Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вырӑнти чӗлхепе калаҫса ларнӑ ҫӗртех, мана та ӑнланмалла пултӑр тесе, пичче нимӗҫ сӑмахӗсем хушса, Фридриксон господин латинла сӑмахсем хушса калаҫкаларӗҫ.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак латинла ҫырнӑ сӑмахсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитех вуласа тухма ӑна тата «темӗскер» ҫитейменччӗ, ҫав «темӗн» ҫитейменнине эпӗ ӑнсӑртран пӗлтӗм.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫапла тунӑ хушӑра сасартӑк пӑхса илтӗм те шалт тӗлӗнсех кайрӑм: хӑвӑрт ҫавӑркаласа илнӗ чух пӗринче эпӗ латинла ҫакӑн пек сӑмахсене уҫҫӑнах вуласа юлтӑм: «сraterem», «terreste».
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫапах та вунтӑваттӑмӗш, вунпиллӗкмӗш тата вунулттӑмӗш саспаллисенчен акӑлчан сӑмахӗ «iсе» пулса тухрӗ, 84-мӗш, 85-мӗш, 86-мӗш саспаллисенчен «sir» сӑмах пулса тӑчӗ; юлашкинчен документӑн чи варринче, вунвиҫҫӗмӗш йӗркере эпӗ латинла сӑмахсене палласа илтӗм: «rota», «mltabile», «ira», «nec», «atra».
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах XVI ӗмӗрти ученӑйсем ытларах латинла ҫырнӑ.Но ученые шестнадцатого столетия писали обычно на латинском.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сергей эмелсемпе ларакан ҫӳлӗксене, чӳречесем ҫинчи кантӑк шарсене, латинла ҫырса ҫапнӑ фарфор банкӑсене пӑхса тухнӑ.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Латинла рецепт пек темскер ҫырнӑ хут татӑкне Иероним атте темиҫе хутчен вуласа тухрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Эпӗ латинла ӑнланнине пӗлетӗр-и?
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хирург Ирина Васильевнӑна латинла темскер вӑрӑммӑн каларӗ те лешӗ сасартӑк шурса кайрӗ, ҫакна Павел сисмесӗр юлма пултараймарӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫакӑн умӗн латинла ҫырнӑ темӗн чухлӗ чир ячӗсем, вӗсене вуласан, Корчагин ҫакна ҫеҫ пӗлет: чи хӑрушши урара мар, тӗп нерв системи пӑсӑлнинче-мӗн.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Матроссем самантрах гротмачтӑн штагӗ ҫине рифланӑ марсӗлпе латинла фок лартрӗҫ те «Дункан» ҫиле хирӗҫ тӑчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн фок-мачта, ҫав мачта ҫумӗнче фок, марсель тата брамсель пур, грот-мачта чалӑш гротлӑ, пысӑк стаксельпе пӗчӗк стаксель, латинла фок тата штагӑвӑй паруссем пур.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Мӗн тума кирлӗ сире латинла ятсем? — ыйтрӗ Базаров.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Ыран ирхине уҫӑлса ҫӳреме каяр-ха, — терӗ вӑл ӑна: — эпӗ сирӗнтен хир курӑкӗсен латинла ячӗсене, вӗсен йӗркисене ыйтса пӗлес тетӗп.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Латинла калаҫма вӗреннӗ ачи кӗрепле курчӗ, тет те, ыйтать, тет, хайхи ашшӗнчен: «Мӗн теҫҫӗ-ха ҫакна, атте?»Латыньщик увидел грабли и спрашивает отца: «Как это, батьку, по-вашему называется?»
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ашшӗ патне вӗренсе таврӑннӑ, тет те, хайхи йӑлт латинла калаҫать, тет, хамӑрӑн православнӑй чӗлхене те манса кайнӑ, тет, пур сӑмаха та «ус» тесе вӗҫлет, тет: кӗреҫи унӑн — кӗрӗҫеус, хӗрарӑм — хӗрарӑмус.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл яп-яка хуплашка ҫине пичетленӗ латинла «Р» саспаллине пӳрнипе тӗртсе кӑтартрӗ.Он ткнул пальцем в жирно напечатанное на глянцевитой обложке латинское «R».
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пичӗ ҫине пӑхсан, ахӑртнех, вӑл халӗ тӗлӗкӗнче таса атте Христофора, латинла диспута, арӑмне, кӑпӑш йӑвапа хӑймана, пӗр сӑмахпа каласан, Кузьмичова мӗн курӑнма пултараймасть, ҫавсене курса ҫывӑрать пуль-ха.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Мӗнле ӗҫ пултӑр, — урок е Вера Павловнӑн студент вырӑнне йышӑнасси: Ҫапла ӑна медицина урокӗсем парать, анчах ун пулӑшӑвӗ Вера Павловнӑна пуринчен ытларах гимназири экзамен пама тивекен хӑшпӗр предметсене вӗреннӗ чух кирлӗ; вӗсене пӗччен вӗренме ӑна питӗ кичем; чи путсӗр япала вӑл — математика; латин чӗлхи тата унтан та кичемрех пулмалла; анчах унсӑр юрамасть, пӑртак тарӑхасах пулать, ҫитменнине тата нумай та юлмарӗ ӗнтӗ: гимназирен парса кӑларакан аттестат вырӑнне пулакан экзамен валли Медицина академийӗнче ытлашши нумаях та кирлӗ мар; сӑмахран, эпӗ: Вера Павловна латин чӗлхине Корнелий Непота ҫырнинчен ик йӗрке те пулин куҫарма пултармалӑх вӗренсе ҫитӗ тесе каламастӑп, анчах вӑл медицина ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче тӗл пулакан латинла фразӑсене ӑнланма пултарать ӗнтӗ; ҫапах та ку пӗлӳ ытлашши пысӑках мар.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ҫакна кӑтартса памаллаччӗ те пирӗн», тесе латинла мӗнле каланине Вера Павловна илтеймесӗрех юлчӗ.Как говорится по-латине «что и требовалось доказать», Вера Павловна не может расслушать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.