Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрма (тĕпĕ: макӑр) more information about the word form can be found here.
Вӑл пуҫне манан кӑкӑр ҫине хучӗ те макӑрма пуҫларӗ, хул пуҫҫийӗсем сиксех чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Help to translate

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Чунӗ кӳтсе ҫитнӗскер, вӑл ниепле те макӑрма чарӑнаймарӗ.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Малтан ӑнтан тухса каяс патне ҫитнӗ Алимпи макӑрма та пултараймарӗ, унӑн чӗри чул пек хытса ларчӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Лешӗ юман тӑрринче те макӑрма чарӑнмарӗ-ха.

Сухопарый и здесь все еще никак не мог успокоиться — по-настоящему плакал, шмыгая носом.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Макӑрасси килнӗ ун — макӑрма вӑтаннӑ вӑл: пахча карти витӗр пур енчен те чӑваш ачисем пӑхса тӑнӑ.

И изо всех сил сдерживал слезы — ему очень хотелось плакать, но он стыдился: сквозь щели в заборе со всех сторон сада за ним следили десятки глаз сельских мальчишек.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл пӗрре шурса-кӑвакарса, тепре хӗрелсе кайрӗ, макӑрма хӑтланнӑ пек тутине пӑрчӗ, кӗпе ҫухине пушатрӗ…

Лицо его то белело, то пунцовело, губы дергались, будто в плаче; он рывком расстегнул ворот рубахи.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Старик Ухтиван вырӑнӗ патне пырса ларчӗ те, макӑрма хӑтланнӑ пек, питне пӗркелентерчӗ.

Старик проковылял к постели Ухтивана и, сморщив сухонькое лицо, опустился на пол.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Купӑс юрлама та макӑрма, ӗселенсе тем каласа кӑтартма тытӑнсанах анне аллинчи ӗҫ ҫӗре ӳкрӗ, эпӗ сиксе тӑрса урама чупса тухасшӑнччӗ, тӑрра лартӑм та вырӑнтан та хускалаймарӑм.

Так вот, как услышали мы с матерью скрипку, так и застыли оба, как завороженные, у матери вязанье выпало из рук, а она и не заметила, плачет, жалуется, рыдает скрипка…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳлтен ҫӳле кармашакан кайӑк пек, пӗрре ун сасси ҫинҫелсе каять, таҫта хӑпарса ҫитме хал ҫитереймен пек чӗтренет, унтан сасартӑк ҫӗре персе анать, макӑрма тытӑнать…

Ее голос то взлетает высоко-высоко, словно песня вспарившей мод небеса птицы; то камнем падает вниз, так и не достигнув желаемых высот, и плачет, плачет печально, горько…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Амӑшӗ ывӑлӗн сарлака кӑкӑрӗ ҫине тайӑнса ӗсӗклесех макӑрма тытӑнчӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗр ача тӑна кӗрсе тӑрса ларчӗ, амӑшне тупайманнине пӗлсен ҫеҫ чунтан хуҫӑлса макӑрма тапратрӗ.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусан патши пулнӑ Шигалей, хитре мар тутар, ун умне чӗркуҫленсе ларчӗ те макӑрма пуҫларӗ.

Help to translate

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Такӑнса ӳкрӗн — макӑрма юрамасть: сан ҫине пур ҫӗртен те вуншар куҫ пӑхать.

Help to translate

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем пӳртри пӗтӗм ӗҫе пӑрахса картишне чупса тухрӗҫ, макӑрма пуҫларӗҫ; хӑйсен хуйхи-савӑнӑҫне тӳрех кӑтартма юратман арҫынсем ытларах тӗкӗрҫӗ лаши тавра явӑнкаласа ҫӳрерӗҫ, аякри хуларан илсе килнӗ ут хатӗрӗсене пӑхса киленчӗҫ.

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем ӑна темшӗн чирлӗ ҫынсене, хӗне кайса ахлатма та макӑрма пуҫланӑ ҫынсене аса илтереҫҫӗ.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ашшӗне курчӗ те ҫынсен аллинчен вӗҫерӗнсе тӳрех ашшӗ кӑкӑрӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе, ӗсӗклесе макӑрма тапратрӗ.

Help to translate

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна кура хӗрарӑм тарҫӑсенчен пӗри чӑтаймасӑр: «Ай, вӗлерчӗ!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ те ӗсӗклесе макӑрма тытӑнчӗ, арҫынсем хушшинче ахлатнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Help to translate

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ним ҫук ҫӗртен макӑрма, чашӑк-тирӗк ҫӗмӗрме пултаратӑр.

Желание поплакать, возникшее даже на пустом месте, может вылиться в желание немного побить посуду.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эх, Ахтупай, — макӑрма пӑрахмарӗ-ха Эрнепи.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем, чун хурланнипе макӑрма хатӗрленнӗ пек, сӑмсисене нӑшт-нӑшт тутаркаласа илчӗҫ.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed