Шырав
Шырав ĕçĕ:
Патша хӑй йышӑнать Максим Грека, вӑл куҫарнӑ кӗнекесене ҫийӗнчех пичетлесе кӑлараҫҫӗ, ун ятне чиркӳпе мӑнастир ҫыннисем лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ.
14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аякран, Атӑл хӗрринчи мӑнастир енчен, чан сасси янраса килчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Тулашри ҫапӑҫу — мӑнастир хапхине ҫӗмӗрсе кӗриччен.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хӑшӗ тутарла, хӑшӗ вырӑсла тумланнӑ хресченсем темиҫе чӗлхепе пӗр харӑс кӑшкӑрса мӑнастир еннелле чупаҫҫӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн мӑнастир чанӗ сехет ҫапни вӑрман тӑрӑх янраса каять.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шӑматкун каҫ вӑл хӑйпе пӗрле Михаил Николаевича мӑнастир ҫыранӗ патне илсе кайрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗрре ӗне сӑвуҫӑпа роман пуҫланчӗ; тепре мана ҫула май пырса лекнӗ мӑнастир кухнинче хӳтте илчӗҫ; — унта эпӗ кунӗ апат-ҫимӗҫпе усӑ куртӑм, ҫӳҫе ҫусӑрах турама май килетчӗ: малтан пит ҫӑмартине алӑпа сӑтӑратӑн та — ҫӳҫе икӗ енчен майлаштаратӑн; виҫҫӗмӗшӗнче эпӗ маскӑллӑ маттур йӗкӗтпе пӗрле тупӑшлӑ комбинацие ҫаклантӑм, ҫак маттурскер «Енчӗк-и е пурнӑҫ-и?» тесе питех те ансат сӑмахсене тӗлӗнмелле витӗмлӗн калама пӗлетчӗ; пӗтӗмӗшпе вара — ӑнсӑрт пурнӑҫа юратса пӑрахрӑм.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
— Мӗнле мӑнастир вара вӑл? — ыйтрӗ Кастро.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Канӑҫлӑ, тӳлек мӑнастир хӑш чухне унӑн куҫне шупка мӗлкӗ пек курӑннӑ та ҫавӑнтах урӑх шухӑш вӗҫсе иртнӗ: мӗнех-ши унта?..
VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Эс ак мӑнастир ҫинчен шухӑшлатӑн, мӗншӗн тесен кунта сана йывӑр; пурте саншӑн ют, никам та сана тивӗҫлипе хак хумасть…
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
— Мӗне кирлӗ сана мӑнастир?
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Пӗррехинче Бруно мӑнастир библиотекин аякри ҫӳлӗкӗнче шӑши кӑшласа пӗтернӗ сӑран хуплашкаллӑ тусан витнӗ кӗнекене тупнӑ.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл ҫынсемсӗр, кӗнекесемпе кӑна лӑпкӑн, пӗччен пурӑнасси ҫинчен ӗмӗтленетчӗ, мӑнастир ҫинчен, вӑрманти хурал пӳрчӗ, чугун ҫул будки ҫинчен Перси ҫинчен тата ӑҫта та пулин хула хӗрринче ҫӗрлехи хуралҫӑра пурӑнасси ҫинчен шухӑшлатчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мӑнастир картине кӗрсен, эпӗ хама тӗл пулнӑ пӗрремӗш ҫынтанах ҫылӑх каҫаракана епле тупасси ҫинчен ыйтрӑм.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Депешӑсем вара? — хӑюсӑрланса та кӑштах ҫилленерех ыйтрӗ хайхи карчӑк, тӑххӑрмӗш ҫул почтӑра пӗр чӑрмавсӑрах мӑнастир ӗҫӗсене туса каяканскер.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Уявсем чухне ҫамрӑк яш-кӗрӗм мӑнастир хыҫӗнчи хире чушкӑлла, лапталла, хӑваласа тытмалла выляма пуҫтарӑнать, ашшӗ-амӑшӗсем вара карта ҫумӗнче, курӑк ҫинче, ҫамрӑксем вылянине сӑнаса пӑхса лараҫҫӗ, ӗлӗкхи-авалхине аса илсе халапсем яраҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Почтмейстер Кубарев, питех те паллӑ чечек ӑсти тата казначей Матушкин кӑна Стрелецки урамра пурӑнаҫҫӗ — ҫак урам, пӗр вӗҫӗпе Поречнӑй урама урлӑ касса, юхан-шыв хӗррине тухать, тепӗр вӗҫӗпе вара мӑнастир хапхи умӗнчи пасар площадьне пырса тӑрӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хулари мещенӗсем йӑрӑскерсем, анчах — мӑнтӑрккаскерсем; вӗсем уезда кӗрекен ялсенчи ярмаркасенче хӗрлӗ таварпа тата ытти таварпа суту-илӳ туса пурӑнаҫҫӗ, кӗпӗрне валли сӳс, арланӑ ҫип, ҫӑмарта, выльӑх-чӗрлӗх тата утӑ сутӑн илсе ҫӳреҫҫӗ; вӗсен арӑмӗсемпе хӗрӗсем тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмран ахаль туфлисем, ӑшӑ туфлисем, шарфсем, фуфайкӑсем тата ҫул ҫине тухмалли хутаҫ-михӗсем ҫыхаҫҫӗ — ҫак йышши алӑ ӗҫне тума вӗсене тахҫантанпах мӑнастир шкулӗ вӗрентсе хӑнӑхтарнӑ, пурте пекех вӗсем ҫавӑнта хутла вӗреннӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кайран ҫак Сӑмала карти вырӑнне мӑнастир туса лартнӑ, ун хыҫҫӑн — дворян хӗрӗсене вӗрентмелли институт.
Смольнӑя // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тепӗр тесен, ыйткалакансене апат юлашкисене пама ыйтса мӑнастир алӑкӗ умӗнче шӑнкӑравлакан йытӑ е леш тепӗр йытӑна черетлӗн кун сиктерсе какай ӑшаламалли тимӗре ҫавӑрса тӑракан, хӑй черечӗ мар чухне ӗҫлеме килӗшмен йытӑсем пирӗн Дингӑран чылай тавҫӑруллӑрах пулӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.