пӗтӗм ҫыхӑнура тӑракан сӑмахсен — кӳршӗлӗх вӑрттӑнлӑхӗпе.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Шыва ӳкнӗ ҫулӑм сӑнӗпе мӗлкесем куҫма пикенчӗҫ; сирӗлсе тамалнӑ сӗмлӗхре курӑкпа туратсем курӑнаҫҫӗ.Двинулись тени и отраженное водой пламя; в отступившем мраке высветились трава и ветви.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ирпе ирех вара, мӗлкесем пек, пӳртрен те, ялтан та шӑппӑн тухса шӑвӑнчӗҫ.
Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658
Каллех пӗтӗм уй-хир курӑнса каять, пӗшкӗнсе пыракан хура мӗлкесем палӑрма пуҫлаҫҫӗ.Опять четко выступила из тьмы вся степь, обозначились на ней угольно-черные, сгорбленные фигурки.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сайра пӗлӗтсем кӑн-кӑвак тӳпери шурӑ тӗтӗм чӑмӑрккисем пек ишнӗ, вӗсенчен ӳкекен мӗлкесем сухаланӑ вырӑнсен металл пек хура анисем тӑрӑх, пӑрахӑҫа янӑ уйсен хыт курӑкӗсем тӑрӑх ярӑнса вӗҫнӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ун пуҫӗ тӗлӗнче хунар сулланса тӑрать, — ҫакна пула ҫирӗп сӑн-пичӗ тӑрӑх мӗлкесем шӑваҫҫӗ, хӑй пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе кӳлӗнсе тӑрать.Фонарь качался над его головой, — по крепкому лицу его ползали тени, весь он был напряжен.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унта вара эпӗ, чылай инҫетре, темле мӗлкесем пуррине куртӑм.
Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Галилей вӗсен ҫӳлӗшне сӑрт-тусенчен ӳкнӗ мӗлкесем тӑрӑх виҫме вӗреннӗ.высоту которых Галилей научился определять по длине их тени.
Галилео Галилей тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ман пуҫ ҫийӗпе хура пӗлӗт таткисем кахаллӑн шуса иртеҫҫӗ, вӗсем хушшипе уйӑх ылтӑн пӳске пек кусса пырать, ҫӗре мӗлкесем хуплаҫҫӗ, шыв лупашкисем кӗмӗлле хурҫӑ пек ҫутӑлса выртаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Путвалтан хура мӗлкесем пӗрин хыҫҫӑн тепри йӑраланса тухнӑ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ҫуртсенчен, йывӑҫсенчен, тараса каштисенчен вӑрӑм мӗлкесем тӑсӑлса выртнӑ.Длинные тени тянулись от домов, от деревьев, от колодезных журавлей.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Лампа ҫунать, кӗтессенче сӑрӑ мӗлкесем пуҫтарӑнаҫҫӗ, чӳрече хыҫӗнче сӗм тӗттӗм.Лампа горит, в углах собираются серые тени, и за окном темно.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.