Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлӑма (тĕпĕ: кӑмӑл) more information about the word form can be found here.
Ҫак уйрӑммӑнах ҫемҫен, ачашласа каланӑ сасӑ мана ытла та савӑнтарчӗ, кунсӑр пуҫне тата маншӑн тӑрӑшни ман кӑмӑлӑма ытла та хуҫрӗ.

Тон, каким он произнес эти слова, глубоко тронул меня, а еще более меня растрогали его заботы.

XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ кратерӑн хӗррисенчен темӗн чухлӗ чулсем кӗмсӗртетсе аннисене пӑхса тӑрса, пӗртак кӑмӑлӑма пусартӑм.

Я несколько развлекался, следя за тысячами импровизированных каскадов, образовавшихся на склонах кратера и с диким ревом разбивавшихся о каждый встречный камень.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вулкан кратерӗнчен эпир вӗри кӗлле, шӑраннӑ чулсемпе пӗрле сирпӗнсе тухас пулсан, ҫак япала вара ман кӑмӑлӑма пӗрре те каймасть.

А играть роль шлака казалось мне чересчур скверной шуткой.

XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ман кӑмӑлӑма каймарӗ пулин те ҫав икӗ кун хушшинче ҫул ҫине пуҫтарӑнса ирттермелле пулчӗ.

К моему большому огорчению, их пришлось употребить на сборы.

XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Кӑмӑлӑма ҫемҫетнӗшӗн тав тӑватӑп, сударь.

— Благодарю вас за утешение, сударь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑмӑлӑма хытарсах темиҫе сӑмах калама пултартӑм:

С великим трудом пролепетал:

Хӳреллӗ дневник // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 46,49 с.

5 Манӑн никампа та пӗр сӑмах калаҫма ҫук, мана хавхалантаракан та, кӑмӑлӑма пусарма пулӑшакан та ҫук.

5 Мне не с кем перемолвиться словом, некому ободрить и утешить меня.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тӗкмесене ҫӗре ҫапса кӗртесси маншӑн чи йывӑр та кӑмӑлӑма килмен ӗҫ пулчӗ.

Вообще вбивание кольев было для меня одной из самых утомительных и неприятных работ.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Манӑн пусас кӑмӑлӑма эсир пӗтӗмпех пӗтерсе хутӑр…

Всю охоту вы мне перебили…

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑмӑлӑма ниҫта шӑнӑҫтараймастӑп, ӑшра та пулин кӑшкӑрса пыратӑп: «Урра» …

И желание это так велико, что я тихонечко шепчу про себя: «Урра»…

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах та ҫав хушӑрах савӑнӑҫлӑ кӑмӑлӑма темле пӗлмелле мар шухӑшсем туллама пуҫлаҫҫӗ: тем чухлӗ айӑпсӑр ҫынсен юнӗпе вараланса пӗтнӗ усал ҫын, тата ӑна асаплантарса вӗлересси мана ирӗксӗрех кансӗрлесе тӑраҫҫӗ: «Емеля, Емеля! — тетӗп хам ӑшӑмра, тарӑхса, — мӗншӗн пӗррех хут эсӗ штык ҫине пырса тӑрӑнмарӑн, е картечь айне лекнӗ пулсан та аванрахчӗ?

Но между тем странное чувство отравляло мою радость: мысль о злодее, обрызганном кровию стольких невинных жертв, и о казни, его ожидающей, тревожила меня поневоле: «Емеля, Емеля! — думал я с досадою, — зачем не наткнулся ты на штык или не подвернулся под картечь?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ирӗксӗрех кӑмӑлӑма йывӑр илтӗм.

Это было обидно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗксӗм шухӑшсем манӑн кӑмӑлӑма хускатрӗҫ.

Мрачные мысли волновали меня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӑмӑлӑма вырӑнтан хускатса, ним чӗнмесӗр айӑпӑмшӑн ӳкӗнсе, ӗнерхи учительпе сывпуллашмасӑр тата унпала хӑҫан та пулин тӗл пуласси ҫинчен шухӑшламасӑр-мӗнсӗр, эпӗ Чӗмпӗртен тухса кайрӑм.

С неспокойной совестию и с безмолвным раскаянием выехал я из Симбирска, не простясь с моим учителем и не думая с ним уже когда-нибудь увидеться.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хам кӑмӑлӑма та, хӑтланчӑшӑма та: ӗнтӗ мӗн пулӗ-ха, тесе шайлатӑп та, чӗреме нимӗн те перӗнмест.

Я взвешиваю, разбираю свои собственные страсти и поступки с строгим любопытством, но без участия.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чун-чӗрери хӗрӳ туйӑмсене пула ӑнран кайиччен алхасма пултараймастӑп ӗнтӗ эпӗ; чыслӑха юратнӑран кун-ҫулра пулнӑ сӑлтавсем кӑмӑлӑма пусарса хучӗҫ, анчах вӑл урӑхла майпа палӑрчӗ, мӗншӗн тесен чыслӑха юратни вӑл нимӗн те мар, влаҫшӑн хыпса ҫунни кӑна, ман кӑмӑла кӳме вара чи малтанах хам таврара мӗн-мӗн пуррине йӑлтах хама пӑхӑнтарни кирлӗ, хама юраттарнине хускатмалла, пӗтӗмпех парӑнтармалла, хӑратса тӑмалла — ҫакӑ мар-и вара влаҫӑн чӑн аслӑ тупсӑмӗ?

Сам я больше неспособен безумствовать под влиянием страсти; честолюбие у меня подавлено обстоятельствами, но оно проявилось в другом виде, ибо честолюбие есть не что иное как жажда власти, а первое мое удовольствие — подчинять моей воле все, что меня окружает; возбуждать к себе чувство любви, преданности и страха — не есть ли первый признак и величайшее торжество власти?

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ хам ӑшӑмра тӑрана пӗлми непсӗм пуррине туятӑп, ҫул ҫинче мӗн тӗл пулнине йӑлтах хыпса ҫӑтатӑп: ҫынсем асапланнипе савӑнни ҫине эпӗ хам кӑмӑлӑма ҫырлахтарас тесе кӑна пӑхатӑп, хам чун хавалне упраса усрама пулӑшакан ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп.

Я чувствую в себе эту ненасытную жадность, поглощающую все, что встречается на пути; я смотрю на страдания и радости других только в отношении к себе, как на пищу, поддерживающую мои душевные силы.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ вӗсене почтӑпа яма хӑраса тӑратӑп, мӗншӗн тесен мана, пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑскерне, хамӑн таса кӑмӑлӑма кӑтартакан кашни япалах хаклӑ.

Не рискую посылать их почтой, потому что оставшись один, дорожу каждым свидетельством моего честного поведения.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашки вӑхӑтра илемлӗ литература произведенийӗ кӑмӑлӑма, чунӑма ҫавӑн пек витӗм кӳнине астусах каймастӑп.

Help to translate

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Кӑмӑлӑма сиссе анне Анастасия Тимофеевна аллӑ тенкӗ пачӗ.

Чувствуя мои заветные мечты, мама, Анастасия Тимофеевна, дала мне пятьдесят рублей.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed