Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Аслӑ пуҫлӑх хапхан тулашӗнчи пӑлтӑрӗнчен кӗрет те хапха юпи патне тӑрать; священниксем унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине тата унӑн тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнине кӳрӗҫ; аслӑ пуҫлӑх вара хапха урати патӗнче Турра пуҫҫапӗ те каялла тухӗ, хапха каҫчен уҫӑ тӑрӗ.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа вара Египетра Хӑйне кӑтартӗ; ҫавӑ кун Египет ҫыннисем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитӗҫ, парнесем кӳрӗҫ, Ҫӳлхуҫана сӑмах парӗҫ, мӗн тума пулнине тӑвӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун чухне тӗреклӗ те патвар халӑхран, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑхран, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑхран Саваоф Ҫӳлхуҫана Сион тӑвӗ ҫине, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен вырӑна, парне кӳрӗҫ.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Темӗн тӗрлӗ халӑхсем инҫетрен Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗшӗн парнесем илсе килӗҫ, Тӳпе Патшине парне кӳрӗҫ; Иерусалим, сана сыпӑкран сыпӑка савӑнса-хӗпӗртенсе мухтавлӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене астуса, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, 4. Эпӗ сире вӑхӑтлӑ ҫумӑр парӑп, ҫӗр хӑй ҫимӗҫне ӳстерсе парӗ, хирти йывӑҫсем те хӑйсен ҫимӗҫне кӳрӗҫ; 5. сирӗн авӑн ҫапасси иҫӗм ҫырли пухас вӑхӑтах ҫитӗ, иҫӗм ҫырли пухасси тырӑ акас вӑхӑта ҫитӗ, хӑвӑр ҫӑкӑрӑра тӑраничченех ҫиетӗр, [хӑвӑр] ҫӗрӗр ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнатӑр; 6. [сирӗн] ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ, хаяр тискер кайӑксене [сирӗн] ҫӗрӗртен хӑваласа ярӑп, сирӗн ҫӗрӗр урлӑ хӗҫ каҫмӗ; 7. хӑвӑр тӑшманӑрсене хӑвала-хӑвала яратӑр, вӗсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 8. сирӗн пилӗк ҫыннӑр ҫӗр ҫынна хӑваласа ярӗ, сирӗн ҫӗр ҫыннӑр вунӑ пин ҫынна хӑваласа ярӗ; тӑшманӑрсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 9. сирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӑп, [сире пиллӗп,] сире хунавлӑ тӑвӑп, сире йышлӑлантарӑп, сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ҫирӗп тытса тӑрӑп; 10. эсир киввине, иртнӗ ҫулхине, ҫиетӗр, ҫӗннине пула киввине кӑларса пӑрахатӑр; 11. Хамӑн килӗме сирӗн хушшӑра лартӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнмӗ; 12. сирӗн хушшӑрта ҫӳрӗп, сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑпӑртаттса ташласа та, тавралӑха янратмалла юрласа та кӑтартӗҫ, такмакне те калӗҫ вӗсем, шӳт-кулӑпа та савӑк кӑмӑл кӳрӗҫ.
Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11698.html