Шырав
Шырав ĕçĕ:
Казаксем тем кӗтнӗн чӗнмесӗр тӑнине курса, вӑл кунта кӑшкӑрнипе ӗҫ тухас ҫуккине, унпа сиен тума ҫеҫ пултарассине ӑнланса илчӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов вӑл кураймасӑр пӑхнине асӑрхаса илчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата ун умӗнче пӑлханса, темскере кӗтнӗн йӑл кулса, Демид Молчуна тем ҫинчен пӑшӑлтатса каласа тӑракан Яков Лукича та курчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сӑн-пичӗпе вӑл яланхинчен хаяртарах пек курӑнать, Давыдова кӑмӑлне уҫҫӑн кӑтартмасӑр алӑ тытрӗ, анчах ун ҫине вӑрттӑн шикленсе, темскер пуласса кӗтнӗн пӑхса илчӗ.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Авӑнчӑк, ачаш куҫхаршийӗсем унӑн яланах кӑштах ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, пӗрмаях вӑл темскерле савӑнӑҫ килессе кӗтнӗн туйӑнать; хӗп-хӗрлӗ тути хӗрри кӗтессисем кӗҫех йӑл кулса яма хатӗр, тутисем, шӑкӑрах ларан йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене витсех ҫитереймесӗр, уҫӑларах тӑраҫҫӗ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Малтан ун кӗлетки пулса тӑрать, унтан вара, ҫавӑн хыҫҫӑнах, ӑна чун кӗрет, унӑн сарлака та тӗксӗм сӑн-пичӗ пулса тӑрать, вара ҫӗршер пушӑ куҫ пӗр куҫ пулса, пӗр куҫпа пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ; темскере кӗтнӗн, шанмасӑртарах пӑхать ҫав куҫ, хӑй мӗн шыранине хӑй те ӑнланмасть, вӑл темскере, инстинкт шикленсе систернине шырать пулас.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Лешӗ хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ те Маргарита ҫине ҫӑлӑнӑҫ кӗтнӗн пӑхрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хӗвелтухӑҫӗнче шуҫӑм йӑлтӑртатнӑ; ылттӑнӑн курӑнакан пӗлӗтсен картисем, патша тарҫисем патшана кӗтнӗ пек, хӗвеле кӗтнӗн туйӑннӑ; тӑрӑ пӗлӗт, ирхи уҫӑ сывлӑш, сывлӑм, йӑваш ҫил тата вӗҫен кайӑксем юрлани Лиза чӗрине пӗчӗк ача чӗрине савӑнтарнӑ пек савӑнтарнӑ; кама та пулсан палланӑ ҫынна тӗл пулас марччӗ тесе, вӑл утса мар, вӗҫсе пынӑ пек кайнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тӳрех тухса каймарӑм-ха, тем кӗтнӗн пӗр хушӑ ҫавӑнтах тӑтӑм.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№