Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир сан кӑмӑлна тахҫанах пӗлетпӗр, — тав турӗ пуриншӗн те Сарри.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑта, кӑмӑлна йывӑр ан ил, тархасшӑн.
3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ан тав, малтанах пулнӑ эс, эп ун чухне сан чӗрӳне те, сан кӑмӑлна та пӗлмен, ҫавӑнпах хам ӑшра вырӑн панӑ.
Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.
— Тахҫанах пӗлетӗп эп сан кӑмӑлна, — ҫӑмӑллӑнах килӗшрӗ унпа Шахрун.— Знаю давно, чего тебе хочется, — легко согласился с ним Шахрун.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эп сан кӑмӑлна пӗлетӗп.
Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сан кӑмӑлна хуҫас теменччӗ Усал, илемсӗр хыпарпа.
XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ах, Туррӑм, кӑмӑлна эс ҫавӑр Ман шӑлӑнмасӑр ҫӳп юлсан.
IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кӑмӑлна йывӑр ан ил, тӗрӗссине калатӑп.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Халь сан ыр кӑмӑлна пӗлтӗм те каласа парас терӗм.
6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Урасмет ҫапла хӑтланнӑшӑн кӑмӑлна йывӑра ан ил.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Халӑх пӑлханнӑ вӑхӑтра ун пекки, паллах, пулма пултарать вӑл, кӑмӑлна йывӑра ан ил ӗнтӗ, тархасшӑн.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Сан кӑмӑлна каяс тетӗп-ҫке, — шӳт тума пӑхрӗ Ухтепи.
9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Кил ӑшшине, сан ӑшшуна, сан кӑмӑлна, таврари илеме чиксе каятӑп унта.
X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
— Эсӗ мана ҫав тери хытӑ пулӑшрӑн; ҫавӑнпа саншӑн пӗр уйӑхлӑх кредит уҫатӑп, кӑмӑлна мӗн каять ҫавна туянма пултаратӑн.— Ты так услужила мне, что я открываю тебе кредит на целый месяц и ты можешь брать, что захочешь.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Санӑн кӑмӑлна ҫакнашкал вак-тӗвек те пӑсаять-и?
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
— Эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ йӗкӗтчӗ, — терӗ Смит хырӑнман пит ҫӑмарти тӑрӑх юхса аннӑ куҫҫульне пысӑк чӑмӑрӗпе шӑлнӑ май, — манӑн санран каҫару ыйтмалла: ырӑ кӑмӑлна, санра джентльмена яланах хаклаймарӑм, иксӗмӗр пӗр сакӑр хут тытӑҫсах ҫапӑҫрӑмӑр пулин те.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Эсӗ ӑна хӑвӑн кӑмӑлна килентерме вӗлертӗн.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Йӗкепе сулчӑ та, хивре те — хӑвӑн кӑмӑлна кайнӑ пек арлама пулать.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
— Каҫар, тархасшӑн, анчах, пирӗн хушӑра вӑл-ку пулса иртнӗ хыҫҫӑн, хам мӗн тӑвас тенине эпӗ, санӑн кӑмӑлна пӑхса, координацилемӗп.— Прости, пожалуйста, но я не собираюсь координировать свои поступки с твоими после того, что было.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Халь пирӗн хамӑрӑн ҫӗр, сан кӑмӑлна каякан япаласене пурне те лартса тума пулать…Теперь у нас с тобой своя земля и можно сажать все, что тебе нравится…
XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.