Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Арӑм! — лӑпкӑн каларӗ Обломов.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов лӑпкӑн та хӑюллӑн пӑхать ун ҫине.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пек шухӑша кайни — ҫывӑрни те, шухӑшлани те мар; Обломов ним ҫинчен те пикенсех шухӑшламарӗ, чӗре ерипен тапнине лӑпкӑн итлерӗ, ним ҫине те тинкерсе пӑхман ҫын пек, хушӑран куҫӗсене пӗр майлӑ мӑчлаттарчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан вӑл хӑй тавра пӑхать, вӑхӑтлӑх ырлӑха туять те лӑпланать; каҫхи хӗвел анӑҫри шуҫӑм ҫутинче хуллен те лӑпкӑн анса ларнине вӑл шухӑша кайса сӑнать те, юлашкинчен, ҫапла шутлать: унӑн пурнӑҫӗ ҫапла килсе тухрӗ кӑна мар, этем кун-ҫулӗ питӗ лӑпкӑ иртме пултарнине кӑтартма вӑл ҫапла ҫӑмӑл та канас пулмалла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ӑна чылайччен куҫпа ӑсатрӗ, унтан чӳрече уҫса, каҫхи сулхӑн сывлӑшпа сывларӗ; пӑлханни майӗпен иртрӗ, кӑкӑрӗ лӑпкӑн сывлама пуҫларӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫын ҫинчен каласа панӑ пекех, Ольга лӑпкӑн каласа пӗтерчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Калӑр, калӑр часрах! — лӑпкӑн, хавасланнӑ пекех вӗҫлерӗ Штольц.Расскажите, расскажите скорей! — покойным, почти веселым голосом заключил он.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тӗрӗс! — лӑпкӑн каларӗ Ольга.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку вӑрттӑнлӑх мар-и? — лӑпкӑн ыйтма тӑрӑшрӗ вӑл, анчах хӑй тути чӗтренине сисрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та унӑн лӑпкӑн юратас килет; ҫав туйӑм малтан, ҫуралнӑ чухне, вӗресе тӑтӑрччӗ — унпа киленмелӗх пултӑр, кайран вара ҫав телей ҫӑлкуҫӗ ӑҫтан тапса тӑнине ӗмӗрех пӗлсе тӑрасчӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӗлӗкхилле хаваслӑн та лӑпкӑн пӑхмасть; унӑн пӗтӗм сӑнне салхулӑх ҫапнӑ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗлӗнмелле, ҫакна вӑл йӑлтах лӑпкӑн туса пырать: унӑн чӗри те нихҫан ыратмасть, кил хуҫи арӑмне курӑп-ши, курмӑп-ши тесе те пӑшӑрханмасть вӑл, Агафья Матвеевна мӗн шутлӗ-ши, мӗн каламалла-ши ӑна, вӑл ыйтнине хирӗҫ мӗнле тавӑрса каламалла, вӑл мӗнле пӑхӗ-ши — ним те, нимӗн те пӑшӑрхантармасть Обломова.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗк, шарккух ҫунсан та, пулӑ шӳрпи ытлашширех вӗресен те, яшкана ешӗл ҫимӗҫ ямасан та, Акулинӑна лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн хӑтӑрса илетчӗ те манатчӗ, халӗ вара, ун пек-кун пек пулсан, вӑл сӗтел хушшинчен сиксе тухать, кухньӑна чупса каять, Акулинӑна чӗрре кӗрсех ӳпкелешет, Анисьйӑна та ҫилленет; тепӗр кунне вара яшкана ешӗл ҫимӗҫ янине, пулӑ мӗнле пиҫнине хӑй тӗрӗслет.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунсемпе ҫӗрсем пӗр евӗрлӗ пурнӑҫа чӑрсӑр та сасартӑк улӑштармасӑр, лӑпкӑн иртеҫҫӗ пулин те, хӗлпе ҫу та, кӗрпе ҫур та пӗлтӗрхи пекех иртрӗҫ пулин те, Выборг Енче те, Пшеницына ҫуртӗнче, пурнӑҫ пурпӗрех чарӑнса лармарӗ, йӑлтах хӑй майӗпе улшӑнса пычӗ, анчах ҫав тери вӑраххӑн улшӑнса пычӗ, пирӗн планета ҫинче геологилле улшӑнусем ҫавнашкал вӑраххӑн пулса иртеҫҫӗ: пӗр ҫӗрте ӗмӗрсен тӑршшӗнче тинӗс юшкӑнпа тулса ларать, е тинӗс ҫырантан чакса, ҫӗнӗ тӑпра купаласа хӑварать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн те пулин ӗҫленех ӗнтӗ эсир, — лӑпкӑн хушса хучӗ Иван Матвеевич, Обломов кӗнекесем ҫинчен мӗн каласса тавҫӑрса илнӗ пек пулса, — юрамасть-ҫке ним ӗҫсӗр…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле вӗсем лӑпкӑн ҫывӑрма, ҫиме пултараҫҫӗ-ши — ӑнланаймастӑп!
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Обломова алӑ пачӗ те, ним хумханмасӑр, лӑпкӑн, хӑй айӑпсӑррине мӑнаҫлӑн туйса, килкартине тухрӗ, сӑнчӑрта сиксе вӗрекен йытӑ умӗнчен иртрӗ, каретӑна кӗрсе ларчӗ те кайрӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӗсем мӗн калаҫнине эпӗ тахҫанах пӗлетӗп, — лӑпкӑн каларӗ Ольга.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, паян килтех ирттеретӗп, вырсарникун, тен, каятӑп! — лӑпкӑн хирӗҫлерӗ Захар.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӑйне хӑй пусарса, лӑпкӑн каларӗ: