Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗни (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
Кӗпер урлӑ каҫнӑ чух вӑл ытла вӑйлӑ силленни, шыв хӑпарнӑ вӑхӑтсенче урана атӑ тӑхӑнсан та шыв кӗни канӑҫсӑрлантаратчӗ.

Help to translate

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Гитлерла Германи пирӗн тӑван ҫӗршыв ҫине вӑрҫӑпа ултавлӑн тапӑнса кӗни, июнӗн 22-мӗшӗнче пуҫланӑскер, — малалла пырать.

Вероломное военное нападение гитлеровской Германии на нашу Родину, начатое 22 июня, продолжается.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Мастерскойне вӑрӑсем пырса кӗни ҫинчен пӗлсенех (ун ҫинчен мастерскойпа юнашар пӗчӗк пӳлӗмре пурӑнакан дворник пӗлтернӗ) больницӑра шӑв-шав пуҫланнӑ.

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл Петряннинран кӑшт аслӑрах, ҫартан та маларахран таврӑннӑ, милицие ӗҫлеме кӗни те пилӗк ҫула яхӑн ӗнтӗ.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ӗмӗтленнӗ ӗмӗт пурнӑҫа кӗни кирек кама та савӑнтарать.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫакӑ тӗне кӗни пулчӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выльӑх пек пурӑниччен этемӗн ҫӗре кӗни пахарах…

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ял ҫыннисем ҫапла Пинер хутне кӗни Укаслӑва питӗ савӑнтарчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑхаль арӑмӗ пуличчен хӑй ҫине алӑ хуни, сарӑмсӑр вилӗмпе ҫӗре кӗни лайӑхрах.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах ҫӳлтен аяла Анас килет, чун туртать; Шӑрӑх чухне Ҫавала Шыва кӗни пит юрать; Йӑпшӑнса та выляса Сике-сике вӑл анать, Туратсенчен уртӑнса Йывӑҫсене вӑль!.. авать…

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Аттене те ҫамрӑклах пытарма тиврӗ,— ассӑн сывларӗ Оксана Ниловна.— Украинӑна кӗни пирки Олег мана пӗлтерчӗ, анчах аннене каласа кулянтарма хушмарӗ.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Микулан йывӑҫ пӳрчӗ вӗр-ҫӗнӗ пекех, пурӑнма кӗни те ик-виҫӗ ҫул ҫеҫ.

Help to translate

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ пурнӑҫа кӗни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Help to translate

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

…Ула Тимӗр, сылтӑм айӑк ҫинче выртса мӑшлатса ыйхӑ сӑптӑраканскер, ир ҫинчен сасартӑк сулахай енчи пусмалӑх шӑмми чӑтма ҫук ыратса кайнине туйрӗ те, шурӑллӑ-хураллӑ, хӑмла ҫырлиллӗ–йытӑ ҫырлиллӗ тӗлӗкне татса, вӑранса кайрӗ: мӑй шӑнӑрне ик-виҫӗ тӗлтен темскерсем, ҫивӗчскерсем, чашт! пӑталанса касӑнса кӗни паллӑ пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр гектар ҫинчи тӑпрана азот кӗни 41 тонна тислӗк тӑкнипе танлашать.

Help to translate

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Вӑл килсе кӗни вӗренекенсемшӗн йӑпанмалли тата чӑрсӑрланмалли сӑлтав пулса тӑчӗ.

Визит его сулил им развлечение и давал повод попроказничать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйсен учителӗ пекех, вӗренекенсем те ҫак ҫын ӑнсӑртран килсе кӗни ырра маррине ҫийӗнчех туйса илчӗҫ.

Так же как и их учитель, они почувствовали, что визит этот не предвещает ничего хорошего.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пусма картлашки ҫинчен кӑлӑхах сигнал паман иккен: кӗҫех алӑкран директор кӗни курӑнчӗ.

Сигнал с лестницы был подан не зря: в дверях тотчас же показался директор.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Ку ҫуртра 190 хваттер. Патшалӑх хӑй ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫланӑ. Ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче халӑха патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерме шантарни, пурнӑҫа кӗни паха», - тесе хушса каланӑ Олег Николаев.

Help to translate

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Амӑшӗ те, килте ӗҫлекен кирлӗ тесе, хӗрне вӗрентесшӗнех пулмарӗ, ӑна шкула яма ҫынсенчен те именчӗ, пачӑшкӑ та, Вознесенский атте: — Хӗрарума хотла вӗрентни — хӑйӑртан вӗрен явни ҫеҫ вӑл, ҫилуха кӗни кӑна, — терӗ.

Help to translate

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed